Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Куславкка округӗнчи Аслӑ Куснарта пурӑнакан Валентина Челышева 101 ҫул тултарнӑ.
Вӑл ача чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ, анчах шӑпа ӑна урӑх ҫулпа илсе кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ варҫи вӑхӑтӗнче Валентина Якимовна автофургонсем кӑларакан заводра ӗҫленӗ, унтан Иваново облаҫӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван ялне таврӑнсан колхозра хӑмла ӑсти пулнӑ. Унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Унӑн ҫемйи пысӑк: 6 ача, 13 мӑнук, 23 кӗҫӗн мӑнук. Вӗсемпе савӑнса пурӑнать вӑл.
