Республикӑра
![]() Шупашкарта юпа уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XIX фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхи фестивале чӑваш, акӑлчан, араб, китай, голланди, финн, эстони, португали, итали, корея, хинди, каталански, нимӗҫ, испани, туркмен, польша, тутар, таджик, украина, вьетнам тата ытти чӗлхепе пӗлекенсем пуҫтарӑннӑ. Сайра тӗл пулакан чӗлхесен хӑтлавӗ те иртнӗ. Ҫавӑн йышшисен шутӗнче адыгей, мальти тата Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азинчи гэлао чӗлхине асӑнмалла. Фестиваль вӑхӑтӗнче чӑвашла-вырӑсла биллингивизма халалланӑ сайта тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ ушкӑнӗ темиҫе лекципе курнӑҫу йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, чӗлхесен фестивалӗ Шупашкарта 1996 ҫултанпа иртет. Ун йышши мероприятие Раҫҫейри хуласенчен кунта чи малтан йышӑннӑ. Фестивале республикӑн ҫамркӑсен эсперанто-ассоциацийӗ йӗркелет. Ӑна ирттерме тӗрлӗ министерство, ют чӗлхесен «Язык Успеха» шкулӗ тата Пӗтӗм тӗнчери волонтерсен «Содружество» центрӗ пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Екатеринӑпа Андрей Куповых Украинӑри лару-тӑру кӑшт лапланнӑ май Чӑваш Ене килнисем каялла тӑван тӑрӑхне таврӑнма тытӑннӑ. Виҫӗ уйӑхра республикӑран 80 ҫын кайнӑ. 200 яхӑн таркай кунтах-ха. Вӗсенчен 81-шӗ Раҫҫей гражданствине илнӗ. Вӗсем яланлӑхах кунта юласшӑн. Екатерина Куповых ывӑлӗпе Андрейпа килнӗ. Кунта вӗсем аякри тӑванӗсем патӗнче хӳтлӗх тупнӑ. Унччен вӗсем пӗр-пӗрне пачах курман. Екатеринӑна проект институтне ӗҫе опытсӑрах илнӗ. Ют ҫынсем ун валли хваттер тара тытнӑ. Андрея та ҫӗнӗ шкул килӗшнӗ. Вал вӑрҫӑ пынӑ тӑрӑха таврӑнасшӑн мар. Таркайсене вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кӑна мар, халӑх та та пулӑшнӑ. Нумайӑшӗшӗн Чӑваш Ен иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Вӗсем кунта пурнӑҫа ҫӗнӗрен пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн пуҫланнӑ чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва кӗртни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах специалистсем ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫакна васкаса вӗҫленине палӑртаҫҫӗ. Аса илтерер: инкеклӗ режим юпан 24-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Шупашкарти хӑш-пӗр районта та электроэнерги йӗркеллӗ ӗҫлемест-мӗн. Чӑваш Енри районсем пирки каламалли те ҫук. Ача-пӑча лапамӗ, пралуксем ҫывӑхне ӳкнӗ йывӑҫсем ҫаплах хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ-мӗн. Шар курнисен йышӗнче фермӑсем, аграри предприятийӗсем те пур. Вӗсем пысӑк тӑкак курнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗрен пулӑшу кӗтнӗ, анчах йывӑрлӑха хӑйсенех парӑнтарма тивнӗ. Сӑнавҫӑсем чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва кая юлса кӗртнине те палӑртаҫҫӗ. Ӑна юпан 19-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӑрлӑ ҫумӑр вара юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑ. Республикӑри 500 ытла ял, 150 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр пӗр эрне ларнӑ. Сӑмах май, Владимир Михайлов пӑрлӑ ҫумӑр тепре ҫума пултарасса асӑрхаттарать. Чӳк уйӑхӗ ӑшӑ кунсенчен пуҫланать, анчах 9-мӗшӗнчен каллех сивӗтет-мӗн. Ҫавӑнпа саппас генераторсем кирлех пулаҫҫӗ-тӑр. Анчах тӳре-шара хальлӗхе кун пирки шарламасть-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпан 25-мӗшӗнче Киров облаҫӗнче шырав отрячӗсен «Никам та манӑҫман» округри слечӗ хупӑннӑ. Виҫӗ кунлӑх мероприятие Атӑлҫи федераци округӗнчи 375 шыравҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пулнӑ вырӑнсенче шырав ирттерекенсем. Пирӗн республика чысне Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат», Шупашкарти 5-мӗш гимназири «Атӑл», И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Асӑну», И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Георгиевски хӑю», Федерацин суд приставӗсен управленийӗн «Патриот» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен ушкӑнӗ пӗрремӗш, куҫӑнсӑр тапхӑрта, «Информация» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна отряд ҫинчен каласа паракан пичетри тата теле-, радикӑларӑмсен шутен кура панӑ. «Наставник» номинацире те пирӗннисем палӑрнӑ. Унта шырав пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ӗҫ калӑпӑшне тата пахалӑхне хакланӑ. Кунта пирӗн ушкӑн иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Ӳсӗм» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна шыравҫӑсен шучӗ ӳснипе ӳсменнине кура панӑ. Куҫӑн тапхӑра 14 ушкӑн хутшӑннӑ. Ун вӑхӑтӗнче шыравҫӑсен кивӗ япаласене уйӑрнине, шырав пултарулӑхне кӑтартма тивнӗ, ушкӑнпа паллаштарма. Куҫӑн тата куҫӑн мар тапхӑрсен пӗтӗмлетвӗ тӑрӑх пирӗн республика ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре правӑна ытларах чух ӳсӗрле пӑсаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ иккен йӗрке хуралҫисем. «Ӳсӗр преступленисен» шучӗ Раҫҫейре 29 процентпа танлашть пулсан, пирӗн патра ҫак кӑтарту 42 процент-мӗн. Ӳсӗрсене урӑлтармалли вырӑн уҫсан правӑна пӑсакансен шучӗ чакасса шанаҫҫӗ иккен полицейскисем. Шупашкарти урӑлтаркӑча темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Ку вӑл Раҫҫейри юхӑм пулчӗ-ха. «Киккирикне хӗртнисене» ун чухне пульницӑсене илсе кайса урӑлтарма йышӑнчӗҫ. Шурӑ халатлисем вара хӑйсем патне илсе пынӑ ӳсӗрсенчен 70 процентне тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хыпса лартнӑскерсем пульницӑра шавлаҫҫӗ, пульница йӗркине пӑсаҫҫӗ. Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртаҫҫӗ имӗш. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫей правительстви те хускатнӑ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑ. Пирӗн патра ку енпе пӗрремӗш утӑма тунӑ та иккен. Урӑлтаркӑч евӗр усӑ курма ҫурт та тупса хунӑ. Вӑл — Шупашкарти Декабристсен урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурт. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине ҫавӑн валли штат йӗркелеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри инкеклӗ лару-тӑру рижимӗ пӗтнине ҫирӗплетекн документа алӑ пуснӑ. Аса илтерер: ӑна пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр район электроэнергисӗр юлнине пула кӗртнӗ. Юпан 24-мӗшӗнчи 12 сехет тӗлне Чӑваш Енри сиен кӳнӗ ялсенче ҫынсене кирлӗ ырлӑха — ҫутӑ, шыв — йӗркене кӗртнӗ. Пӗтӗмпе инкеклӗ лару-тӑру тапхӑрӗнче 515 ялта электроэнергие юсанӑ. Пӗтӗмпе унта 100 969 ҫын пурӑнать. 94 шкула, 40 ача пахчине, социаллӑ тытӑмри 7 объекта электроэнергипе тивӗҫтернӗ. Лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе 94 бригада, 143 техника ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Владимир, Чулхула, Киров облаҫӗсенчен юсав бригадисем килсе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Видеоканашлури самант Юпан 24-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев районти муниципалитетсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта инкеклӗ лару-тӑру пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев юпан 24-мӗшӗнчи ирхи 7 сехет тӗлне Муркаш районӗнчи 1 ял ҫеҫ ҫутӑсӑр пулнине палӑртнӑ. Унта 266 ҫуртра 766 ҫын пурӑнать. Элтепер кун вӗҫлениччен муркашсем пурте элетроэнергиллӗ пулассине палӑртнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Олег Марков талӑкра Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи 46 ял электроэнергиллӗ пулнине каланӑ. Пӗтӗмпе ҫав шутра — 2118 кил, 6503 ҫын. ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова Муркаш районӗнчи Сосновка ялӗнчи шкулта вӗренекен 57 ача каникула кайнине, унта электроэнергие юсанине пӗлтернӗ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов ҫул ҫинче юр хырасси мӗнле пынипе паллаштарнӑ. Юпан 23-мӗшӗнче ҫак ӗҫе 320 техника пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валери Туркай ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене малашне пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Вӑл — Валери Туркай. Конкурса тӑваттӑн хутшӑннӑ: «Хыпар» Издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн ҫумӗ Геннадий Максимов, «Самант» директорӗ Петр Михайлов, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Александр Кириллов, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Валери Туркай. Кандидатсене 13 ҫынран тӑракан комисси хакланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Валери Туркай ҫӗнтернӗ. Вӑл — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фондне 2008 ҫултанпа ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнче Туслӑх аллейине уҫнӑ. Уява энергосбыт команийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Константин Афанасьев тата Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов хутшӑннӑ. Вӗсем темиҫе йывӑҫ лартнӑ. Энергетиксем аллея вырӑнне суйлани тата унӑн ятне пани ахальтен мар. Инҫех мар тутарсен пысӑк ялӗ — Шӑнкӑртам — вырнаҫнӑ. Ку кӑна мар, кунтах ҫул хӗресленнӗ вырӑн. Унти ҫул Улатӑр, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсене илсе ҫитерет. Ҫав районсенче чӑвашсем, вырӑссем, мӑкшӑсем темиҫе ӗмӗр туслӑ пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Паркра виҫӗ метр ҫӳллӗш 30 туя йывӑҫӗ лартнӑ, ҫӑлкуҫа арман евӗр хӑтлӑлатнӑ. Вӑл аякранах курӑнать. Халӗ аллейӑна ҫамрӑк мӑшӑрсем килме кӑмӑллаҫҫӗ. Константин Афанасьев каланӑ тӑрӑх, компани кунашкал акцисене ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӑл ку аллея туслӑха ҫирӗплетме пулӑшасса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Министр ҫумӗпе тӗл пулнӑ самант Юпан 21-мӗшӗнче ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Любовь Шемарина Элӗк районӗнче пулнӑ, «Пурнӑҫ ҫулӗ» хаҫат редакцине ҫитсе ушкӑна ҫӗнӗ редакторпа паллаштарнӑ. Паллаштарнӑ тесен йӑнӑш-тӑр. Хаҫатӑн ҫӗнӗ редакторӗ Марина Леонтьева унччен, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа, хаҫатра пай редакторӗнче ӗҫленӗ. Маларах вӑл Элӗкри И.Н.Яковлев ячӗллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ҫак ӗҫре вӑл 20 ҫул тӑрӑшнӑ. Марина Леонтьева шкулта вӗреннӗ чухне «Пионер сасси» («Тантӑш») ача-пӑча хаҫачӗн юнкорӗ пулнӑ. Вӑл халӗ те ача-пӑча кӑларӑмӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлет, Элӗк районӗнче «Ҫамрӑк журналист» пултарулӑх пӗрлешӗвне ертсе пырать. Марина Леонтьева чылай ҫул «Пурнӑҫ ҫулӗ» район хаҫачӗн общество корреспонденчӗ пулнӑ. Любовь Шемарина хаҫат ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ чухне статьясен пахалӑхне, хаҫат сайтне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |