Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Нерядово ялӗнче хӗрлӗ армеецӑн Алексей Семенович Масловӑн ӳчӗн юлашкине пытарнӑ. Ӑна «Воин» шырав отрячӗ тупнӑ.

Ҫав вырӑнта 1942 ҫулхи чӳк вӗҫӗнче 24-мӗш ҫар Дон патӗнче малалла кайса тӑшмана ҫавӑрса илме палӑртнӑ. Анчах операци ӑнӑҫсӑр иртнӗ, нимӗҫсем Дон урлӑ каҫса ҫӗнӗ позицисене йышӑннӑ.

Алексей Маслов 1909 ҫулта ҫуралнӑ, авланнӑ, мӑшӑрӗпе 3 ача ӳстернӗ. Фронта ӑна 1942 ҫулхи ҫулла илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_433684
 

Персона
Комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ
Комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ватӑсене чӑваш классикӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

«Литература классикӗн классикӗ» литература сехетне Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Литература сехетне хальхинче те М. Шумилов ячӗллӗ вулавӑш ӗҫченӗ

Наталья Хуморова йӗркеленӗ. Вӑл Константин Иванов ҫинчен кӑсӑклӑ нумай факт каласа кӑтартнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Эрнекун, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Елчӗкре вӗрентекенсен семинарӗ иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, семинара пуҫламӑш шкул тата чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч таиа кулленхи ыйтусене сӳтсе явнӑ.

 

Раҫҫейре
Раҫҫей банкӗн вдеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Раҫҫей банкӗн вдеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Артек» пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча центрне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларассине Раҫҫей банкӗ пӗлтернӗ.

«Артек» 1925 ҫулта Аю-Даг тӑвӗ айӗнчи 4 брезент палаткинчен пуҫланнӑ. Унран СССРти пионер лагерӗ пуҫланса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/centralbank_russia/2601
 

Культура

Чӑваш Ене Тимур Ведерников килӗ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет. Вӑл – «Привет, Андрей!», «Песни от всей души» кӑларӑмсене хутшӑнакан мусӑкҫӑ, «МузыкаВместе» проект авторӗ. Кӑларӑмсен йӗркелӳҫисем тӗрлӗ региона ҫитсе музыка роликӗсем ӳкереҫҫӗ.

Халӗ вӗсем «Аслӑ ҫӗршывӑн юррисем» кӑларӑм хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавна май федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсене ҫитме палӑртнӑ

Проект паян Чулхулара старт илет.

«Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫынсем ҫакна эпир хатӗрленӗ роликсене курса ӗненӗҫ», — тенӗ Тимур Ведерников.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Тӗн
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш епархийӗнче Екатеринбургри «Союз» православи телеканалӗн ӳкерӳ ушкӑнӗ пулнӑ.

Чӑваш Енре вӗсем икӗ кун ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасанти Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвӗнче, вырӑнти сӑваплӑ ҫӑлкуҫ патӗнче сюжетсем ӳкернӗ.

Ӳкерӳ ӗҫне Шӑхасанти 6-мӗш «Б» православи класӗн ачисем те хутшӑннӑ.

Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвне халалланӑ кӑларӑм ҫулла эфира тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13887
 

Раҫҫейре

Раҫҫейре пурӑнакансенчен 70 проценчӗ пирӗн ҫӗршыва мигрантсем килнине сахаллаттарасшӑн. Ҫакӑн пекрех пӗтӗмлетме пулать нумаях пулмасть ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх.

Ыйтӑма «Левада-центр» (иноагент) йӗркеленӗ-мӗн. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 66 проценчӗ мигрантсем преступлени шутне ӳстереҫҫе тесе шухӑшлаҫҫӗ, 70 проценчӗ ҫӗршыв Правительствин мигрантсем килессине урӑхларах йӗркелемелле тесе шухӑшлать иккен.

Ыйтӑма хутшӑннисенчен 52 проценчӗ мигрантсем Раҫҫей культурине начар витӗм кӳреҫҫе тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mnogonazi/24000?single
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Ухман ялӗнче администраци ӗҫченӗсем шкул ачисемпе, волонтерсемпе пӗрле 150 ытла лӑсӑллӑ йывӑҫ хунавӗсене лартнӑ. Астӑвӑм сачӗ пулӗ вӑл. Ҫапла ухмансем пирӗн ҫӗршыва хӳтӗленӗ салтаксене тав туса вӗсене манманнине кӑтартаҫҫӗ.

Хунавсемпе Канаш лесничествин директорӗ Дамир Юнусов тивӗҫтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13878
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

7 ҫулти хӗрача дачӑран тухнӑ та ҫухалса кайнӑ. Вӑл 5 ҫухрӑм ытла утса тӗттӗмре трасса ҫине тухнӑ.

Хӗрачана Александр Семенов мӑшӑрӗпе асӑрханӑ. Вӗсем ун патне пынӑ.

Хӗрача ҫухалса кайнине, шӑннине, выҫӑ пулнине каланӑ. Семеновсем ачана машинӑна лартнӑ та полицие шӑнкӑравланӑ.

Полицейскисем Александр Семенова тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_76351
 

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприяти ӗҫченӗсене хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.

«Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята хими оборудованине юсакан 75-мӗш цех пуҫлӑхне Сергей Ермошина, ЭТС-40 производство уйрӑмӗн мастерне Александр Кожанова, 71-мӗш цех пуҫлӑхне – директорӑн производство енӗпе ӗҫлекен ҫумне Евгений Мигунова, 62-мӗш цехӑн мастерне Валерий Нестерова парас тенӗ.

Предприятин тӗп казначейӗ Майя Пыркина вара «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» пулса тӑнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, [213], 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, ... 4107
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 03

1839
187
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...