Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Етӗрне муниципаллӑ округӗнче ватӑ хӗрарӑм машина айне пулса вилнӗ. 66-ри хӗрарӑм Никиткино ялӗнче пурӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек «Никольское - Ядрин - Нурӑс» ҫул ҫинче ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 15 минутра пулнӑ. Хӗрарӑм ҫул хӗррипе пынӑ, тӗттӗмре ҫутатакан хатӗр пулман. Ун ҫине «Форд» пырса кӗнӗ. Вӑл ҫав вырӑнтах вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре пурӑнакансем ҫершыври чи лайӑх 30 паллӑ вырӑна суйланӑ. Вӗсене «Больше, чем путешествие» (чӑв. Ҫулҫӳреврен ытларах) программӑна кӗртӗҫ. Чи лайӑххисен списокне Шупашкарти кӳлмек те лекнӗ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ. Ҫершыври паллӑ вырӑнсен «От южных морей до полярного края» (чӑв. Кӑнтӑрти тинӗссенчен пуҫласа поляр тӑрӑхӗ таран) Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен федераци агентстви ирттернӗ. Ҫентерӳҫӗсене виҫӗ номинацире суйланӑ: «Гордость моей страны» (чӑв. Манӑн ҫӗршывӑмӑн мӑнаҫлӑхӗ), «Атмосфера моей компании» (чӑв. Манӑн компанин атмосфери) тата «Мечта моего сердца» (чӑв. Манӑн чунри ӗмӗт). Конкурса Шупашкарти кӳлмек, Амӑшӗн палӑкӗ, Муркаш районӗнчи авалхи юманлӑх, Мӑкӑр кӗперӗ, «Кайӑк вӗсевӗ» таврана пӑхмалли вырӑн хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМӗн лини ҫинчи пайӗн сӑнӳкерчӗкӗ Атӑлта пӗр арҫын сӗрекепе пулӑ тытнӑ. 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна транспорт полицейскийӗсем ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче асӑрханӑ. Вӗсем юханшыв тӑрӑх рейда тухнӑ. Ку хыпара Шалти ӗҫсен министерствин Атӑлҫи федераци округӗнчи Транспорт ҫинчи управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Браконьер сӗрекепе тӗрлӗ йышши 20 пулӑ тытма ӗлкӗрнӗ. Унӑн пуллине тата сӗрекине туртса илн. Хальхи вӑхӑта тӗрӗслев пырать, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе пуҫармассине палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
shumer.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Лев Рафинов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суд чарса лартнӑ. Анчах вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар иккен. Лев Рафинов ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине сакӑр тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхнчен пуҫласа 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗччен вӑл тӑлӑх ачасене валли Ҫӗмӗрлере 7 хваттер сутас пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Анчах хваттерсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, санитари норми тата ытти енчен саккун ыйтнине тивӗҫерсе тӑман. Тӑкак виҫи 9,5 миллион тенкӗпе анлашнӑ. Рафинов ҫавна тӗпчев пынӑ вӑхӑтах саплаштарнӑ. Ун пурлӑхне те арестленӗ. Районти суд пуҫлӑх пулнӑ ҫыннӑн ӗҫне тимсӗрлӗх статья ҫине куҫарнӑ, пуҫиле ӗҫшӗн явап тытарма вӑхӑт иртсе кайнӑ тесе ӗҫе хупса хунӑ. Вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар, вӑл приговор тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулма урӑх ҫынна шанас пирик сӑмах тухнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ. Шупашкар хулинчи депутатсен черетсӗр ларӑвӗ ытларикун, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, иртӗ. Унта Денис Спирин хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнине пӑхса тухма пултарӗҫ. Ҫавӑнтах пушаннӑ вырӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтерӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах паянхи кун тӗлне илсен, кун йӗркинче пӗр ыйту кӑна пӑхса хӑварнӑ иккен. Унта Владимир Доброхотов депутатӑн полномичийӗ вӗҫленичченех ӑна дептутаран кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Дорэкс» акционер обществин пуҫлӑхӗ депутат пуканӗнчен хӑтарма ахальтан мар ыйтнӑ. Малтанласа вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулӗ, депутат вара ҫавӑн пек вырӑнта ӗҫлеймӗ. Спирина отставкӑна ярсан хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑнма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре уйрӑм ҫынсен килӗсене газ ҫитерме кӑҫал та пулӑшӗҫ. Социаллӑ газификаци программине пирӗн республикӑра пурнӑҫа кӗртме федераци бюджетӗнче 8,3 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, правилӑра ҫынсен ҫак категорине пулӑшма пӑхса хӑварнӑ: — яталӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйинче пурӑнакансем, — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата тӗрлӗ ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑнса сусӑрланнисем, — ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑннӑ ветерансем, — нумай ачаллӑ ҫемьсем, — сахал тупӑшлӑ ҫынсемпе сахал тупӑшлӑ ачаллӑ ҫемьесем, — I ушкӑн инваличӗсем, — инвалид-ачисене пӑхакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн Паян Вӑрнар муниципалӑ округӗнче Кивкассипе Пуканкасси ялӗсен хушшинче апат-ҫимӗҫ тиенӗ Газель аварие лекнӗ. Вӑл ҫулран пӑрӑнса кювета чӑмнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель шар курман. Вырӑна Росгварди, ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗртенпе пирӗн ҫӗршывра Йывӑр хӗрарӑмсен кунне ҫулталӑкра икӗ хутчен палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май ӗнер Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника больницинчи Амӑшӗн шкулӗнче тӗлпулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ специалист хутшӑннӑ. Пӗрисем кӑкӑр ӗмӗртни ачашӑн мӗн тери усӑллӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, теприсем йывӑр лару-тӑрӑва лексен хӗрарӑмсене кам пулӑшни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн психологӗ Ирина Кириллова йывӑр лару-тӑрури хӗрарӑмсене пулӑшакан уйрӑм пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл уйрӑм Хусанкай урамӗнчи 29а ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта хӗрарӑмсене виҫӗ уйӑх усраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
grozny-inform.ru сайтри сӑн Архангельск хулинче пирӗн ентеше тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна вӑрлама тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ. 43 ҫулти ҫак арҫын судпа унччен те айӑпланнӑ. Ун чухне ҫынна вӗлернӗшӗн тӗрмере ларнӑ. Хальхинче вӑл 22-ри хӗре тапӑннӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ун патне пынӑ, сумка йӑтса пулӑшма ыйтнӑ. Унӑн пилӗкӗ ыратать-мӗн. Хайхискерсем подъезда кӗнӗ. Унта вара арҫын хӗре лифта сӗтӗрсе кӗнӗ, хӑйӗн хваттерне илсе кӗме хӑтланнӑ. Юрать-ха, кӑшкӑрашнине участковӑй илтнӗ, вӑл пулӑшма ҫитнӗ. Халӗ арҫынна татса чарнӑ. Следовательсем ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта Виктор Чугаров режиссёр ӳкернӗ «Чӑваш чӗлхи» фильма кӑтартнӑ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Телей юрӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ача чухне вӑл ман пекех чӑвашла калаҫма пӗлмен. Тӑван чӗлхене вӗренес кӑмӑлӗ калама ҫук пысӑк пулнӑран вӑл тӑван чӗлхене ӑша илнӗ ҫеҫ мар, Парижра тата Берлинта пурӑнакан чӑвашсемпе тӗл пулса вӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ. Фильмра вӑл пуринпе те чӑвашла калаҫать. Ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |