Чӑваш Енре полици майорӗ пулнӑ ҫынна Сергей Иванова шыраҫҫӗ. ЧР ШӖМӗн оперативлӑ шырав пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пуҫиле кодекс статйине пӑснӑшӑн шыраҫҫӗ.
Полици майорӗ пулнӑскер 2013 ҫулта «Общественное признание» конкурсра «Ҫулталӑкри ҫын» номинацире ҫӗнтернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, сумла ҫак ята тивӗҫнӗ Сергей Иванова электропередача линийӗсен юписене вӑрланӑшӑн шыраҫҫӗ.
Пӗр уйӑх шыраҫҫӗ ӗнтӗ ӑна. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ пулнӑ.
Сӑмах май, Сергей Иванов 2014 ҫулта ҫынсене инкекрен хӑтарнӑ. М-7 федераци ҫулӗ ҫинче бензовозпа грузовик ҫапӑннӑ хыҫҫӑн пулма пултарнӑ вӑл. Цистернӑри топливо ҫул ҫине юхса тухнӑ. Сергей Иванов инҫех мар пулнӑ. Вӑл ҫула пӳлнӗ те васкавлӑ службӑсене чӗннӗ, хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑннӑ.