Раҫҫейре
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра иртекен «Раҫҫей» куравра Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫав кун унта 151 мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ. Чӑваш Енрен Александр тата Анна Кривовсем пулнӑ. Вӗсем – Елчӗк округӗнчен. Ҫамрӑксем чӑваш наци тумне тӑхӑнса пӗрлешнӗ. Хут уйӑрттарсан вӗсене «Раҫҫей чӗри» ҫулӑма панӑ, туй торчӗ парнеленӗ. Палӑртмалла: ҫу уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче туй фестивалӗпе килӗшӳллӗн федераци округӗсен кунӗсем иртӗҫ. Атӑлҫи федераци округӗн кунӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ. Унта Шупашкарти «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑнма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ватӑ ҫын Хусанти марафона хутшӑннӑ. Кӳкеҫри Роза Алексеева ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Спорт марафонне Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 13 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗнӗ маршрут йӗркеленӗ май трасса ҫӳлленсе пынине 96 метр таран чакарма май килнӗ. Кӳкеҫри Роза Алексеева ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе 21 хутчен Раҫҫей чемпионки ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗчӗк автобуслӑ пулнӑ. Транспорт театра ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫитнӗ. «Газель Next» автобуса «Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури» программӑпа киӗшӳллӗн туяннӑ. Тӑкакӑн пӗр пайне учреждени хӑй саплаштарнӑ. Ҫӗне микроавтобусра — лармалли 19 вырӑн, ҫемҫе ларкӑчсем, телевизор, кондиционер… Кун пеккипе аякри хуласенче гастрольпе кайма аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvdram.ru сайтран илнӗ скриншот К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль сцена ҫине кӑларма хатӗрленет. Унӑн премьерине ҫӗртме уйӑхӗнчи репертуара кӗртнӗ. Ӑна ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Вырӑсла хатӗрленӗ содержанире пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ аякри ялта пулса иртет. Унта килсем хупӑнса пӗтнӗпе пӗрех. Ҫирахви карчӑк пӗчченех юлнӑскер кун-ҫулне кичемӗн ирттерет. Пушанса юлнӑ килсенче вӑл хуҫисенчен юлнӑ япаласене пуҫтарса ҫӳрет. Вӑл вӗсене хӗрхенет. Пӗррехинче хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане тупать. «Хӗрлӗ тӗс – телей тӗсӗ», – теме юратнӑ иккен карчӑкӑн упӑшки Элекҫи. Хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане кинемей пурнӑҫне улӑштарӗ-и? Ҫакӑн хуравне спектакле пӑхсан пӗлме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Росстат сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ача ҫураласси сахалланӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫут тӗнчене 2178 ҫӗнӗ чун килнӗ. Ку вл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 6,3 процент сахалрах. Вилесси ҫуралассинчен 1,84 хут ӳснӗ. Маларах асӑннӑ виҫӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 4 007 ҫын вилнӗ, е пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 7,6 процент нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() komza.ru сайтри сӑн 25 ҫыннӑн руль умне ларма юраман. Ҫакна юлашки 5 уйӑхра Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тупса палӑртнӑ. Ҫак ҫынсене медтӗрӗрӗслев витӗр тухнӑ чухне тухтӑрсем руль умне ларма чарнӑ. Анчах вӗсен аллинче пурпӗрех водитель прави пулнӑ. Прокуратура вӗсене водитель правинчен хӑтарас тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра 25 тавӑҫран 18-шне тивӗҫтерне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "АиФ" сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енре йывӑҫ хунавӗ ӳстермешкӗн питомниксенче вӑрман ӳсен-тӑранне акма пуҫланӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш тата Киров лесничествинче пӗтӗмпе 0,43 гектар акнӑ. Чылай пайӗ - хыр. Унсӑр пуҫне чӑрӑш та, Ҫӗпӗр лиственницине те акнӑ. Питомниксен ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем икӗ ҫултан вӑй илсе хунав пулӗҫ. Ҫавӑн чухне вӗсене вӑрмана тухса лартма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Чӑваш митрополийӗн сайтӗнчи сӑн Ӗнер каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫветтуй Николай храмӗн клирикӗн, Чӑваш митрополийӗ кӑларса тӑракан «Турӑ тата ҫын» журналӑн редакторӗн, Геннадий Поляков иерейӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Геннадий атте 70 ҫулта пулнӑ, вӑл чылай вӑхӑт чирленӗ. Вӑл журнал пуҫарса ярса ӑна 10 ытла ертсе пынӑ, Куславккари тата Шупашкарти храмсенче служба ирттернӗ. Геннадий аттепе ыран, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир кнеҫӗн соборӗнче ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн (вӑл 7 сехет те 40 минутра пуҫланать) сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта вӑйлӑ ҫил чарӑнӑва ҫавӑрса ҫапнӑ, машинӑсем ҫине тимӗр хӳмесене вӗҫтерсе янӑ. Ҫавӑн пек пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче пулнӑ. Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патӗнчи тимӗр карта вара вӗҫсе кайса ҫывӑхри икӗ ҫӑмӑл машина: «Ладу-Калинӑпа» «Инфинити» – ҫине пырса кӗнӗ. Машинӑсен хуҫисем йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Транспорта хуҫисем суда заявлени пама хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Телеграмри me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкара Василий Чапаевӑн мӑнукӗн ывӑлӗ килнӗ. Пӗччен мар. Хӑйӗн икӗ ҫулти ывӑлӗпе. Чапаев династине кӗрекенсем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫитнӗ. Вӗсем хаклӑ парнепе илсе килнӗ. Хулари Чапаев музейне вӗсем дивизин легендарлӑ командирӗн Василий Ивановичӑн аслӑ ывӑлӗн ҫар тумне парнеленӗ. «Ку – ҫулла вӗҫнӗ чухне тӑхӑннӑ костюм. СССРа вӑл ленд-лизпа лекнӗ, ӑна лётчиксене тата командирсене панӑ. Пирӗн несӗлӗмӗрсене асра тытнӑшӑн тав тӑватӑп», – тенӗ Александр Чапаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |