Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Иркутскри Мӑшӑрлану керменӗнче 80 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсенчен пӗрисем – Жигаловӑри София Бузикова тата Денис Шевченко. Каччӑпа хӗр Мӑшӑрлану керменне чӑваш наци тумӗпе килнӗ.
Иркутскри Мӑшӑрлану керменӗнче чӑваш туйӗ мӗнле иртнине кӑтартнӑ. Каччӑпа хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ ятарласа Жигаловӑран килнӗ. Хӗрӗн амӑшӗ Лилия Бабокина каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем пӗрлешме шутласан туя мӗнле тӑвасси пирки иккӗленӳ пулман – чӑваш наци тумӗпе кӑна. Мӑшӑрлану керменне тӑванӗсем те чӑваш тумӗпе килнӗ.
Официаллӑ пай хыҫҫӑн чӑваш туйӗнчи йӑла-йӗркене кӑтартнӑ. «Чӑвашсен туй йӑли-йӗрки 2 уйӑх тӑсӑлать. Эпир паян ҫак илемлӗ йӑлан пӗр пайне кӑна туса кӑтартӑмӑр», — тенӗ ун чухне Иркутскри «Юлташ» чӑваш наци культура центрӗн председателӗ Вероника Тимофеева.
