Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар округӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне Харитон Петрова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл 101 ҫулта пулнӑ.

Ӑна 1942 ҫулта повестка панӑ. Вӑл Япони вӑрҫине те хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Харитон Петров тӑван колзозӗнче ферма заведующийӗнче, председатель ҫумӗнче ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче полицие «Лада Гранта» автомбиль хуҫи шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн машини юнашар ларакан «Хендай Гетц» автомобиль ҫине пырса кӗнине асӑрханӑ .

Ҫамрӑк водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл машинӑна ӑшӑнма тесе чӗртнӗ те хӑй ҫав вӑхӑтра тусӗсемпе самантлӑха лавккана кӗнӗ.

Вырӑна пырса ҫитнӗ автоинспекторсем машина рулӗ умне Ҫӗнӗ Шупашкарти 31 ҫулти арҫын кӗрсе кӗрсе ларнӑ. Ӳсӗрскер машинӑна хускатма тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.мвд.рф/
 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «В Стране Светлого дня» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта чӑваш юмахӗсем кӗнӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма тӗрлӗ ҫулта Семен Шуртаков (1918–2014), Семен Григорьев-Эсрел (1907–1996), Ольга Васильевоа, Надежда Ильина чӑвашлран вырӑсла куҫарнӑ юмахсем кӗнӗ.

Юмахсене Виктор Бритвин (1955–2023) художник илемлетнӗ, кӗнеке хуплашкине — Ирина Калентьева.

 

Культура

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» курав уҫӑлӗ.

Ӑна Николай Ытарай ҫыравҫӑ, халӑх фольклорне пухнӑ, Раҫҫейри писательсен союзӗ членӗ Николай Ытарай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Курав 14 сехетре уҫӑлӗ.

 

Республикӑра
Владимир Степанов министр телеграм-каналӗнчи сӑн
Владимир Степанов министр телеграм-каналӗнчи сӑн

Ҫӗрпӳре пурӑнакан ҫемьере виҫӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Порфирьевсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ.

Хальччен ачасем Президент пепкелӗх центрӗнче пулнӑ. Халӗ вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ. Пӗчӗкскерсене киле паян кӑларнӑ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов хӑй те пулнӑ. Вӑл Надежда Нкиолаевнӑпа Петр Николаевича саламланӑ.

Порфирьевсен халӗ – 7 ача. Пурте – хӗрачасем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/vstepanovmz21/1468
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти гараж кооперативӗсенчен пӗринче хӗрарӑм виллине тупнӑ. 36-ри арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унӑн упӑшки.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун арӑмӗпе упӑшки гаражра пулнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнипе ӑна кӗреҫе аврипе пуҫӗнчен, кӗлеткинчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах тепӗртакран вилнӗ.

Тытса чарнӑ арҫын халӗ следстви изоляторӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2800
 

Культура
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Елизавета Долгова ҫыравҫӑ тата педагог Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗксен патриотизм конкурсне хутшӑннӑ. Уншӑн вӑл Казахстанри «Bilim-Orkenieti» ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрне тата «Жаңа Қазақстан» пӗрлешӗве тав туса халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Вёл хыпарланӑ тӑрӑх, конкурсра ҫӗнтерни чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш тата пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Конкурса Казахстанри, Кӑркӑстанри, Узбекистанри, Азербайджанри, Туркменистанри тата Турцири хастарсем хутшӑннӑ.

Асӑннӑ конкурса тӗрӗк халӑхӗсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес тӗллевпе ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall542206639_3025
 

Раҫҫейре
mosk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mosk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Моя въездная группа» II конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗ ыран, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Куҫӑн тапхӑр нарӑс уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Мускаври «ЭКСПОЦЕНТРта» иртӗ.

Шупашкара кӗнӗ ҫӗре стела вырнаҫтарни тата кӗмелли илемлӗ вырӑн туса хуни ҫул ҫӳрекенсене тата та ытларах илӗртессе шанаҫҫӗ.

Хулана кӗмелли вырӑн епле пулмалли пирки хӑвӑр шухӑшӑра Шупашкар хулин музейпа туризм центрне пӗлтерме пултаратӑр.

Унӑн телефонӗ +7 (8352) 23-20-31 и 23-20-24. Электрон адрес: tic-cheb@mail.ru.

 

Политика

ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пур. Вӑл – Алексей Степанов.

Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ – 50 ҫулта. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан ФСБ структуринче ӗҫленӗ. Алексей Степанов Иван Даренков вырӑнӗнче пулӗ. Вӑл та ФСБра ӗҫленӗ.

Халӗ Олег Николаевӑн – 6 пулӑшуҫӑ: Алексей Степанов, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Алексей Петров, Александр Шкредов.

 

Республикӑра

Муркаш округӗнче такамсем ҫамрӑк хурӑнсене каснӑ. Ҫакна Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче яла килнӗ ҫемье вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма кайсан асӑрханӑ. Кайран яла хатӗр вутӑ тиесе килни те пулнӑ.

Ял ҫыннисем кун пирки вӑрман инспекторне пӗлтернӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ. Ҫамрӑк хурӑнсене ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчен каснине палӑртнӑ вӗсем. Ӑна тахҫан тара илнӗ, анчах халь никам та усӑ курмасть, ҫавна май хурӑнсем шӑтса тулнӑ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче саккуна пӑснӑ тӗслӗх ҫук.

 

Страницӑсем: 1 ... 191, 192, 193, 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, [201], 202, 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, ... 4003
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.