Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Улькка Эльменӗн «Интернетри юрату» кӗнекине хӑтланӑ. Унта кӗнеке редакторӗ Ольга Австрийская тата ҫыравҫӑсемпе поэтсем хутшӑннӑ.

Вулавӑшӑн краеведенипе наци литературин пайӗн заведующийӗ Эвелина Малеева палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, «Интернетри юрату» кӗнеке ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ кӗнекесен алҫырӑвӗсенчен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче пичетленсе тухнӑ. Кӗнекери тӗп сӑнарсем – хулари шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсем: Дима Егоров, Катя Кулагина, Коля Петров, Лариса Игнатьева.

 

Хулара
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче чечек хунӑ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттернӗ мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра Олег Николаев Элтепер те, хутшӑннӑ. Чечеке Ҫар мухтавӗн монуменчӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑрсен, Афганистанра пуҫ хунисене асра тытса тата Ҫурҫӗр Кавказра вилнисен ячӗпе лартнӑ палӑксем умне чечек хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/5034?single
 

Афиша

Пушӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонине ЧР тава тивӗҫлӗ артистки, Москонцерт солистки Ирина Шоркина «Я признаюсь» концерт программипе килӗ.

Вӑл – пирӗн ентеш, Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ирина Шоркина Шупашкарти концертра хӑйӗн вырӑс тата чӑваш юррисене, романссем, эстрадӑри хитсене юрлӗ.

Чӑваш патшалӑх филармонине унӑн илемлӗ, чӗрӗ сассипе киленме чӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_420345
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗрпӳре республикӑри ял спорчӗн вӑййисен иккӗмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Тӗрлӗ округран килнӗ ҫынсем МТЗ-82 трактора итлеттернӗ, ятарлӑ трассӑпа ҫӳрнӗ.

Арҫынсен хушшинче Вадим Головин (Елчӗк округӗ), Борис Головин (Елчӗк округӗ), Евгений Петров (Вӑмар округӗ) мала тухнӑ.

Хӗрарӑмсен хушшинче Эльвира Чугунова (Вӑрнар округӗ), Надежда Концова (Ҫӗмӗрле округ), Алена Ефимова (Шупашкар округӗ) малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19809
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗнчи пӗр килте нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. 56 ҫулти арҫыннӑн пурлӑхӗ вутра ҫунса кӗлленнӗ. Тӑкак виҫи 5 миллион тенкӗрен иртнӗ.

Тепӗр икӗ кунтан йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен пурлӑха ҫын чӗртсе яни ҫиеле тухнӗ. Ку усал ӗҫе унччен судпа айӑпланнӑ икӗ арҫын тума пултарнӑ тесе шухӑшланӑран Шупашкарта пурӑнакан 29 тата 32 ҫулсенчи этемсене тытса чарнӑ. 29-ти арҫын унччен кил хуҫин хӗрӗпе туслӑ пулнӑ, иккӗш уйрӑлса кайсан тавӑрас тенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/4996
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти Ольга Когут «Звезда» телеканалпа пыракан «Звезда» вокал конкурсне хутшӑнать. Ӳкерӳ вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫуркунне Ольгӑна тӗнче шайӗнчи проектӑн ҫӗнӗ сезонӗнче курма пулать.

Ольга Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта вӗреннӗ. Вӑл мӗн ачаран сцена, музыка пирки ӗмӗтленнӗ.

Вӑл телекӑларӑмра пӗрремӗш хут ӳкерӗннӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ку уншӑн чӑн-чӑн тӗрӗслев пулнӑ. «Тунмастӑп, эрне тӑршшӗпех хумханнипе чӗтрерӗм. Анчах ку опыт маншӑн питӗ паха», - тенӗ Ольга.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19789
 

Ҫул-йӗр
"На сявязи" сайтри сӑн
"На сявязи" сайтри сӑн

Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара 61-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Паян шӑпах ҫав кун ҫитнӗ – ҫӗнӗ маршрут уҫӑлнӑ.

Аса илтерер: троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Пӗтӗмпе 14 транспорт пулӗ.

Карттӑпа тӳлсен билет хакӗ – 33 тенкӗ, укҫан парсан – 37 тенкӗ.

 

Хулара
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Шупашкарти 36 ҫулти усламҫӑ ФСБ ӗҫченӗ тесе ӗненнӗ те ултавӑҫене укҫа куҫарса панӑ кӑна мар, КамАЗне те самай йӳнӗпе сутса янӑ. Паллӑ ӗнтӗ: укҫине палламан счет ҫине куҫарнӑ.

Ӑна палламан ҫынсем машина салукра пулнине ӗнентернӗ. Ӑна тавӑрма пулать-мӗн: анчах вӑхӑтлӑха урӑх ҫын ҫине регистрацилемелле. Ҫапла арҫын малтан вӗсене 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран КамАЗне сутнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Персона
starhit.ru сӑнӳкерчӗкӗ
starhit.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра Чӑваш АССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Эшпай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗ. Ҫавна май регион ертӳҫи Олег Николаев ятарлӑ йышӑнӑвах кӑларнӑ.

Андрей Эшпай — 300 ытла музыка хайлавӗн авторӗ. Ҫав шутра «Ангара» балет, «Круг» оперетта, инструмент концерчӗсем, симфонисем. Академи музыкисӗр пуҫне вӑл 100 ытла романспа юра кӗвӗленӗ, 60 ытла кинофильм валли музыка ҫырнӑ.

 

Культура

Чӑваш Енри ике ҫынна паян «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Вӗсенчен пӗри — Мария Васендина. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» учрежденире сектор заведующийӗнче тӑрӑшать. Иккӗмӗшӗ вара — Ольга Фёдорова. Вӑл – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн йӗркелӳпе право пайӗн пуҫлӑхӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 208, 209, 210, 211, 212, 213, 214, 215, 216, 217, [218], 219, 220, 221, 222, 223, 224, 225, 226, 227, 228, ... 4053
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 13

1932
93
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график ҫуралнӑ.
1933
92
Иванова Нина Ивановна, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Пряников Виссарион Семенович, радиотехника инженерӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Петров Александр Петрович, парти ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...