Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа самантрах лартса янӑ.
Пӗрне-пӗри пӗлекен ҫав ҫынсем патне пулӑшу ыйтса видеоҫыру ҫитнӗ. Ӑна вӗсен пӗлӗшӗ янӑ. Анчах тӗрӗссипе пӗлӗшӗ яман та иккен, видеона искусство интеллекчӗ хатӗрленӗскер пулнӑ. Унта самантлӑх укҫа куҫарса пама ыйтнӑ, икӗ-виҫе сехетрен каялла тавӑрса пама шантарнӑ.
Суя видеона ӗненсе 10, 27 тата 28 пиншер тенкӗ куҫарса панӑ. Тусӗн аккаунчӗпе ултавҫӑсем усӑ курни кайран ҫеҫ ҫиеле тухнӑ.
