Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Альбина Юрату ҫыравҫӑн «Пӗр ывӑҫ канфет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта калавӗсем, прозӑлла сӑввисем, эссесемпе тӗрленчӗкӗсем кӗнӗ. Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшне «Ҫунатлӑ урхамах», «Ылхан», «Шурӑ кӗпе», «Пӗччен чарлан», «Каҫар мана, ҫуралайман ачам», «Саплӑк», «Шӑнкӑрчи», «Ирӗклӗ Илюк», «Юлашки ӳкӗнӳ» тата ытти калавсене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Ухсай Яккӑвӗн «Кӗслеҫӗпе упа» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пултаруллӑ ҫыравҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене виҫӗ хайлав кӗнӗ. Сӑвӑлла ҫав юмахсем малтанхи хут 1954 ҫулта «Кӗслеҫӗпе упа» кӑларӑмра кун ҫути курнӑ. «Вӗсенче автор ӗмӗрхи темӑсене хускатнӑ: пуян пурнӑҫпа чухӑнлӑх, ырӑ кӑмӑллӑхпа чунсӑрлӑх, тавҫӑрулӑхпа айванлӑх... Сӑнарсен ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ ҫыравҫӑ ҫынсенчи ҫитменлӗхсене питлет, ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Кӗнекене Татьяна Бурдина художник илемлетнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Тӑвайра пурӑнакан Евгений Школьников мӑшӑрӗпе Зинаидӑпа пахчара арпус ӳстернӗ. Сахал мар – 100 ытла! Евгенйи – 72 ҫулта. Школьниковсем 11-мӗш ҫул ӗнтӗ арпус туса илеҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем 160 хунав лартнӑ. Вӗсене малтан килте ӳстереҫҫӗ, ҫӗртме пуҫламӑшӗнче пахчана тухса лартаҫҫӗ, кун сиктерсе шӑвараҫҫӗ – ҫапла арпус тӗрӗс-тӗкел ӳсет, нимӗнле удобрени те кирлӗ мар. Кӑҫал Школьниковсен чи пысӑк ҫимӗҫӗ 10-11 килограмм тайнӑ. Арпуссӑр пуҫне вӗсем дыня, хӗвел ҫаврӑнӑш, улмуҫҫи, иҫӗм ҫырли, ытти ҫимӗҫе ӳстереҫҫӗ. Палӑртмалла: нумаях пулмасть Школьниковсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ. Евгений – ЧР тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫи, 7 кӗнеке авторӗ. Зинаида пурнӑҫ тӑршшӗпе экономистра ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Комсомольскинче пурӑнакан хӗрарӑмсем питӗ ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӗсем нуски, пинетка ҫыхаҫҫӗ. Питӗ-питӗ пӗчӗк вӗсем, мӗншӗн тесен вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем валли ҫыхнӑ. Чӑнах та, нускисемпе пинеткӑсем пукане валли ҫыхнӑ пекех. Ырӑ чунлӑ хӗрарӑмсем хӑйсен аллипе ҫыхнӑскерсене кӗҫех вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкула планпа килӗшӳллӗн кӑҫал уҫмалла, ачасен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне унта пуҫламалла. Паян унта Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Тӗрӗслевпе шутлав палати, министерствӑсемпе мэри ҫыннисем ҫитсе курнӑ. Унччен каланӑ тӑрӑх, унти стройка ӗҫӗсене утӑн 31-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран тепӗр вӑхӑта куҫарнӑ: авӑнӑн 1-мӗшӗччен. «ТУС» тӗп директорӗ Николай Угаслов пӗлтернӗ тӑрӑх, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ, унта халӗ клининг компанийӗ ӗҫлет, вӗренӳ оборудованине кӳрсе килеҫҫӗ. Объекта йышӑнас тапхӑр пырать халӗ. Николай Угаслов каланӑ тӑрӑх, ку кӑткӑс ӗҫ, ун валли татах вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑнпа шкул ачасене хӑҫан йышӑнасси пирки татӑклӑн каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре санитари вертолёчӗ вӗҫнине пӗлетпӗр-ха. Нумаях пулмасть вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи 94 ҫулти кинемее ҫӑлса хӑварма май панӑ. Пӗр ирхине ватӑ ҫыннӑн чӗри патӗнче тирсе ыратма тытӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини ватӑ ҫынна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унтисем Республикӑн кардиоцентрӗн специалисчӗсемпе канашланӑ хыҫҫӑн кинемее вертолётпа Шупашкара ӑсатма йышӑннӑ. Унта ватӑ ҫыннӑн чӗрине операци туса кардиостимулятор лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 75 ҫулти арҫынна тухтӑрсем 54 хутчен пулӑшнӑ. 20 ҫул каялла арҫын пӗрене ҫӗкленӗ хыҫҫӑн радикулитпа чирлесе ӳкнӗ, унтан эмеле пула аллерги пуҫланнӑ, кайран инфекци ҫакланнӑ. Арҫыннӑн хырӑмӗ калама ҫук япӑхса кайнӑ, хытӑ апат ҫисенех ун юн кайма тапранса каять. «Мана кунта 54 хутчен йӗркеллӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнма пулӑшрӗҫ!» — тет иккен арҫын. Вӑл каланӑ иккен, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин хирургри уйрӑмӗн врачӗсемпе медсестирисем уншӑн тахҫанах ҫывӑх ҫынсем пулса тӑнӑ. Нумай пулмасть арҫын хурлӑхан ҫинӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем патне лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Авӑн уйӑхӗн мӗнле килесси пирки пӗлес килет-и? Синоптиксем лайӑх хыпар калаҫҫӗ: вӑл ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Ку «карчӑк ӑшши» кӑна пулмӗ – авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑн-чӑн ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланӗ. Хӑш-пӗр кун 30 градус шӑрӑх та тӑрӗ. Иккӗмӗш декадӑра кӑштах сивӗтӗ, ҫапах типӗ те сезонпа килӗшӳллӗн ӑшӑ ҫанталӑк хуҫаланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декадӑра ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Авӑн уйӑхӗнче тӑрук сивӗтме, пӗрремӗш юр ӳкме пултарать. Синоптиксем авӑн уйӑхӗ тӑршшӗпех лайӑх ҫанталӑк пулма пултарассине те калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри упарвленийӗн специалисчӗсем Канашри 62 ҫулти арҫын тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарӗҫ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Канашра хӑйӗн тӑванӗпе (вырӑсла хыпарта «брат» тесе ҫырнӑ) эрех ӗҫсе ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра харкашса кайса ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ. Пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Современные технологии» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри технологисем) компание Шанчӑксӑр организацисен реестрне кӗртнӗ. Вӑл организаци Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫри уйрӑмӗн ҫуртне юсамалла пулнӑ. Анчах подрядчик хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан. Патшалӑх контрактне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Пурӗ 3 миллион та 126 пин тенкӗлӗх. Ӗҫе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ. Явапсӑр организацие тата унӑн директорне Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ Шанчӑксӑр организацисен реестрне кӗртнӗ. Ҫитес икӗ ҫулта организаци закупкӑсен процедурине хутшӑнаймӗ. «Хальхи вӑхӑтри» обществӑна 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче регситрациленӗ. Фирма ертӳҫи — Владимир Фомин, учредителӗ – Дмитрий Кустиков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |