Республикӑра
![]() Йӑлӑмри Октябрьски поселокӗнче пурӑнакансем иккӗмӗш эрне ӗнтӗ шар кураҫҫӗ. Вӗсен килӗнче пахалӑхсӑр шыв юхать. Шыв таса марри луппӑпа пӑхмасӑрах курӑнать. Ҫынсем кӗпе-йӗм те ҫӑваймаҫҫӗ, ӗҫмешкӗн те шыв ӑсаймаҫҫӗ. Кранран таса мар шыв юхнӑран апат пӗҫерме те май ҫук теҫҫӗ унта пурӑнакансем. «Водоканал» ӗҫченӗсем килсе лаборатори анализӗ валли шыв илнӗ. Анчах вӗсенчен халь те сас-хура ҫук. Анчах «Водоканал» пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв анализӗ йӗркеллех, нормӑпа килӗшсе тӑрать. Башньӑна тасатнӑ хыҫҫӑн никам та ҫӑхав ҫырман имӗш. Халӗ специалистсем вырӑна тепӗр хут тухма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юрий Ефремов тунӑ сӑн Шупашкарта парӑнакан хӗрарӑм упӑшкипе пӗрле «Битва экстрасенсов» шоу кастингне хутшӑннӑ. Кастинг пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Софья Аниченкова тата унӑн упӑшки Андрей хутшӑннӑ. Вӗсем ку ӗҫпе темиҫе ҫул вӑй хураҫҫӗ. Хӗрарӑм тухатмӑш карчӑк пек хутшӑннӑ, унӑн упӑшки вара — Вӑй. Кунашкал ҫӗре вӗсем пӗрремӗш хут ҫитнӗ. Софья каланӑ тӑрӑх, вӑл хушнӑ ӗҫӗн 75 процентне пурнӑҫланӑ. Кастинга тепӗр уйӑх ҫурӑран пӗтӗмлетӗҫ. Тен, пирӗн ентешсем шоуна хутшӑнма тивӗҫ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сулахайран иккӗмӗшӗ - "Теплоэнергосети" тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхӗ Николай Елагин Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхрисен ӗҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек те, вӗсен кӑлтӑкӗ те, чуна парса тӑрӑшни те ҫынсен куҫӗ умӗнче. Паян вӗсем хӑйсен професси уявне палӑртаҫҫӗ. Календарьпе вырсарни куна лекнӗрен пулӗ, уява Шупашкар районӗнче эрнекунах палӑртнӑ. Асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене чыслама-саламлама республика шайӗнчи пуҫлӑхсем иккӗн тан: Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин пуҫлӑхӗ Альбина Егорова тата пичет министрӗ Александр Иванов килсе ҫитнӗ. Республика шайӗнчисем терӗм те, ҫапли-ҫаплах-ха, анчах иккӗшӗ те вӗсем Шупашкар районӗнчи ҫынсемех. Иккӗшӗ те Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑскерсем. Тӗрлӗ шайри чыслава ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакан ҫын тивӗҫнӗ. Вӑл шутра ку отрасльте нумай ҫул ӗҫлекенсем те пур. Ҫавсен йышӗнче, тӗслӗхрен, «Теплоэнергосети» тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхӗ Николай Елагин та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ тата тӑлӑх ачасем пурӑнакан организацисенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫурчӗсене шӑпӑрлана ҫемьене илме ӗмӗтленекенсем килме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех общество организацийӗн элчисем, тӑлӑхсене шӑпишӗн пӑшӑрханакансем ҫитнӗ. Хӑнасемпе экскурси ирттернӗ, хӑтлав, ӑсталӑх класӗ кӑтартнӑ. Вӗсене ачасем ертсе пынӑ. Паян опека тата попечительлӗх органӗсемпе, юристсемпе, педагогсемпе, психологсемпе калаҫма май пулнӑ. Сӑмах май, халӗ Чӑваш Енре 132 ача ҫемье ӑшшине кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наци вулавӑшӗнчи лекци Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ «Чӑваш литературинчи ӗҫ ҫыннин прозӑри сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци ирттернӗ. Ӑна вулавӑш И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗн тӗпчевҫисемпе пӗрле йӗркеленӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев чӑваш литературинчи рабочи сӑнарне тӗплӗн уҫса пани пирки пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Филолог ӗҫ ҫынни сӑнарне икӗ пая уйӑрнӑ: хресчене тата рабочие. Рабочи теми пахалӑхӗпе ял темине ҫитеймест, апла пулин те Совет саманин юлашки тапхӑрӗнче ҫыравҫӑсем чылай паха роман калӑпланӑ тесе шухӑшлать иккен тӗпчевҫӗ. А. Талвирӑн «Никӗс», И. Лисаевӑн «Тивӗҫ», Г. Красновӑн «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет», «Кӗвӗҫекене кӗвӗ ҫиет» романӗсем, В. Чебоксаровӑн «Вутпа тимӗр», И. Григорьевӑн «Хумсем пӗрлешеҫҫӗ» повеҫсем — ҫаксем тата ытти хайлавсем тӗрлӗ савут-хапрӑкра ӗҫлекенсен пурнӑҫне уҫса панӑ. Ӗҫ теми халӑх сӑмахлӑхӗнче те анлӑ тӗл пулать: сӑвай ҫапакансен, бурлаксен, кӗпер тӑвакансен юррисем халӑхра хӑй вӑхӑтӗнче питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ потребительсен прависене пӑснӑ организацисен списокне пичетленӗ. Тӗрӗслев нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ. Иртнӗ уйӑхра Роспотребнадзор 26 организацие потребительсен правине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Кафесене, лавккасене, шкул апатланӑшӗсене штрафсем ҫырса панӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, таварсен ценникӗсем пӗрешкел пулманни, сутуҫӑсем пирки информаци ҫукки штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫе упрани, сутни те тӗл пулнӑ. Суту-илӳ инвентарьне ҫумалли ванна та пулман. Ҫӑкӑр таврашне упаковкӑсӑр сутнӑ. Списока кӗнӗ организацисемпе «Про Горо» сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росреестрӑн ҫӗр инспекторӗсем темиҫе тӗрӗслев ирттернӗ. Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин лаптӑкӗнче автосервис пуррине тупса палӑртнӑ. Ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курманни ку. Сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсемпе пӗрле автосервис пур. Ку – РФ Ҫӗр кодексне пӑсни. Регламентпа килӗшӳллӗн, унта автосервис пулмалла мар. Йӗркене пӑснине шута илсе ку ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ. Ҫӗр докуменчӗсене те йӗркене кӗртме хушнӑ. Унсӑрӑн пульницӑн штраф тӳлемелле. Юридици сӑпачӗсен вӑл — 100 пин тенкӗрен пуҫласа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. ЧР Прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна йывӑҫ каснӑшӑн айӑпланӑ. Арҫыннӑн йывӑҫ касмашкӑн ирӗк пулман. Анчах вӑл 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче виҫӗ юман, 1 вӗрене тата хӑрнӑ 1 юман каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна ҫулталӑк ҫурӑлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Унӑн 4 пин тенкӗ патшалӑх пошлини те тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашри ача-пӑч пульницинче пӗр арҫын ача пӗр уйӑх выртать ӗнтӗ. Унта ӑна кӑвак питпе илсе килнӗ. Кӗлетки ҫинче те кӑвак вырӑнсем пулнӑ. Канашри 4 ҫулти арҫын ача пульницӑра нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен выртать. Пӗчченех вӑл, амӑшӗ ҫук. Пациентсем каланӑ тӑрӑх, ӑна илсе килнӗ чухне вӑл кӑвак пулнӑ. Куҫӗ те курӑнман. Амӑшӗ ачана хӑйех илсе килнӗ. Ачана пӗрле пурӑнакан арҫын хӗненине пӗлтернӗ. Полицие ун чухнех шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Амӑшӗ апат-ҫимӗҫ йӑтса килет те хӑвӑрт тухса каять. Ачипе курнӑҫма ӑна ирӗк паман. Ача амӑшне юратать, ӑна кӗтет. Каҫхине вӑрансан: «Дядя, бо-бо», — тет. Ачана, ахӑртнех, логопед та кирлӗ. Вӑл лайӑх калаҫаймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак уйӑхӑн 17–18-мӗшӗсенче Шупашкарта сахал йышлӑ халӑхсен культура форумӗ иртмелле. Ҫӗршывӑн Культура министерствисем йӗркелекен ку мероприятие кӑҫал VI хут пуҫтараҫҫӗ. Канашлӑва Шупашкарта ирттернине республикӑн Культура министерстви пирӗн тӑрӑхра 128 наци ҫыннипе 8 этнос ушкӑнӗ туслӑ та килӗштерсе пурӑннипе сӑлтавлать. Халӑхсемпе конфессисен хушшинче туслӑх хуҫаланнине палӑртнӑ май канашлӑва Атӑлҫи федераци округӗнчи 10 ытла делегаци хутшӑнассине пӗлтерет. Федераци тата регионсенчи тӳре-шара та килсе ҫитмелле унта. Форумӑн тӗп мероприятийӗсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа «ҫавра сӗтелсем» йӗркелӗҫ. Ҫав шутра сахал йышлӑ халӑхсен культурине упраса хӑварас ыйтӑва та хускатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |