Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре хура ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ку хӗлле ӑшӑ пулнипе тата ҫуркунне часах килнипе ҫыхӑннӑ.

Ку таранччен виҫӗ ҫынна хура ҫӗлен сӑхнӑ. Иккӗшӗ – Улатӑр округӗнче. Унта икӗ арҫынна хура ҫӗлен шар кӑтартнӑ. Канаш округӗнчи хӗрарӑма вара хура ҫӗлен кӑмпа пуҫтарнӑ вӑхӑтра пӳрнерен сӑхнӑ. Пурне те вӑхӑтра пулӑшу панӑ, пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Ҫӗлен сӑхсан чи малтан мӗн тумалла? Тухтӑра чӗнмелле. Ыратнине ирттерекен эмел ӗҫмелле (аспиринсӑр пуҫне), сӑхнӑ вырӑна хускатма тӑрӑшмалла мар. Ҫут ҫанталӑка тухнӑ чухне ҫӳллӗ атӑ, хулӑн шӑлавар тӑхӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_432316
 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Дмитрий Краснова та ӗҫрен кӑларнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хыпарланӑччӗ. Вӑл та, Владимир Степанов пекех, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ.

 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи документра Владимир Степанова ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫрен хӑтарма йышӑннине палӑртнӑччӗ.

Паянтан вӑл

Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма шаннӑ.

 

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ Агриппина Янович 100 ҫул тултарнӑ.

Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ пикене 1942 ҫулхи ҫуркунн ҫар ретне илнӗ. Медицина сестри пулса вӑл Мускавран Кенигсберга ҫитнӗ, Курск пӗкки патӗнчи хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ.

Агриппина Алексеевна юнпа тӑпра хутӑшнӑ самантсем пирки нумай каласа кӑтартма пултарать. Темле хӑрушӑ вӑрҫӑра пулнӑ пулин те вӑл ӑшӑ кӑмӑлла та уҫӑ чунлӑ.

Кинемей ӗҫлеме ӳрӗк пулнӑран пӗлтӗр те дачӑра ҫу каҫнӑ.

Агриппина Алексеевнӑн нумай награда. Кӑҫал вара ӑна «Чӑваш Республикин хисепле гражданине» ят панӑ.

 

Раҫҫейре

Ӗнер Мускавра иртнӗ Ҫӗнтерӳ парадне чӑваш каччисем те хутшӑннӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет.

Парадра Даниил Николаев, Илья Игнатьев тата Никита Игнатьев (Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑшри шкулта вӗреннӗ), Александр Петриков (Канаш округӗнчи Шӑхасанти шкулта пӗлӳ илнӗ), Канаш округӗнчи Чакаҫри шкулта вӗреннӗ Егор Патшин, Чӑваш кадет корпусӗнче вӗреннӗ Александр Сарбаев, Иван Улеев (Шупашкар округӗнчи Ҫӳлтикасси шкулӗнче пӗлӳ илнӗ), Никита Ларионов (Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Сӗнтӗрпуҫри шкулта вӗреннӗ), Елчӗкри шкулта вӗреннӗ Роман Ильин, Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпари пӗртӑван Осиповсем, Йӗпреҫ округӗнчи Чӑрӑшкассинчи Станислав Григорьев, Елчӗк округӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти Артем Савиновов.

Сӑмах май, кӑҫал Мускаври Хӗрлӗ тӳремри парада 11 пин ытла ҫар ҫынни хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнтерӳ кунӗнче Патӑрьел округӗнче икӗ ветерана «Патӑрьелӗн хисеплӗ ҫынни» сумлӑ ят панӑ. Ҫак йышра - Нурулла Велиуллович Резяпов тата Феоктист Александрович Васильев.

Уявра ҫамрӑк ареецсем ветерансен килӗ умӗнче маршпа утнӑ. Культура ӗҫченӗсем вара ҫар юррисене шӑрантарнӑ. Нурулла Резяпова вӑрҫа 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче илсе кайнӑ. Вӑл Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Феоктист Васильев фронта 1943 ҫулта кайнӑ. Вӑл 2-мӗш тата 3-мӗш Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Будапешта, Австрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/police_sochi сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/police_sochi сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енрен Краснодар тӑрӑхӗнчи Сочи хулине канма кайнӑ арҫын унти 10 машина чӳречине ватса пӗтернӗ. Пуҫтаха вырӑнти патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.

Чӑваш Енри 51 ҫулти арҫын Дагомысск урамри 10 машина кантӑкне ватнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ӳсӗр пулнӑ иккен..

Арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/police_sochi/7638
 

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче сӗмсӗр водитель шар курнӑ. Хӑй мар-ха. Машини сиенленнӗ.

Инкек Шупашкарти Машина тӑвакансен урамӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмах видеорегистратор ҫине ӳкнӗ.

Ҫул ҫинчи инкекре Chevrolet Niva тата Toyota Camry автомобильсем шар курнӑ. «Тойота» ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ чухне кӗтмен ҫӗртен сулахай енне пӑрӑнса кӗнӗ. Ҫав самантра «Нива» ун ҫине пырса кӗнӗ.

 

Республикӑра
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти Александр Сергеевич Дмитриева тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехетре Атӑл леш енчи «Жемчужная» клуб-усадьбӑна сапбордпа ярӑнма кайнӑ. Каярахпа ҫав вырӑнта унӑн машинине, кроссовкине, япалисене тата сапбордӑн чехолне тупнӑ.

Тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки полицие ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр кунхине водолазсем Атӑл акваторине тӗрӗсленӗ, анчах нимӗн те тупайман.

Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене тӑванӗсем ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: +7 969 128-88-88.

 

Чӑваш чӗлхи
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Халӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Катюша» юрра чӑвашла та шӑрантараҫҫӗ. «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Пенза облаҫӗнчи чӑваш хӗрӗсем ӑна шӑпах чӑвашла юрлаҫҫӗ.

Ҫак йышра – Кристина Мефодьева, Татьяна Щербакова, Виктория Сенькина, Ольга Грудкина. Вӗсем – Пенза тӑрӑхӗнчи чӑвашсен культурине, йӑли-йӗркине тата чӗлхене упраса хӑварас енӗпе йӗркеленӗ «Эткер» организаци хастарӗсем.

Видеопа ҫак ҫак каҫӑпа паллашма пулать: https://t.me/nikamran

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 222, 223, 224, 225, 226, 227, 228, 229, 230, 231, [232], 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, 240, 241, 242, ... 4122
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 23

1929
97
Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1965
61
Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1995
31
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...