Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн Хушӑвӗпе «Ҫавал» ансамбль артистне хисепле ят панӑ. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 33-мӗш Хушура Александр Ильина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парасси пирки сӑмах пырать.
Александр Николаевич пирки вӑл ӗҫлекен Чӑваш патшалах филармонийӗнче ансамблӗн ҫеҫ мар, коллективӑн та мӑнаҫлӑхӗ тесе пӗлтернӗ. «Тата тӗрӗсрех каласан, филармонин ҫеҫ мар, мӗнпур республикӑн», — ӑшшӑн палӑртнӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Александр Ильин хӑйӗн ӑсталӑхӗпе фольклора паянхи ӑру патне ҫитерме пулӑшать ҫеҫ мар, ӑна упраса хӑварма та хӑйӗн тӳпине хывать. Куракансем ӑна яланах ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тӑваҫҫӗ.
