Политика
![]() Паянтан Алексей Гурьянов Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ мар. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Алексей Гурьянов ку должноҫре 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен 7 ҫул вӑл Шупашкар хула администрацийӗн ҫыхӑну тата информаципе аналитика ӗҫӗн пайӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн ашшӗ Юрий Гурьянов – ЮТВ телеканал директорӗ. «Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, 35 ҫулти Алексей Гурьянов ҫывӑх вӑхӑтра ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() timeforcook.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере Етӗрне округӗн депутачӗсем пассажирсене илсе ҫӳремелли хаксене ӳстерессине сӳтсе явнӑ. Хаксене пысӑклатма йышӑннӑ. Округра виҫӗ превозчик ӗҫлет. Шӑпах вӗсем хаксене ӳстерме ыйтнӑ та. Хальхи вӑхӑтра пассажирсенчен пӗр ҫухрӑмшӑн 3 тенкӗ те 60 пус илеҫҫӗ. Депутатсем тарифа 29 пус ӳстерме сӗннӗ. Ҫапла хак 3 тенкӗ те 89 пуспа танлашнӑ. Ҫапла «АТП – Стрелецки» тата «Ҫӳлти поселок – Администраци» маршутсемпе ҫӳреме 31 тенкӗ кирлӗ пулӗ. Тарифсене ҫирӗплетиччен халӑхпа канашлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар пулнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне 9 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ. Кабель эстакадине юсанӑ чухне пластик оросительсем тата градирни обшивки ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. «Химпром» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман. Ҫынсен сывлӑхӗшӗн те хӑрушлӑх ҫук. «Сывлӑша сиенлӗ япаласем тухас хӑрушлӑх ҫук», - тенӗ пресс-служба. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Национальная красавица – 2024» (чӑв. Наци чиперкии — 2024) конкурс финалӗ иртӗ. Унта аслӑ шкулӑн тӗрлӗ факультетӗнче ӑс пухакан пикесем хутшӑнӗҫ. Илем конкурсӗ ЧППУн тӗп корпусӗн акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта тӗрлӗ наци пикисен пултарулӑхӗпе киленме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ. Ку 12 сехетре «Наци вулавӑшӗ» чарӑну патӗнче, Ленин проспектӗнче, пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсем тӗтӗмленме пуҫланӑ автобусран хӑвӑрт тухнӑ, аяккарах кайса тӑнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тӗтӗм астобусӑн малти пайӗнчен тата мотор отсекӗнчен тухнӑ. Халӗ общество транспорчӗ мӗншӗн ҫунма тытӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.allelets.ru сайтри сӑн Комсомольски округӗнчи хӗрарӑм 13 ҫулти хӗрачана пӑвма пуҫланӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ. Ку пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм, ӳсӗрскер, культурӑпа кану паркӗнче 13-ри хӗрачапа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна майӗнчен ярса тытса пӑвма пуҫланӑ, «Вӗлеретӗп!» тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл ӑна пуҫӗ патӗнчен тапнӑ. Суд пулнӑ. Судья хӗрарӑма 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд пӗр пайне тивӗҫтернӗ, хӗрарӑмран 35 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Палӑртмалла: унччен ҫак хӗрарӑм судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Галина Григорьева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер Шупашкарти Юханшыв порчӗ умӗнчи лапамра хӑйӑр кӳлепесем тума пуҫланӑ. Кун пирки Галина Григорьева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Асамлӑ хӑйӑр» фестивале Екатеринбургри Андрей Кокорин, Красноярскри Сергей Асеев, Тӗменти Александр Скареднов, Ижевскри Лев Брюханов тата Мария Соловатова, Красноярскри Дмитрий Бакламенко, Екатеринбургри Максим Беспалов, Питӗрти Ирина Алимурзаева, Шупашкарти Светлана Карцева, Анна Мартынова, Андрей Молоков, Елена Карнаева хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Республикӑн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумне Надежда Столяровӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр иртмен – ҫулӑма сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын. Пушар алхасма пуҫлани пирки 19 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑма пушар команди сӳнтерме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» пирус асӑрханмасӑр туртнӑран ташлама пуҫланӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 461 пушар пулнӑ. Вӗсенче 27 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Паян ҫил ҫурҫӗр енчен пулнӑран ҫӗрле шӑнтас хӑрушлӑх пур. Ыран та паянхи пек пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ӑшӑ фрончӗ ҫитӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫанталӑк 13-18 градус таран ӑшӑтӗ, хӗвеллӗ пулӗ, ҫил лӑпланӗ. Ӑшӑ таврӑнать пек. Анчах… Эрнекун каллех сивӗ фрончӗ ҫитӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, сивӗтӗ. Вырсарникун кӑна 16-18 градус таран ӑшӑтӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрнерен каллех сивӗтӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |