Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Право йӗркине тытса тӑрас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ.
Унта наркотика тата психотроплӑ ытти япалана хирӗҫ кӗрешессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Элтепер яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пушӑ вӑхӑт пуррипе алхаснине палӑртнӑ. Ӗҫлӗ пулсан наркотикпа айкашма та вӑхӑт юлмасть тесе шухӑшлать вӑл.
Эрех-сӑра сиенӗ пирки те калаҫнӑ. Республика пуҫлӑхӗ сутлӑха пахалӑхсӑр эрех лекни ҫинчен те чарӑнса тӑнӑ. «Ҫынсем йӳннине кура илеҫҫӗ. Пирӗн ку процеса сӑнаса кӑна лармалла мар. Тухӑҫлӑн витӗм кӳмелле», — тесе каланӑ Элтепер. Ҫав шутра пахалӑхлӑ эрехе ӑҫта туянма май пуррине ӑнлантармаллине те Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (11)