Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Раҫҫейри артистка Юлия Переверзева Канн фестивалӗнче «Паха тӗрӗ» фабрика тумӗпе тухнӑ. Вӑл ку тума Япони режиссерӗн RENOIR ятлӑ фильмӗн премьерине тӑхӑннӑ.

Юлия Переверзева – 35 ҫулта, вӑл Алтай крайӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ – чӑваш. Юлия ВГИК пӗтернӗ, халӗ Мускавра пурӑнать. Вал 6 фильмра ӳкерӗннӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: Юлия кӑҫал «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсӗн гран-прине илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем аслӑ ҫул хӗррипе утса пыракан ачана асӑрханӑ.

Тӑхӑр ҫулти арҫын ача Б. Хмельницкий урамӗн хӗррипе «Атӑл» М7ҫул ҫине тухма шухӑшланӑ иккен. Вӑл ҫуран утса Красноармейскинчи кукамӑшӗ кукамӑшӗ (тен, асламӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «бабушка» тенӗ) патне ҫитес тесе килӗнчен тухса кайнӑ.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ачана ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем патне илсе кайса янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/6697
 

Пӑтӑрмахсем
chgtrk.ru айтран илнӗ сӑнӳкӗрчӗк
chgtrk.ru айтран илнӗ сӑнӳкӗрчӗк

Патӑрьелте 73 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ.

32 ҫулти водитель «Лада Приора» автомобильпе ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫав вӑхӑтра ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ҫулпа утса пынӑ.

Инкек район центрӗнчи Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Суранланса пӗтнӗ ватта пульницӑна ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/gibdd121
 

Республикӑра

«Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллах фончӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑсемпе сусӑрсене час-часах тӗрлӗ енчен пулӑшать. Хальхи вӑхӑтра вӑл вутӑ хутса пурӑнакан пӗччен ватӑсемпе сусӑрсене вутӑ туянса парать, килех илсе ҫитерсе парать.

Вутӑ та туянайман Каҫал тарӑхӗнчи 11 ҫынна пулӑшнӑ та ӗнтӗ. Тӳлевсӗр вутӑллӑ пулнисен йышӗнче Гельсинур Гилачетдиновна ятла хӗрарӑм та пур. Ырӑ ҫынсем килӗ умне касса-ҫурса хатӗрленӗ пӗр машина вутӑ илсе килсе пушатсан вӑл питех те савӑннӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн конкурентла политика тата тариф службин ертӳҫин ҫумӗ пулма Ирина Щукинӑна ҫирӗплетнӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн премьерӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Асӑнна службӑри ҫав пукан кӑҫалхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ҫав ӗҫрен Татьяна Копеева кайсан, пушанса юлнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнченпе ку ӗҫре Ирина Щукина тимлеме тытӑннӑ. Вӑл тарифсене йӗркелес ыйтушӑн яваплӑ пулӗ. Асӑннӑ ведомствӑра вӑл 2013 ҫултанпа право ыйтӑвӗсене йӗркелесе пынӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинчи Корней Чуковский урамӗнчи икӗ хутла ҫурт вутра кӗлленнӗ.

Ҫав кунхине 43 ҫулти кил хуҫи хушма хуҫалӑхра мангал ҫинче шашлӑк пӗҫернӗ. Кӑмрӑк сӳнессе кӗтсе тӑман вӑл, ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Хӗлхем беседкӑна лекнӗ те вӑл ҫунма пуҫланӑ, унтан ытти ҫурт-йӗр ҫине куҫнӑ.

Пушарта пӗр пӳрт ҫунса кайнӑ, юнашарти тепӗр икӗ ҫурт сиенленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8709
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Паян тата ыран кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫукалӗ. Унтан сивӗ сывлӑш килӗ, ҫил вӑйланӗ.

Кайран ҫанталӑк майӗпен ӑшӑтма тытӑнӗ. Ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн хӗвел тухӗ. Ҫапах эрне варринче те хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун республикӑна сивӗ фрончӗ ҫитӗ. Эрнекун уяр тӑрӗ. Анчах канмалли кунсем те сивӗ ҫанталӑкран пуҫланӗҫ. Вырсарникун вара хӗвеллӗ, ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес тунтикун каллех сивӗ килӗ, вӑл икӗ куна тӑсӑлӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тин республикӑра хӗвеллӗ, 20 градус ытла ӑшӑ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш аграри университечӗн архивӗнчи сӑн
Чӑваш аграри университечӗн архивӗнчи сӑн

Кӑҫал кӗркунне Ҫӗрпӳри аграри-технологи тухникумӗ 100 гектар ҫӗр ҫинче хӑмла лартӗ. Тӳрех палӑртса хӑвӑрар: республика кӑҫал хӑмла ӳстерессине аталантарма 130 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех грантсем, пӗтӗмпе 140 миллион ытла тенкӗ, парӗҫ.

Хӑмла лартмалли лаптӑка сухаланӑ ӗнтӗ. Ҫулла унта шпалерсем вырнаҫтарӗҫ, кӗркунне вара 330 пин хунав лартӗҫ. 80 гектарӗ – Тӑвай округӗнче пулӗ. Патӑрьел тата Ҫӗрпӳ округӗсенче – 10-шар гектар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/zaxarov21/5119
 

Республикӑра

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Николай Егоров патшалӑх пулӑшнипе хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. Халӗ вӑл хӑй унччен ӗҫленӗ вырӑнтан пӑрахса кайнӑ. Паян арҫын хӑйӗн ӗҫ графикне хӑй пӗлнӗ пек йӗркелесе пырать.

Фото тата видео ӳкерес опыт Николайӑн унчченех пулнӑ. Социаллӑ контрактпа ӗҫ пуҫараса яма май пурине илтсен вӑл ку майпа усӑ курас тенӗ.

Патшалӑх укҫипе Николай кирлӗ оборудовани туяннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн клиенчӗсен йышӗ ӳссех пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/8247
 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫурт картишне хӑтлӑлатса пӗтернӗ. Халӗ унта тӗлӗнмелле хитре.

Строительсемпе пӗрле Шупашкарти Э. М. Юрьев ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗн хастарӗсем те ӗҫленӗ. Вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата чӑваш культурине халалланӑ стенд хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21421
 

Страницӑсем: 1 ... 202, 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, [212], 213, 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, ... 4107
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 03

1839
187
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...