Культура
![]() Куславккари Н.И. Лобачевский музей-ҫуртне ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатӗҫ. Музей директорӗ Мария Солдатихина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр учреждени музее техника енчен пуянлатмалли конкурса хутшӑннӑ. «Пирӗн заявкӑна Раҫҫейӗн Культура министерстви ырларӗ, 5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса пачӗ», — пӗлтернӗ музей директорӗ. Унсӑр пуҫне 2024 ҫулта пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме республика хыснинчен 10 млн тенке яхӑн уйӑрса панӑ. «Ку укҫапа музей сӗтел-пукан, ҫав шутра экспонатсене упрамалли тата кӑтартмалли хатӗрсем, ҫутӑ диодлӑ экран, проектор тата интерактивлӑ киосксем, кирлӗ ытти борудовани тата программа туянӗ», — каласа кӑтартнӑ республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Канашра арҫын 5-мӗш хутран персе аннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку 14 сехетре Машиностроительсен урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫурт умне васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем, полицейскисем ҫитнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын балкон ҫинче телефонпа калаҫса тӑнӑ. Ӑнсӑртран вӑл пуҫхӗрлӗ персе аннӑ. Юрать-ха, аялта улмуҫҫи пур. Арҫын ҫавӑн ҫине персе анса чӗрӗ юлнӑ. Пуҫне амантнӑскере тухтӑрсем илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ҫӗрле «Контактра» халӑх тетелӗнче «Алатырь» сообществӑра Чӗмпӗр облаҫне чӗнсе каланӑ хыпар вырнаҫтарнӑ. Улатӑрта пурӑнакансем облаҫ кӗпӗрнаттӑрне хулана хӑйсен йышне кӗртес ыйтӑва пӑхса тухма, референдум ирттерме сӗннӗ. Акан 8-мӗшӗнче муниципалитет реформипе килӗшӳллӗн депутатсем Улатӑр хулипе округне пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх итлевӗ пулмалла. Улатӑрсем халӑх тетелӗнчи хыпарта унччен вӗсем Чӗмпер кӗпернинче пулнине, 1925 ҫулта Чӑваш Енпе пӗрлештернине, вӗсем хӑйсен тымарне манманнине палӑртнӑ, «чылай ҫул ӗнтӗ регион правительстви хулана хӗстерет» тесе ҫырнӑ. Сӑмах май, 2019 ҫулта улатӑрсем Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештерме ыйтнӑ. Ҫакна вӗсем Саранск Шупашкартан ҫывӑхрах пулнипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Елчӗк округӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн сумлӑ ывӑлне, Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинне, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, ЧНК вице-президентне тата Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пынӑ Олег Николаевич Мустаева асӑнса регионсем хушшинче купӑсҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Унта Челябинскран, Санкт-Петербургран, Пенза, Ульяновск облаҫӗсенчен, Тутарстанпа Чӑваш Республикисенчи тӗрлӗ районсенчен 50 яхӑн паллӑ тата ҫамрӑк купӑсҫӑсем хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Мероприятие ЧР Елчӗк муниципаллӑ округӗ, муниципаллӑ округӑн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин, культурӑпа социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн уйрӑмӗсем тӗрев панипе Елчӗк муниципаллӑ районӗн тӗп клуб системи ирттерчӗ. Фестиваль-конкурсӑн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче О.Н. Мустаевӑн историлле йӗрне тата нумай енлӗ пултарулӑхне упраса хӑварса халӑха интереслентересси, Чӑваш Республикинчи тата ытти регионсенчи купӑсҫӑсен профессилле ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетесси, ҫамрӑк ӑрӑва воспитани панӑ ӗҫре халӑх музыкипе искусствин пӗлтерӗшне вӑйлатасси. |
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Тӗрер ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑ нумай вилнӗ. Ҫакна вырӑнти ҫынсем асӑрханӑ. Прокуратура халӗ унта тӗрӗслев ирттерет. Ку ӗҫе ытти тӗрӗслев тытӑмӗн специалисчӗсене те явӑҫтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра шыв пробине тата пулӑ виллине тӗрӗслеме илнӗ. Анализ хыҫҫӑн пулӑсем мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ, мӗн чухлӗ вилнине палӑртӗҫ. Хальлӗхе темиҫе варианта пӑхса тухаҫҫӗ: пулӑсем кислород ҫитменнипе е шыва такам вараланипе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа Шамана илсе килесшӗн. Кур пирки Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков калаҫса татӑлнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫа хыснари мар укҫаран тӳлӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне федераци масштабне кӑларасшӑн. «Ку мероприятие федерци шайӗнче кӑтартма пӗлмелле - пӗлтӗр Хусан тунӑ пек», - тесе ҫырнӑ унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Шупашкарти «Университет» микрорайонти ҫӗкленекен шкул 70 процент хатӗр. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, унта ачасем кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑнӗҫ. Нумаях пулмасть объекта Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, строительство министрӗ Михаил Коледа, Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Дорохотов ҫитсе курнӑ. «ТУС» строительство компанийӗн директорӗ Николай Угаслов шкулти ӗҫсене утӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлессине пӗлтернӗ. Тепӗр уйӑхран вара территорие хӑтлӑлатас ӗҫ вӗҫленмелле. Палӑртмалла: 1500 вырӑнлӑ шкула 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() dzen.ru сайтри сӑн «Мускав - Шупашкар» рейспа вӗҫнӗ Питӗр арҫыннине суд 500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӑл самолетра общество йӗркине пӑснӑ. Арҫын пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Шупашкара каҫхи рейспа вӗҫнӗ. Хайхискер самолетра хӑйне йӗркеллӗ тытман. Бортпроводниксем, кӳршисем лӑпланма ыйтсан та хӑлхана чикмен, хирӗҫ те тӑнӑ. Ӑна Калинин районӗн сучӗ суд тунӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ пулсан та ӑна ҫур милионлӑх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хура ҫӗленсем вӑранни пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Ҫӗленрен шар курнӑ пӗрремӗш ҫын пульницӑна лекнӗ. Атӑл леш енче 62 ҫулти арҫын пахчана ӗҫпе тухнӑ, ҫӳп-ҫапа илес тесе пӗшкӗннӗ те ӑна хура ҫӗлен сӑхнӑ. Вӑл часрах вырӑнти пульницӑна кайнӑ. Унӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Унта ӑна пӗрремӗш медпулӑшу парсан васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара ӑсатнӑ. Вӑл вӑхӑта арҫыннӑн анафилактика шокӗ пулнӑ, хӑстарма, ӑшӗ пӑтранма тытӑннӑ, хӑй шурса кайнӑ. Алли вара шыҫӑннӑ, ыратнӑ. Ӑна тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине ҫӗлен сӑхнӑ 10 ҫынна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Мускавра кӑҫал та пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртӗ. Пӗлтӗр вӑл «Сокольники» паркра пулнӑ. Кӑҫал вара уяв ВДНХра иртӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ элчи Алексей Ладыков калаҫса татӑлнӑ. Вӑл ҫитӗнӳсен куравӗн «Раҫҫей» дирекцийӗн директорӗпе Наталья Виртуозовӑпа калаҫса татӑлнӑ. Малтанах Акатуя утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Кайран ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр вӑл Мускавра утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |