Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорне Александр Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Тӗрӗсрех каласан, унӑн ӗҫ килӗшӗвне тӑсман. Хальлӗхе директор тивӗҫӗсене Владимир Скворцов пурнӑҫлать. 66 ҫулти Александр Степнович тӗрлӗ ҫулта информаци политикин министрӗ, вӗренӳ министрӗ пулнӑ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнченпе вӑл Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗ пулнӑ. «На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке издательствин тӗп директорӗн пуканне 67 ҫулти Петр Краснов йышӑнма пултарать. Нумаях пулмасть ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсене институчӗн директорӗнчен кӑларнӑ – унӑн ӗҫ килӗшӗвне тӑсман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/oanikolaev телеграм-каналти сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче типӗ курӑк ҫуннӑ 9 тӗслӗх пулнӑ. Иртнӗ талӑкра – 2 тӗслӗх. Ҫапла пӗлтерет Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Тунтикун ир тӗлне республикӑра ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ 12 тӗслӗхе, курӑк ҫуннӑ 18 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 37,3 ытла гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кун пек инкексенче ҫын вилнӗ тӗслӗх пулман. Ытти ҫулсенче унашкал тӗслӗхсем, шел те, пулнӑ. Анчах ҫакна та манмалла мар: курӑк ӑшӗнче тӗрлӗ кӑпшанкӑ, чӗрчун пурӑнать. Ҫав шутра – чӗрӗпсем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 9111.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лексе вӗсене 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Лешсем яланхи схемӑпах усӑ курнӑ. Малтан хӗрарӑм патне телефон операторӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Унӑн тарифӗ улшӑнать-мӗн, ҫавӑнпа смспа килнӗ кодсене калама ыйтнӑ. Унтан «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑма укҫине хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ку вӗсене итлесе 1 млн тенкине куҫарнӑ. Анчах ултавҫӑсене ку та ҫитмен. Вӗсем хӗрарӑм патне шӑнкӑравлама пӑрахман. Ҫапла вӑл 1,7 млн тенкине ҫухатнӑ. Халӗ полици ултавҫӑсене тупас тӗлӗшпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку эрнекун, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарта йӑлана кӗнӗ «Тутлӑ эрнекун» фермерсен фестивалӗ иртӗ. Вӑл «Элара» умӗнче 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ те 15 сехере вӗҫленӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ округри ял хуҫалӑх производителӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ продукци сутӗҫ: аш-какай, сӗт юр-варӗ, сыр, пахча ҫимӗҫ, пулӑ. Калчасем те пулӗҫ. «Тутлӑ эрнекуна» ЧР Ял хуҫалӑх министерствипе пӗрле Россельхозбанк ирттерет. Ӑна организацисен заявкисемпе йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн классикӗ Тимофей Матвеев (1884–1939) ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче йӗркелӗҫ. «Жизненный путь и научное наследие классика чувашского языкознания» (чӑв. Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн классикӗн пурнӑҫ ҫулӗпе ӑслӑлӑх эткерлӗхӗ) ҫавра сӗтел 14 сехетре пуҫланӗ. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑсчахӗсем, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, писательсем, публицистсем, общество ӗҫченӗсем тухса калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнакан учрежденисем Оренбург тӑрӑхӗнчи ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. Кунта сӑмах шыв-шур илнипе килсӗр-ҫуртсӑр юлнисем пирки пырать. Пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ пурлӑхсӑр юлнисен килӗсенчен ҫири ҫипуҫпа тухса кайма тивнӗ. Паян, акӑ, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ӗҫченӗсем, Йӗпреҫри психоневрологи диспансерӗ гуманитари пулӑшӑвне пухса панӑ. Шӑл тасатмалли пастӑпа шампунь таврашӗнчен пуҫласа чӑлха-нуски, минтерпе утиял таранах пухнӑ. Апат-ҫимӗҫрен – кӗрпе-макарон, тушёнка, тип ҫу. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ Дина Александрова Швейцарири Цюрих хулинче иртнӗ марафонта ҫӗнтернӗ. Вӑл 42 километра 195 метра 2 сехет те 29 минутра чупса тухнӑ. Чӑваш Ен хӗрӗ финиша Эфиопири Серкалем Менистерен 5 минут та 9 ҫеккунт, Кенири Наоми Джепкогей Майоран 6 минут та 44 ҫеккунт маларах ҫитнӗ. Дина Шупашкарта 1992 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӗвне Николай Захаровпа Галина Архиповна чӑваш тренерӗсем патӗнче туптанӑ. 2015 ҫулта вӑл Курскри Валерия Руденко тренер патӗнче ӑсталӑха туптать. Кӑҫал вӑл кросс енӗпе Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ. 2023 ҫулта спортсменка марафонсенче хутшӑнма пуҫланӑ. Унӑн тренерӗ – Раҫҫейӗн икӗ хут чемпионӗ Степан Киселёв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславккари арҫынна 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колонпе ӑсатнӑ. Вӑл пӗлӗш-хӗрарӑмне чӗртсе янӑ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын ӳсӗр пулнӑ, хӑй паллакан 33 ҫулти хӗрарӑмпа хирӗҫле тапранса кайнӑ. Ӑна хӑвӑрт хыпса илекен шӗвекпе сапнӑ та чӗррсе янӑ. Хӗрарӑмӑн кӗлетки ытла ҫунса кайнӑ. Суранланса пӗтнӗ хӗрарӑм пульницӑра вилсе кайнӑ. Усалланнӑ арҫынна Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колонирен хупса хума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Энтриел ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче сарай тӑрри ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралтӑ таврашӗн стенисем те сиенленнӗ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» 20 минутран лӑплантарнӑ. Ҫулӑма ҫурт ҫине куҫма паман. Пушарта 10 сурӑхпа 2 сыснана ҫӑлма май килнӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 372 пушар пулнӑ. Вӗсенче 21 ҫын вилнӗ, 20-ӗн суранланнӑ. Пушарсенче 69 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хуламӑр 555 ҫул тултарнӑ тӗле ҫынсене медаль парасшӑн. Ҫак ыйтӑва ыран, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртекен ларура пӑхса тухӗҫ. Унта хальлӗхе награда пирки положение йышӑнӗҫ. Миҫе медаль кӑларӗҫ? Паллӑ мар-ха. Сӑмах май, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле юбилейлӑ медальсем кӑларнӑ. Вӗсене тӗп хуламӑр аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене панӑ. Кӑҫал «Госзнак» астӑвӑм банкнотисем кӑларнӑ. Вӑл – укҫа мар. Кунашкал банкнотӑсене ҫамрӑк мӑшӑрсене, 2024 ҫулта ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑшне, юбилея паллӑ тӑвас ҫӗре тӳпе хывнӑ ҫынсене, хула конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене, хисеплӗ хӑнасене параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |