Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта «Хӗллехи фантази» конкурс-фестиваль вӗҫленнӗ. Вӑл ача пахчисем хушшинче иртнӗ. Ку мероприятие кӑҫал палӑртакан Халӑхсен туслӑхӗпе пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ. Конкурс кӑрлачӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 27-мӗшӗччен пынӑ.
Пӗр уйӑх хушши воспитательсемпе ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшса юр кӗлеткесем ӑсталанӑ — вӗсене ача пахчин картишӗнче вырнаҫтарнӑ. Юр кӗлеткесем хитре кӑна мар, ачасене выляма хӑрушсӑр пулмалли ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Жюри ку тӗлӗшпе тимлӗ хакланӑ.
Конкурса виҫӗ номинаципе ирттернӗ: «Юмах туслӑ пулма вӗрентет», «Спорт юлташсене пӗрлештерет» тата «Раҫҫей – туслӑ ҫемье». Кашни номинацирех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Сӑмахран, пӗрремӗш вырӑнсене 88-мӗш, 128-мӗш, 205-мӗш тата 105-мӗш ача пахчисем йышӑннӑ.
Конкурса хутшӑннӑ кашни ҫынна, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсене, пурне те тав тунӑ. «Хӗллехи фантази» ача пахчисене илемлетнӗ. Унсӑр пуҫне ачасем уҫӑ сывлӑшра хӑйсем тунӑ юр кӗлеткисемпе выляма пултараҫҫӗ.
