Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен ертӳҫисем тата тепӗр икӗ района центрне автобуспа ҫыхӑнтарма шантарнӑ. Аса илтерер: маларах вӗсем Елчӗкрен Патӑрьеле автобуссем ҫӳретме пуҫлас ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Куславккаран Сӗнтӗрваррине автобус ҫӳретме пуҫлас пирки хыпарланӑ.
Кун пек йышӑну тума шантарни районти больницӑсене тепӗр муниципалитетсенчисемпе пӗрлештерс ӗмӗтпе ҫыхӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ҫине тӑрсах халӑха ӳкӗте кӗртме хӑтланать, ҫыннисем хавхаланас вырӑнне кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больниципе унти медицина центрне, стоматологи поликлиникине тата Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринчи район больницсене пӗрлештерсшӗн иккен.
