Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑна кӑмӑллӑ хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти 117-мӗш ача пахчи Пӗтӗм Раҫҫейри «Хальхи йышши ача пахчи» конкурсра чи лайӑххи пулса тӑнӑ!
Тупӑшу хӗрӳ иртнӗ: унта 1000 ытла шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Шупашкарти ача пахчи вӗсен йышӗнче пӗр иккӗленмесӗрхе мала тухнӑ. Ҫапла вӑл Хальхи йышши ача пахчисен реестрне кӗнӗ. Эппин, ҫак учреждени ачасемшӗн хӑтлӑ, унта аталанмалли условисем вӑйлӑ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетет.
Ҫак ача пахчинче вӑй хуракан Надежда Григорьева педагогӑн ӗҫне уйрӑммӑн палӑртнӑ. Ӑна «Чи лайӑх педагог-новатор» номинацире чысланӑ. Вӑл ҫак хисепе ачасене вӑйӑ урлӑ вӗренме пулӑшакан ҫӗнӗ программӑсене пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ.
