Сывлӑх
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Ишлейри пульницӑна тӗпрен юсасшӑн. Район пульницин тӗп корпусне тӗплӗн юсакан палӑртма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 123,3 млн тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче палӑртмалла. Медицина учрежденийӗн ҫурчӗ Ишлейри Совет урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Тӗплӗ юсав ирттернӗ май ҫутӑ пӑралукне, шыв тата тытӑмне, вентиляцие улӑштармалла. Подрядчикӑн пульницӑна чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен юсаса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://vk.com/wall391792345_5766 сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ муниципаллӑ Михайловкӑри А.А. Александров ячӗллӗ шкулта ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу иртнӗ. Унта Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн пайташӗсем Лариса Петрова, Владимир Степанов тата Анатолий Хмыт пулнӑ. Вӗсем хӑйсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе паллаштарнӑ. Владимир Степановпа Анатолий Хмыт хайлавӗсем шкул программине те кӗнӗ. Лариса Петрова шкул ҫулӗсенче ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Артем Осипов архивӗнчи сӑн Ҫитес эрнере вырсарникун, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑма пӑхма ан манӑр. Унта Шупашкарти Артем Осипова кӑтартӗҫ. Вӑл 8 ҫулта. Артем Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренет. Вӑл купӑс ӑста калать. Кӑларӑм эфира 16:10 сехетре тухӗ. Палӑртмалла: унта 3-12 ҫулсенчи ачасем хутшӑнаҫҫӗ. |
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре Шупашкарти «Солнечный» микрорайон ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма Хӗвеллӗ урамри 18-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. 19 сехет те 18 минут тӗлне ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкарта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрла 9 ҫулти арҫын ачана вӗлернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви ачана кукамӑшӗ пӑвса вӗлернӗ тесе шутлать. Верси ҫакнашкалтарах: кукамӑшӗпе мӑнукӗ хваттерте пулнӑ (унта ача, унӑн амӑшӗ тата кукамӑшӗ пурӑннӑ). 61 ҫулти кукамӑшӗ тахӑш самантра мӑнукне пӑвса вӗлернӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл килтен тухса кайнӑ. Ӑна полицейскисем дачӑра тытса чарнӑ. Амӑшӗ ӗҫрен таврӑнсан ача виллине тупнӑ. Мӑнукне мӗншӗн вӗлернӗ? Следстви ҫакна уҫӑмлатать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма ача хӑйне мӗнле тытни килӗшмен. Следстви суда хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Аманнӑ шӑпа» ҫӗнӗ спектакль кӑтартнӑ. Нажиб Асанбаевӑн пьесипе ӑнаиБорис Манджиев лартнӑ. «Аманнӑ шӑпа» – Борис Манджиевӑн чӑваш академи драма театрӗнчи пирвайхи спектаклӗ. Раҫҫейӗпех паллӑ калмӑк режиссёрӗ ку хайлава пӗрремӗш хут лартмасть иккен, анчах хальхинче, ҫӗршыври лару-тӑрӑва шута илсе, улшӑнусем те кӗртнӗ», — хыпарланӑ «Чӑваш Ен» ПТРК. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() https://vk.com/wall-219005681_808 сӑнӳкерчӗкӗ Суту-илӗвӗн пысӑк агрегаторӗн сайтӗнче пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Хучашри шкулӑн ҫуртне (тӗрӗсрех каласан, унччен вӗренӳ учрежденийӗ пулнӑскере) сутса ярасси пирки пӗлтернӗ. Суту-илӳ ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртмелле. Пуҫламӑш хак — 9,18 миллион тенкӗ. Ҫав хакпа икӗ хутлӑ ҫурта ҫеҫ мар, ҫӗр лаптӑкне те сутӗҫ. Сӑмах май каласан, 2022 ҫулта Хучашри шкула Тури Ачакри шкулпа пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() t.me/chuvashenkalasat сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑ тата Ильинка шкулӗсенче ӑс пухакансем «Вӑрмана сыхласа хӑварар» акцие хутшӑнса 7 пине яхӑн йывӑҫ лартнӑ. «Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать», – теҫҫӗ халӑхра. Ҫут ҫанталӑк тусӗсем пӗр гектар ҫинче вӑй хунӑ. Ырӑ ӗҫпе хавхаланнӑ ушкӑн тӑрӑшнипе часах пысӑк лаптӑка ҫамрӑк хунавсем йышӑннӑ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫлесе пин-пин ҫӗпӗр лиственници лартнӑ», – хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() https://t.me/chuvashenkalasat/846 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт Раҫҫейри аэропортсен «ТОП-50» списокне кӗнӗ. Списока пассажирсен шучӗпе йӗркеленӗ. Пӗлтӗр сывлӑш транспорчӗпе пирӗн республикӑра ҫур миллион ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ. Пурӗ ҫӗршывра 220 ытла аэропорт ӗҫлет. Рейтингра малтисем: «Шереметьево», «Домодедово», «Внуково» аэропортсем. Шупашкар аэропорчӗ — 46-мӗш вырӑнта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://vk.com/wall-225414267_1 сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре ҫӗршыврри тӗрлӗ халӑхӑн этнофестивалӗн гала-концерчӗ иртӗ. «Ясна музыка» фестиваль 15 сехетре пуҫланӗ. Концертра тӗрлӗ халӑхӑн авалхи юррисене ҫӗнӗ аранжировкӑпа илемлетнӗ тӗрлӗ жанрлӑ юрӑсем янӑрӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах йӑлана кӗнӗ музыка инструменчӗн сассипе киленме май килӗ. Финалистсем — «Ясна музыка» этномузыка фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем: 1. Рабор – Кострома облаҫӗ, 2. Виктория Маралёва – Санкт-Петербург, 3. «ВАРЬЯ» фолк-ушкӑн – Пермь тӑрӑхӗ, 4. Дара Яра – Мускав, 5. Runa Project – Тула облаҫӗ, 6. Nati Tedeeva – Ҫурҫӗр Осети-Алани, 7. Гарпани Солинга – Саха-Якути, 8. «МАТРЁХА» фолк-ушкӑн – Челепир облаҫӗ, 9. Ladi Sveti – Удмурт Республики, 10. «ZAKARIA» фолк-ушкӑн – Тутарстан, 11. YALFY — Пушкӑртостан, 12. «Янтал» – Чӑваш Республики, 13. Валерия Филиппова – Коми Республики, 14. «ЛЕТО-ЛУНА» – Самар облаҫӗ. Унсӑр пуҫне GURUDE этномузыкант, юрӑҫ тата композитор пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |