Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.4 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
don24.ru сайтри сӑн
don24.ru сайтри сӑн

Шупашкарти сусӑр хӗрарӑм прокуратура пулӑшнипе кӑна хваттерлӗ пулнӑ. Вӑл чире пула ытти ҫынпа пӗр хваттерте пурӑнаймассине тухтӑрсен комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. Анчах Шупашкар хула администрацийӗ уйрӑм кӗтеспе тивӗҫтерме васкаман.

Прокуратура сусӑр хӗрарӑма уйрӑм хваттер пама ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ. Кун хыҫҫӑн сусӑра хваттер панӑ.

 

Хулара
kras.mk.ru сайтри сӑн
kras.mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 28 ҫулти тухтӑр патне хӑйӗнпе ФСБ ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ та банкри ултавҫӑ-ӗҫченсене тытмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ҫамрӑк тухтӑр вӑл мӗн каланине туса пынӑ: кредитсем илсе укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗмпе - 1,5 миллион тенкӗ.

Хайхискер тепӗр эрнерен кӑна укҫана никам та каялла тавӑрса памассине ӑнланнӑ. Тухтӑр полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
stroidomsait.ru сайтри сӑн
stroidomsait.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттернӗ те саккуна пӑсса йӗркеленӗ свалкӑсем пуррине асӑрханӑ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ялӗнчи Хыр, Чапаев тата ытти урамра, Ҫӗмӗрле хулинчи Пролетари урамӗнче йӑлари ҫӳп-ҫап, строительство ҫӳп-ҫапӗ, туратсем, курӑк купаланса выртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр ялта ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартнӑ вырӑна тивӗҫлипе пӑхса тӑманнине палӑртнӑ.

 

Кӳршӗре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хусанти пулӑҫа чӑннипех те ӑннӑ. Дамир 90 килограмм таякан ҫуйӑн тытнӑ! Пулӑ 2,5 метр тӑршшӗ.

Дамир пулӑпа сӑн, видео ӳкерӗннӗ те ӑна каялла шыва янӑ. Вӑт ҫавӑн пек пулӑҫ вӑл - Дамир! Маттур!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_15653
 

Чӑвашлӑх
«Чӑваш Ен» ПТРК сӑнӳкерчӗкӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК сӑнӳкерчӗкӗ

110 пин ытла чӑваш пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче мӗнпур ентеше пӗрлештерекен «Уяв» тӑваттӑмӗш хут иртни ҫинчен «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин эфирта хыпарланӑ.

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «Авӑркас ҫӗрӗ чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенчен пӗри шутланать. Унта кашни виҫҫӗмӗш ҫын чӑвашла калаҫать».

Пушкӑртстанра тӑван чӗлхепех хаҫатсем тухаҫҫӗ, шкулта ачасем чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Авӑркас районӗнче Чӑваш культурин центрне тума пуҫланӑ. Икӗ ҫулта пӗрре Уяв ирттереҫҫӗ.

 

Республикӑра
Йӗпреҫри интернат сӑнӳкерчӗкӗ
Йӗпреҫри интернат сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакан Андрей Григорьев ылтӑн алӑллӑ ҫын. Вӑл тӗрлӗ япала ӑсталаса хӑйӗн пултарулӑхӗпе ыттисене тӗлӗнтерет. Хальхинче арҫын кӳмеллӗ мотоцикл ӑсталанӑ. Ӑна вӑл йывӑҫран касса тунӑ.

Пӗр-пӗр япалана касса кӑларма Андрей Григорьев чертёжсемпе усӑ курмасть. Йӑлтах — куҫ виҫипе. Апла пулин те унӑн япалисем те кӑткӑс та кӑсӑклӑ пулса тухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-214922906_1999
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер 56 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар Атӑлта пулӑ тытнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Шыва кӗрсе чӑмнӑ та... тухайман.

Ӑна ӗнерех шырама тытӑннӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар ҫыранран 200 метр аякра асӑрханӑ.

Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 22 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче - 3 ача. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Етӗрне округӗнче 4 ача амӑшӗ путнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти хӗр ҫула май лартса каякан машина шыранӑ май мессенджерсенчен пӗринче ҫыру ҫырса янӑ. Кӗҫех унпа пӗри ҫыхӑннӑ. Пикене ҫав ҫын ятарлӑ каҫӑ ярса панӑ, ун тӑрӑх машинӑра вырӑн йышӑнса хума сӗннӗ.

Асӑннӑ каҫӑпа иртсе хӗр хӑйӗн банк карттин даннӑйӗсене те кӑтартнӑ, кӗҫех карттӑ ҫинчи 15 пине яхӑн тенкӗ ҫухалнӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗр йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"ПроГород" сӑнӳкерчӗкӗ
"ПроГород" сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме кайнӑ 52 ҫулти Евгений Подъячев ҫухални пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл арӑмӗпе утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра телефонпа, видеоҫыхӑну мелӗпе, калаҫнӑ. Ун чухне арҫын Мускаври Щелково автовокзалӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшенче арҫын тупӑннӑ. Вӑл арӑмне ӗнентернӗ тӑрӑх, тусӗпе палламан ҫынсен машинине кӗрсе ларнӑ та вӗсене лешсем ҫаратнӑ, Мускав облаҫӗнче антарса хӑварнӑ.

Арҫын Мускавра ӗҫленӗ чух пурӑннӑ вырӑна ҫитнӗ, унтан арӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтар вӑл Чӑваш Ене таврӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/98306
 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Протопопиха ялӗнче пурӑнакансем Шупашкар юханшывне темӗнле шӑршлӑ япала юхтарнӑшӑн кӑмӑлсӑр. Сиенлӗ шӗвек юхнине ҫынсем виҫӗ эрне каялла асӑрханӑ.

Ҫав шӗвек ӑҫтан килнине те палӑртнӑ: «Контур» савут тата троллейбус паркӗнчен тахҫанах усӑ курман ливневкӑпа юхать. Шӑршлӑ шӗвек «Колос» сад юлташлӑхӗнче ҫӗр айӗнчен тухать-мӗн.

Ҫынсем кун пирки «Водоканала», хула администрацине 112 номер урлӑ пӗлтернӗ, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине, Роспотребнадзора хыпарланӑ - усси пулман-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_387227
 

Страницӑсем: 1 ... 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, 213, [214], 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, 224, ... 3894
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 16

1989
36
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
23
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...