Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Тӑвай округӗнче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртнӗ. Кӑҫал унта пӗрремӗш хут федерацин Атӑлҫи округӗнчи мӗнпур регион хутшӑннӑ.

Слета 1,6 пин ытла ҫын ҫитнӗ. Кӑҫал йӑлана кӗнӗ мероприятие Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ, вӑл «Ҫӗнтерӗве пӗрле кӗтсе илер» лозунгпа иртнӗ.

Ӗҫлӗ программӑра 4 тема пулнӑ: «Ку пирӗн ҫемьен», «2025 – муниципалитет депутачӗн ҫулталӑкӗ», «Ҫӗнтерӗве пӗрле кӗтсе илетпӗр», «Агропродакшн: ялти паллӑ блогер мӗнле пулмалла».

 

Пӑтӑрмахсем
56.mchs.gov.ru сайтри сӑн
56.mchs.gov.ru сайтри сӑн

Ӗнер каҫхине Канаш округӗнчи Сухайкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13499
 

Культура
udoba.org сайтри сӑн
udoba.org сайтри сӑн

Ҫӗртмен 20-21-мӗшӗсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче мордва писателӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле, «Куйкарӑш» ятлӑскере, кӑтартӗҫ.

Режиссерӗ – Раҫҫей, Азербайджан, Калмӑк тата Тыва республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев. Пьеса авторӗ - Мордва Республикин тава тивӗҫлӗ писателӗ Валентина Мишанина.

Сюжет кӑсӑклӑ: Петӗркке ятлӑ старик кӗтмен ҫӗртен Куйкӑрӑш хуҫи пулса тӑрать. Ырлӑх курас вырӑнне унӑн пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑнать - ӑна мистикӑллӑ тата тӗлӗнтермӗш пулӑмсем кӗтеҫҫӗ.

«Куйкӑрӑш» камит чӑваш фольклорӗпе, мистикӑпа тата халӑх кӗввисемпӗ пуян.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫыннӑн ҫул ҫитмен хӗрне алимент тӳлес килмен. Унӑн парӑмӗ 1,2 миллион тенкӗрен каҫса кайнӑ.

Вырӑнти район сучӗ ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Унччен ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Халӗ арҫыннӑн 5 уйах ӗҫлесе юсанма тивӗ, унӑн тупӑшӗн 5 процентне патшалӑх тытса юлса пырӗ.

 

Персона
 Академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе килӗшӳллӗн наукӑра, литературӑра тата ӳнер ӗҫӗнче тарӑн тӗпчевсем тата пысӑк пахалӑхлӑ произведенисем хайланӑ ҫынсем патшалӑх стипендине илсе тӑрӗҫ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Пултаруллӑ ҫынсен йышӗнче Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем те пур-мӗн: Алексей Герасимов тата Светлана Лукиянова

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_8348
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти «Суту-илӳ ҫурчӗ» чарӑнура ҫӗнӗ йышши павильон кӗҫех ӗҫлеме тытӑнӗ.

Вал хулари ытти павильонран уйрӑлса тӑрать. Мӗнпе? Панорамлӑ кантӑк ҫинче хула сӑнӗсене курма пулать. Тӑррине ҫирӗп тонировка кантӑкӗнчен тунӑ. Кунсӑр пуҫне телефона заряд тумалли USB-разъём пур. Транспорт хӑҫан килнине кӑтартакан табло та вырнаҫтарнӑ. Хӑрушсӑрлӑх пирки те манман: видеосӑнав пур.

Ку павильона хулана Шупашкарти электроаппарат завочӗ парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/dobrohotov/1928
 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли кӑнтӑрлахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Лагерь ытти ҫулти пекех 4 сменӑпа ӗҫлӗ. Кашни смени 21 кунтан тӑрӗ.

Ачасене каникул ҫитнӗ тата лагерьти смегна пуҫланнӑ ятпа центрӑн директорӗн ҫуме Альбина Данилова ВННИРан гендиректорӗ Сергей Антонов саламланӑ. Асӑннӑ организаципе тата «АБС Электро» ыркӑмӑллӑх фончӗпе социаллӑ учреждени тахҫантанпах туслӑ. Хальхинче те хӑнасем пушӑ алӑпа килмен, кашни ача валли парне хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем аниматорсене те илсе килнӗ. Хавасла ертӳҫӗсем ачасене юрлаттарса ташлаттарнӑ, чунтан савӑнтарттарнӑ. Супӑнь кӑпӑкӗнчен йӗркеленӗ шоу тата еплерех хавас иртнӗ!

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере республикӑра ҫанталӑк нормӑран ӑшӑрах тӑрать. Хӗвел ҫинче 35-40 градус шӑрӑх пек туйӑнать. Термометр паян 30 градус ӑшӑ кӑтартать.

Ыран чи шӑрӑх кун пулӗ: термометр сулхӑнра 28-33 градус кӑтартӗ. Вырсарникун сивӗ фрончӗ ҫывхарма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Каҫхине тата ҫӗрле вӑйлах ҫума пултарать. Пӑр ҫӑвас, ҫил вӑйланас хӑрушлӑх пур.

Тунтикун 19-24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 10-12 градус. Ҫил вӑйланӗ, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Уяр пулсан та кӑшт ӑшӑрах тумланма тивӗ.

Ҫитес эрнере ҫумӑр ҫумӗ, юнкун, эрнекун тата вырсарникун кӑна хӑш-пӗр ҫӗрте ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче каллех 30 градус шӑрӑх пулӗ.

 

Политика

ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Алевтина Буданцовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Сергей Артамнов премьер-министр паян алӑ пуснӑ.

Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. 55 ҫулти Светлана Буданцова шкул умӗнхи, пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата хушма професси пӗлӗвӗ енӗпе вӑй хунӑ. Унччен вара вӑл Шупашкарти професси колледжне ертсе пынӑ, тата маларах 39-мӗш шкул директорӗ пулнӑ.

Халӗ вӗренӳ министрӗн икӗ ҫум юлнӑ: Марина Лежнина тата Светлана Скочилова.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти «Элара» савут умне тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Халӗ вара унта пӗртӑван Стругацкисен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ инсталляцие туса лартнӑ. Питӗ илемлӗ фотозона пулса тухнӑ. Чӑх ури ҫинче тӑракан ҫурт умӗнче Яка карчӑк та пур.

Аса илтерер: унччен саут умӗнче жираф вырнаҫтарнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13484
 

Страницӑсем: 1 ... 192, 193, 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, [202], 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, ... 4107
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 03

1839
187
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...