Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре «Земство тренерӗ» программа хута каясси пирки унччен те пӗлтернӗччӗ. Вӑл старт илнӗ — заявкӑсене йышӑнма пуҫланӑ.
Программӑпа килӗшӳллӗн, физкультура тата спорт тытӑмӗнче ӗҫлекенсем 1 миллион тенке тивӗҫме пултарӗҫ. Анчах рограммӑна хутшӑнас текен специалистсен ялта е 50 пин ҫын таран пурӑнакан хулара 5 ҫул ӗҫлемелле. Ятарлӑ пӗлӳ пулмалла.
Заявленисене пушӑн 24-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, И.Я.Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, 615-мӗш пӳлӗм.
