Республикӑра
![]() Ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курас тата пушӑ выртакан ҫӗрсене палӑртас тесе Чӑваш Ене Пӗрлехи информаци ресурсӗ хута янӑ. Унта муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр пирки информаци пӗлме май пур. Вӑл ҫӗре экономкласс шутланакан ҫурт-йӗр хӑпартма, промышленноҫ паркӗсем, бизнес-инкубаторсем, территорие аталантармалли ытти объект хӑпартма май пур. Ресурс ҫӗрсен вырӑнне кӑтартать. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашӗн XX сессийӗнче ку ресурс пирки ҫапларах каланӑччӗ: «Пушӑ ҫӗр лаптӑкӗ, кирлӗ инфраструктура пуррипе ҫуккине инвесторсене информаци илме пулӑшать». Асӑннӑ ресурса паянхи куна 200 ҫӗр лаптӑкӗ пирки информаци кӗртнӗ. Ҫав шутран 82-шӗ ҫурт-йӗр строительстви валли, 118-шӗ — инвестици проекчӗ валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача пахчине уҫнӑ самант Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ икӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хутшӑннӑ. Ача пахчисем Улатӑр районӗнчи Чуварлей ялӗнче тата Канаш районӗнчи Шӑхасанта уҫӑлнӑ. Вӗсене патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута янӑ. Чуварлейти ача пахчине тумашкӑн 61 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 80 ача ҫӳреме пултарӗ. Ҫуртра гимнастика тата музыка пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, апатланмалли пӳлӗм, кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм пур. Сӗтел-пукан та ҫӗнӗ. Шӑхасанти ача пахчи 92 шӑпӑрлана йышӑнма пултарӗ. Ӑна унчченхи икӗ шкулӑн ҫуртне ҫӗнетсе хута янӑ. Пӗтӗмпе 38,7 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Унта та ачасене аталанмашкӑн йӑлтах пур. Иван Моторин мероприятире юлашки вӑхӑтра патшалӑх ача пахчисен ыйтӑвне ҫине тӑрса татса панине палӑртнӑ. 2011-2013 ҫулсенче 23 ача пахчи хута кайнӑ. Кӑҫал 14 ача пахчи ӗҫлеме тытӑнмалла. Вӗсенчен пӗр пайӗ хута кайнӑ ӗнтӗ. Теприсем ҫулталӑк вӗҫлениччен хӑйсен алӑкне уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри хулинче икӗ сусӑр юхӑннӑ ҫуртра пурӑнать. Вӗсен унта шыв та, ӑшӑ та ҫук. Валериан тата Андрей Анисимовсем пурӑнакан ҫуртра малтан тӑватӑ хваттер пулнӑ, унта ӑшӑ та кӗртнӗ. Иккӗшӗ те сусӑр. Вӗсемпе пӗрле пӗрин ывӑлӗ пурӑнать. Вӑл туберкулезпа чирлӗ-мӗн. Ӑшӑ панӑ чухне хваттерте хӑтлӑ, ӑшӑ пулнӑ. Анчах харпӑр ӑшӑтса хутмалли ҫине куҫсан йӑлтах пӗтнӗ. Ку ӗҫе пӗлтӗр пурнӑҫланӑ. Электричество пулӑшнипе ҫеҫ ӑшӑнмалли юлать-мӗн. Анисимовсен ҫурчӗ 48 процент таран юхӑннине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа газ котелне унта лартма хӑрушӑ-мӗн. Анисимовсене кӳршисем те хӗрхенеҫҫӗ. Галина Чкалова каланӑ тӑрӑх, арҫын пурнӑҫ тӑршшӗпе совхозра механизаторта ӗҫленӗ, халӗ 8 пин тенкӗ пенси илет. Унпа ҫурта ӑҫтан юсӑн? Харпӑр ӑшӑтмалла тумашкӑн ҫурт хуҫисене юсав ӗҫӗ ирттерме сӗннӗ. Анчах укҫа ҫук – пенси пӗчӗк. ПТРК журналисчӗсем Сӗнтӗрвӑрри район администрацине ҫитнӗ. Чиновниксем ку ыйтӑва Анисимовсем документсене тӑратсан пӑхса тухма шантарнӑ. Тен, вӗсене социаллӑ найм мелӗпе ҫурт парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра студентсен пӗрлешӗвӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри IV «Хастар» слечӗ иртмелле. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ йӗркелет. Слет программине студентсен пӗрлешӗвӗсене хӑтлассине, студентсен хӑй тытӑмлӑхне, ҫамрӑксен организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсене ӗҫлеттерес ыйтупа ҫавра сӗтел йӗркелессине, мастер-классемпе тренингсем кӗртнӗ. Ҫаксем ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене тухӑҫлӑрах ӗҫлеттерме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Слетӑн тӗп тӗллевне палӑртнӑ май федераци проекчӗсемпе программисене студентсене явӑҫтарассине ҫӗнӗ мелсем кӗртессине, пӗрлехи пысӑк проектсем хатӗрлессине, ушкӑнпа йӗркелессине аталантарассине, аслӑ шкулсемпе студентсен пӗрлешӗвӗсен хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелессине тата ыттине палӑртнӑ. «Хастар» слета Шупашкарти, Питӗрти, Тольяттинчи, Ижевскри студентсен пӗрлешӗвӗсем кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Диплом пурри ӗҫе ҫӑмӑллӑн вырнаҫассине пӗлтермест Муркаш районӗнчи ӗҫлӗх центрӗ професси пӗлӗвӗ илнисене ӗҫе вырнаҫма пулӑшать. Пуҫлмӑш тата вӑтам профессии пӗлӗвӗллӗ специалистсене вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫтарма кӑҫал унта виҫӗ ҫынна палӑртнӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтра вӗсене центр 1700-шер тенкӗ укҫа парса пулӑшать. Ҫапла тӗрев кӳни опыт ҫук ҫамрӑксене ӗҫ рынокӗнче хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа виҫӗ ҫамрӑк специалиста ӗҫлӗх центрӗ вырӑн тупса панӑ. Виҫҫӗшне те вӗсене уйрӑм усламҫӑ патне янӑ. Ҫавсенчен пӗри, ак, Д.Н. Колесников усламҫӑ патӗнче бухгалтерта тӑрӑшать, тепри те шут ӗҫӗнче тимлет, анчах вӑл Т.М. Бардасова патӗнче ӗҫлет, виҫҫӗмӗшӗ А.Н. Вязов патӗнче облицовщикра тар тӑкать. Алла диплом тин кӑна диплом илнисене ӗҫе вырнаҫтарма республика хыснинчен ӑкҫал 10 пин те 251 тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иван Иванович тата Клавдия Петровна Великановсем Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Великановсем пӗрле 75 ҫул пурӑннине уявланӑ. Пулас мӑшӑр Чулхула облаҫӗнче 1937 ҫулта паллашнӑ. Вӗсем виҫӗ ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ 7 мӑнукпа, вӗсен 7 ачипе киленеҫҫӗ. Великановсем 75 ҫул пурӑннине кӑна мар уявланӑ. Ҫемье пуҫӗ Иван Иванович 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Мӑкшӑ Республикинче ҫуралнӑ, 1941 ҫулта вӑрҫа кайнӑ. Мускава, Тулӑна тата ытти хулана хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхне кура ӑна орден-медальпе чысланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. Десятникран директор ҫумӗ таран ӳснӗ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ. Пӗтӗмпе вӑл 45 ҫул ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗ Клавдия Петровна та ӗҫ ветеранӗ. Вӑл бухгалтерта, шутҫӑра, паспортисткӑра ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Раҫҫей аллейи» акцие пӗтӗмлетнӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава нумаййӑн хутшӑннӑ. Чӑваш Ен палли хӑмла пулӗ. Уншӑн 4006 ҫын сасӑланӑ. Чӑваш Енӗн палли пулассишӗн пилӗк ӳсентӑран хутшӑннӑ: хӑмла, хӑва, ҫӑка, юман тата салтак тӳми. Хӑмлашӑн 36 процент ҫын сасӑланӑ. Юман 34 процент сасӑ пухнӑ. Хӑва — 10%, ҫӑка — 9%, салтак тӳми 9% процент сасӑ пухнӑ. Ҫапла майпа хӑмлашӑн, юманпа танлаштарсан, 200 ҫын ҫеҫ нумайрах сасӑланӑ. Хӑмла — чӑвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ ӳсентӑран. Вӑл Чӑваш Енӗн, Шупашкарӑн тата Куславкка районӗн гербӗсем ҫинче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре референц станцисен сетьне тӗрӗслеттермелле хута янӑ. Хальхи вӑхӑтра ITRF 2005 координатлӑ тӳрӗ кӗтеслӗ геоцентр тытӑмӗ ҫумне ҫыхӑнтарнӑ сеть тест режимӗпе ӗҫлет. Вырӑнти координатӑпа проектӑн каярах тапхӑрӗнче ҫыхӑнтарма палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви авӑн уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Куславкари, Улатӑрти, Етӗрнери тата Патӑрьелти референц станцисене вырнаҫтарса пӗтернине аса илтерет. Вӗсем республикӑн мӗнпур территорине тӗп-тӗрӗс палӑртма май парать. Референц станцийӗсен кӑтартӑвӗсем кадастр инженерӗсемпе геодезистсене уйрӑмах кирлӗ. Кун валли оборудование ҫакӑн пек йӗркелеме сӗнеҫҫӗ: IP-адрес: 195.2.214.115 Порт: 2101 Протокол: NTRIP Хыпарсене ямалли – NMEA GGA. Формат – RTCM3. Ӗҫе кӗртмелли точкӑсем: ALL_ RTCM3 Nearest_ RTCM3 ALAT_RTCM3 BATR_ RTCM3 CHEB_ RTCM3 KANA_ RTCM3 KOZL_ RTCM3 SHUM_ RTCM3 YADR_ RTCM3 Тытӑма тӗрӗслемелли тапхӑр валли учет ҫыравӗ хатӗрленӗ, вӑл 10 пӗр пек кӗрекене харӑс усӑ курма ирӗк парать. Килес ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗччен унпа кирек кам та усӑ кураять. Усӑ куракан ячӗ: TestChR. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Методичка «Грамотлӑ потребитель шкулӗ» проектпа килӗшӳллӗн республикӑра ЖКХ тытӑмӗнче медотичка кӑларнӑ. Унта кашни ҫын хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма пултарать. Кварплата тӳлӗнӗ чухне укҫана мӗнле перекетлемелле? Шут приборӗсене рассрочкӑпа усӑ курса лартма пулать-и? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне методичкӑра тупма пулать. Хуравӗсене ӳкерчӗксемпе, таблицӑсемпе ӑнлантарса панӑ. Брошюрӑра картишри парковкӑна мӗнле тумаллине те ӑнлантарса панӑ. Пӗр пайӗнче кӑҫал кӗртнӗ ҫӗнӗлӗхе — капиталлӑ ремонтшӑн укҫа хывнине — халалланӑ. Авторсем унӑн чи пӗчӗк виҫи пирки, укҫа ӑҫта пухӑннине, ӑна мӗнле тӑкакланине ӑнлантарнӑ. Ку тӗрӗслев выпускӗ кӑна-ха-мӗн. Тепӗр методичкӑсене ятарласа шкул ачисем валли кӑларӗҫ. Хальхинче кӗнеке 1 пин экземплярпа ҫеҫ тухнӑ. Вӗсене ҫуртри аслӑ (пуҫлӑх) ҫынсене ҫеҫ валеҫсе парӗҫ. Анчах ӑна унран илсе кашниех вулама пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Общество палати коммерцилле мар организацисен, патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, граждан общестивне аталантарас, ҫынсен интересӗсене хӳтӗлес енӗпе тӑрӑшакансене канашлӑва (форума) йыхравлаҫҫӗ. Ӑна пуҫласа йӗркелеҫҫӗ. Пухӑнса калаҫнӑ май граждан обществин институчӗсемпе влаҫ органӗсенче вӑй хуракансен хушшинче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явмалла. Анлӑ пухӑва кӑҫалхи раштавӑн пӗрремӗш вунӑкунлӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. Форумӑн йӗркелӳ комитечӗ программа проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче чи лайӑх социаллӑ проектсене хӑтлама шухӑшлаҫҫӗ, секцисем ӗҫлӗҫ. Иккӗмӗш кунӗнче семинар-тренинг йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ. Секцире нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшӑнусене ет сӳтсе явма палӑртнӑ. Форума хутшӑнас тесен заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен opchr@cap.ru электрон почтӑпа ҫитермеллеӗ Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем, (8352)39-35-86, 39-35-69. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |