❗️«Варкӑш» литература клубӗнче Олеся Михайловӑн кӗнекине пахаланӑ
«Варкӑш» литература клубӗнче Олеся Михайловӑн «Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ» кӗнекине хӑтланӑ. Вӑл – унӑн пӗрремӗш кӗнеки. Кӑларӑм 2024 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ.
«Кӗнеке ҫырасси – питӗ йывӑр ӗҫ. Пӗрре ларсах пулмасть. Тен, марафон чупса тухасси ҫӑмӑлрах та пуль», – тенӗ ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Палӑртмалла: Олеся – армрестлинг енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, Европа чемпионӗ.
Кӗнекене сӳтсе явнӑ чухне автор яка ҫырнине, лайӑх ӳкерчӗксем тума пултарнине палӑртнӑ.