Республикӑра
![]() funnyart.club сӑнӳкерчӗкӗ Килес ҫултан Чӑваш Енри вӑрманҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ. «2025 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе лесниксен ӗҫ укҫи ӳсӗ. Чӑваш Республикине тепӗр ҫул ҫак тӗллевсем валли ӗҫ укҫи фончӗн 24% ӳсӗмне пӑхса хӑварнӑ», — палӑртнӑ Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентствин ертӳҫи Иван Советников Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫи республикӑри вӑтам шалуран 2,1 хут пӗчӗкрех. Ӗҫ укҫине ӳстерсен кадрсен ыйтӑвӗ те лайӑхланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тискер кайӑк-кӑвакала тытма ирӗк панӑ. Ирӗк илнисем — пӗтӗмпе 2,5 пин ытла. Заявлени панисенчен ытларахӑшӗ шывра ишсе ҫӳрекен кайӑка тытас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Вӗсенчен самайӑшӗ кӑвакала юратать иккен. Сунарҫӑсене сунар правилине пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Талӑкра тытма юракан виҫерен ирттерсен явап тыттарӗҫ. Кун пирки республикӑн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() kp-ru.turbopages.org/turbo/kp.ru сайтри сӑн Испанире тӗнчери чи ватӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Мария Браньяс Морера 118 ҫула кайнӑ пулнӑ. Хӑй Мария мӗнле майпа ҫавӑн чухлӗ ҫул пурӑннине ӑнланман та. Вӑл каланӑ тӑрӑх, лӑпкӑ пурӑннӑ, кӑмӑллах мар ҫынсемпе калаҫма тӑрӑшман. Андрей Кондрахин кардиолог вара ҫапла ӑнлантарать: ҫын нумай пурӑнассин 85 проценчӗ генсенчен килет. Мария Браньяс АПШра ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Испание куҫса килнӗ. Кинемей хӑй ӗмӗтленнӗ пекех пурнӑҫран уйрӑлнӑ: ҫывӑрнӑ чухне лӑпкӑн, пӗр асапланмасӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() klike.net сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри икӗ ҫынна республика Элтеперӗ Олег Николаев паттӑрлӑхшӑн чысланӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе ҫар чаҫӗн — 29682 уй почтин комендант батальонӗн 2-мӗш комендант ротин санитари инструкторне Михаил Иванова наградӑланӑ. Чӑваш Республикин Хисеп грамотине 26388 ҫар чаҫӗн снайперӗ Евгений Михайловский тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхи 6 сехет те 56 минутра Шупашкарта Ишлей ҫулӗ ҫинче машина тавар пуйӑсӗпе ҫапӑннӑ. Водитель светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра каҫса кайма ӗлкӗрессе шаннӑ-тӑр - анчах пуйӑс ытла та ҫывӑхра пулнӑ. Руль умӗнче 69 ҫулти арҫын ларнӑ. Тӗлӗнмелле майпа вӑл чӗрӗ юлнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл аяк пӗрчине хуҫма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑхӗн керменӗ 175 пин тенкӗлӗх федераци грантне тивӗҫнӗ. Ку укҫапа «PROЧувашию» сӗтелҫи вӑййине йӗркелӗҫ. Вӑл 40-60 минута тӑсӑлать, 6 ҫын таран хутшӑнма пултарать. Кашнине наци тумӗллӗ кӳлепе парӗҫ те вӑл республика тӑрӑх ҫула тухать. Лапам ҫинче 60 тӗрлӗ тӗслӗ тӑваткал, тӗсне кура - ыйтусен тата заданисен тематики. Ку вӑйӑпа сӑнав шайӗнче Шупашкарти 10 шкул усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Митрофанкасси ялӗ патӗнчи пӗвере 43 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ӑна паян, вырсарникун, ирхине тупнӑ. Вилене ҫӑлавҫӑсем шывран туртса кӑларнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви шыв тимсӗрлӗхе каҫарманнине пӗлтерет. Ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме юрать. Ҫырантан шала кӗрсе каймалла мар. Ӳсӗр пуҫпа вара шыва кӗмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Францинче Telegram йӗркелӳҫине тата генеральнӑй директорне Павел Дурова арестленӗ. Ӑна Азербайджанран вӗҫсе ҫитсен Ле Бурже аэропортра тӳрех тытса чарнӑ. Азербайджанта самолёта ларас умӗн ӑна федераци шыравӗнче тесе пӗлтернӗ. Павел Дурова 40-е яхӑн статьяпа айӑпласшӑн-мӗн: терроризм, наркотик, улталани, укҫана айккинелле яни, педофил контенчӗ. Павел Дуров — Франци гражданинӗ, ҫавӑнпа ӑна ылмаштарма е Раҫҫее памӗҫ, хыпарланӑ Телеграмра Сергей Колясников. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/PRoddigital сӑнӳкерчӗкӗ RuStore хӑш ҫулти ҫынсем мобильлӗ приложенисем валли ытларах тӑкакланнине тишкернӗ. Ку енчен Z ӑрурисем — 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫулчченхи ҫамрӑксем — уйӑхне вӑтамран 1026 тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ иккен. Ку вӑл миллениалсенчен (28-43 ҫултисем) 18 процент нумайрах. Мобильлӗ контент валли X ӑрурисем (44-60 ҫултисем) вӑтамран 976 тенкӗ пӗтереҫҫӗ. Ҫынсенчен ытларахӑшӗ пуҫватмӑшсене кӑмӑллать. Вӗсене X ӑрурисем ытларах юратаҫҫӗ. X ӑрурисемпе миллениалсем сӗтелҫи вӑййа тата карта вӑййине суйлаҫҫӗ, зумерсем — шутерсем тата симуляторсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑри 6 тӑлӑхшӑн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене хваттер уҫҫине панӑ. Хваттерӗ вара питӗ хӑтлӑ та лайӑх, унта сантехника, электроплита вырнаҫтарнӑ. Пурӑнмалли кӗтес тивӗҫнисенчен иккӗшӗ - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, унашкаллисен хваттер черетӗнче тӑнӑ чухне ыттисенчен ытларах ҫӑмӑллӑхсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |