Республикӑра
![]() Эрнекун Ҫӗнӗ Шупашкарта Ашшӗ-амӑшӗн аслӑ канашӗн ларӑвӗ иртмелле. Ӑна Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗпе Чӑваш Республикинчи ашшӗсен канашӗ пӗрле пулса йӗркелеҫҫӗ. Кун пек мероприяти республикӑра пӗрремӗш хут иртет. Аслӑ канаш ҫамрӑк ӑрӑва пырса тивекен ыйтусене: ҫемье йӗркелессине, сывӑ тата телейлӗ ачасем ӳстерес тесен мӗн тумаллине — сӳтсе явмалла. Ҫемье пурнӑҫне йӗркелесе пыма пӗлменнипе ӑнланманлӑх сиксе тухни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫирӗп ҫемье ҫавӑрас текенсене вӗренӳ заведенийӗсенчи специалистсем пулӑшма пултараҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем «Телейлӗ ҫемье менеджменчӗ» тата «Пултаруллӑ ачан телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» системӑллӑ курс хатӗрленӗ-мӗн те теорири пӗлӳ пурнӑҫра пулӑшасса шанаҫҫӗ курӑнать. Анлӑ ларӑва вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, аслӑ шкулсемпе коллеждсенче ӑс пухакансем, хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗн районсенчи тата хуласенчи уйрӑмӗсен ертӳҫисем хутшӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи каҫ тӗлне Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗнче 4600 кубла метр йывӑҫ сиенленнӗ. Ку тӑкак 4 миллион та 830 пин тенкӗпе танлашать. Пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑран республикӑри тӑватӑ вӑрман хуҫалӑхӗ сиенленнӗ: Сӗнтӗрвӑрри, Сӑнав, Шупашкар, Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче — Турханкасси тата Сӗнтӗрвӑрри вӑрманӗсем, Сӑнав тӑрӑхӗнче Сурӑм, Ильинка, Карачура вӑрманӗсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Халӗ ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин учрежденийӗсем ҫак лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Электролини районсене тухакан прачаксене пӑрланнӑ, ӳкнӗ туратсенчен тасатаҫҫӗ. Атӑл леш енче те лару-тӑру кӑткӑс. Унти электролинисем ытларах вӑрмансем витӗр тухаҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑка пула 4 ялта электричество пулман. «Чӑваш Ен» санатори, Октябрьски, Первомайски, Ҫурҫӗр поселокӗсенче электричество пулманнисӗр пуҫне шывпа тивӗҫтересси те япӑх ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мини миссем Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче юпан 17-мӗшӗнче «Патӑрьельти мини мисс» конкурс иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси. Конкурса 8 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем 6–7 ҫулсенче пулнӑ. Конкурс хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарнинчен тытӑннӑ. «Манӑн ташлас килет!» конкурсра ташлас ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унтан пӗчӗкскерсем тӗкӗртен пӑхса хӑйсене мухтанӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче вӗсем ташланӑ, юрланӑ. Юлашки конкурсра хӗр пӗрчисем илемлӗ кӗпепе сцена ҫине тухнӑ. «Патӑрьельти мини мисс» ята Карина Правитель ҫӗнсе илнӗ. «Патӑрьельти вице мини мисс» номинацире Катерина Торговцева ҫӗнтернӗ. «Мини мисс граци» номинацире Снежана Аверкина мала тухнӑ. Ольга Мефодьева, Валерия Самакина, Галлия Гадельянова, Милана Чермасова, Милана Плотникова та тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Марианна Михайлова медиаторпа усламҫӑсен уполномоченнӑйӗ Владимир Иванов Чӑваш Енре усламҫӑсем валли ҫураҫтару пӳлӗмӗ туса памалла. Ку ыйтӑва Предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Владимир Иванов профессилле медиаторпа, Раҫҫейӗн хисеплӗ ваккачӗпе Марианна Михайловӑпа юпан 17-мӗшӗнче тӗл пулнӑ чух сӳтсе явнӑ. Ҫураҫтару центрӗн тӗллевӗ — хирӗҫ-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ усламҫӑсене пӗр чӗлхе тупма пулӑшасси. Ку процедурӑна саккунлӑ майпа ҫирӗплетни пит нумаях мар-ха, ятарлӑ саккуна 2011 ҫулта йышӑннӑ. Ҫӗнӗрен йӗркелекен тытӑм валли ӗҫ халех пур иккен. Унта, сӑмахран, Элӗк районӗнчи пӗр усламҫӑ парӑма кӗрсе ӳкнӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн унӑн парӑма татмаллах. Анчах укҫана кӑларса хурсан унӑн панкрута тухасси кӑна юлать. Ҫак лару-тӑрӑва епле татассине ҫураҫтаруҫӑсен пуҫ ватма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ кун ҫул ҫинче 107 авари пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк тӑрук япӑх енне улшӑнни ҫул-йер ҫинчи лару-тӑрӑва начар витӗм кӳнӗ. Ултӑ аварире пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр улттӑн аманнӑ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта япӑх ҫанталӑка пула автомобиль ҫине йывӑҫ ӳкнӗ 22 тӗслӗхе палӑртнӑ. Республикӑра кунашкал тепӗр виҫӗ тӗслӗх те пулнӑ. Халӗ республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунине пула чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнине ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, Шупашкарти ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра виҫӗ водителе тупса палӑртнӑ. Вӗсем япӑх ҫанталӑка та пӑхман – руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпан 17-мӗшӗнче каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑ май электролинисем пӑрланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте татӑлнӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри темиҫе муниципалитет электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Электричество Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сӳннӗ. Юпан 18-мӗшӗнчи кӑнтӑрла тӗлне Элӗк, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ҫеҫ электричество пулман. Унти 47 ялта 4036 ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав йыша виҫӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи кӗнӗ. Авари пулнӑ вырӑнсенче Инкеклӗ лару-тӑру тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче Афганистанра тата Ҫурҫӗр Кавказра пуҫ хунӑ ентешсене халалласа палӑк уҫнӑ. Гранит плитасем ҫинче — вӑрҫӑран таврӑнман салтаксен ячӗсем. Вӗсенчен чылайӑшне вилсен орденсемпе тата медальсемпе чысланӑ. Ентешӗсен ячӗпе палӑк ҫӗклемешкӗн Афганистанри вӑрҫӑн сусӑрӗсен Ҫӗмӗрлери уйрӑмӗн пайташӗсем шухӑшланӑ. Укҫа-тенке халӑх пуҫтарнӑ: афганецсем, вилнӗ салтаксен ашшӗ-амӑшӗ, усламҫӑсем... Афганистанри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ Юрий Кузьмин ку палӑк вӑрҫӑран таврӑнманнисене асра тытма май панине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Ҫамрӑксен пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Ку вӑл вӑй-хал культурипе спорта аталантарас тӗллевӗллӗ мероприяти Ҫамрӑксен пӗрлехи информаци кунне спорт волонтерӗсен юхӑмне аталантарассине халалланӑ. Пӗрлехи информаци кунне юпан 16-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ӑна республикӑри районсемпе хуласенче ирттернӗ. Ҫавӑнта ҫамрӑксен организацийӗсен, студентсемпе ҫамрӑксен, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсен 1000 ытла пайташӗ хутшӑннӑ иккен. Волонтерсен юхӑмне аталантарассине сӳтсе явнипе пӗрлех унта Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗнче хайхисем епле ӗҫленине сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци йытӑсене чип лартма тытӑннӑ. Ку процедура ыраттармасть тата сиен кӳмест тесе лӑплантараҫҫӗ тӑватӑ ураллисен хуҫисене ветеринарсем. Пӗчӗк кӑна чипа чӗрчунӑн ӳчӗ айне вырнаҫтараҫҫӗ. Унта йытӑ ячӗ, вӑл хӑҫан ҫут тӗнчене килни, унӑн амалӑхӗпе тӗсне кӑтартни тата ытти информаци пулӗ. Ку вӑл хӑйне евӗр электрон паспорт япала темелле ӗнтӗ. Чип тӑрӑх унӑн хуҫи хӑйӗн тӑватӑ ураллӑ тусӗ ӑҫта ҫӳренине палӑртайӗ. Йытӑпа чикӗ леш енне каяс тесен те ҫак япала питӗ кирлӗ пулма пултарать теҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте чип лартман йытӑсене ура ярса пустармаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Палӑк эскизӗ Шӑматкун, юпан 18-мӗшӗнче, Раҫҫейри парламентаризм 110 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисемпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Яков Абрамов палӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Яков Абрамович — Раҫҫей Империйӗн Патшалӑх Думин депутачӗ. Вӑл 1873 ҫулта Упи ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, ялти чиркӳ прихучӗн шкулне пӗтернӗ. 1906 ҫулта ӑна Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ. Ҫав ҫулах вӑл Хусанта йӗркеленнӗ чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» корреспонденчӗ пулнӑ. 2011 ҫулта, Раҫҫейри парламентаризм 105 ҫул тултарнӑ чухне, Патшалӑх Думин пӗрремӗш чӑваш депутачӗн тӑван тӑрӑхне виҫӗ депутат — Алла Кузьмина, Вера Лекарева, Анатолий Аксаков килнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Яков Абрамов палӑкне лартас шухӑш ҫуралнӑ. Кӑштахран Упире унӑн палӑкне лартма, унӑн ячӗпе ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркелеме йышӑннӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |