Республикӑра
Нумаях пулмасть ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗн съезчӗ иртнӗ. МИХсем ыйтусене сӳтсе явма 18-мӗш хут пухӑннӑ. Пӗрлӗх председателӗ Валерий Комиссаров журналистсем юлашки вӑхӑтра регионсемпе ҫыхӑну татнине пӗлтернӗ. Унччен корреспондентсен хушшинче ӑмӑртусем, турнирсем иртнӗ. Ку йӑлана ҫӗнӗрен чӗртме сӗннӗ вӑл. ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов халӗ журналистсен тӗп тӗллевӗ чӑваш чӗлхине упрасси пулнине каланӑ. Министр ялти хӑш-пӗр ача та чӑвашла калаҫманнине, ҫавӑнпа наци чӗлхипе ҫырнӑ кӗнеке авторӗсемпе тӑтӑшрах паллаштармаллине палӑртнӑ. Съездра кадрсене хатӗрлес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Ку таранччен ЧПУн журналистика уйрӑмӗнче тӳлевсӗр вырӑн пулман. Михаил Игнатьев тӑрӑшнипе 2016 ҫулта унта тӳлевсӗр 10 вырӑн уйӑрӗҫ. Министр студентсене район хаҫачӗсене практикӑна илӗртмелли пирки, вӗсене ял ҫыннисемпе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси ҫинчен каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта ҫитес ҫул пирки кӑна мар калаҫнӑ. Журналистсем Михаил Васильевича кӑҫал асра юлнӑ уйӑха калама ыйтсан вӑл кашниех палӑрса юлнине пӗлтернӗ. Нарӑс уйӑхӗнче «Хӗвел» ӗҫлеме тытӑннӑ тата Дмитрий Медведев килсе кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче командӑсен Европа чемпионачӗ иртнӗ… Кӑҫал пӑр керменне уҫнипе те асра юлӗ. Тӗлпулура туризм аталанӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе ӗҫлемелли пур-ха. Районсенче, хулара туризма аталантармашкӑн май пуррине пӗлтернӗ вӑл. Ҫитес ҫул республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнӑ май кун пек ыйту та янӑранӑ: «Михаил Васильевич хӑйӗн ачисене рабочи профессийӗсенче курать-и?». Элтепер вӗсен ҫӗр лаптӑкӗ нумаййине, каникул вӑхӑтӗнче ачасем унта ӗҫленине каланӑ. Михаил Васильевич хӑй те электромонтер профессине алла илнӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫӑкӑрсӑр хӑвармӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре уйрӑмах хӑрушӑ преступлени тунӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Полици шыракан арҫын 180 сантиметр ҫӳллӗш, хӑй 30-35 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳҫӗ ҫырӑ, кӗске. Вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Калпак тӑхӑнман. ЧР ШӖМӗ ҫак арҫын мӗнле преступлени пирки тӗплӗн пӗлтермен. Ӑна куракансене, ун пирки пӗлекенсене полицие 24-13-39 е 020 (кӗсье телефонӗ) номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗсене пӗрлештернӗ. Реорганизаци пирки хушӑва Ветеринари тата фитосанитари федераци служби 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ тытӑм «Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗ» ятлӑ. Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Алексей Палькин пурнӑҫлать. Вӑл 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта педагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ. Скульптурӑна Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсен хушшине лартнӑ. Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑка, аса илтерер, 2013 ҫултах уҫма палӑртнӑ. Икӗ ҫул каялла Ленин проспектӗнче пулас монумент вырӑнне чул хунӑ. Палӑка паян ҫеҫ уҫнӑ. Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович 1927 ҫулта Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ унӑн ячӗпе ЧППУн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленет. Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Геннадий Волков пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», аудиторийӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ шутланать пулин те ку хаҫата тӗрлӗ ӳсӗмрисем вулаҫҫӗ. Вӑтам ҫулхисем кӑна мар, аслӑ ӑрурисем те ку хаҫата куҫлӑх тӑхӑнсах шӗкӗлчеҫҫӗ. Хаҫат вулакансемшӗн кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗнче тетелӗнче те хӑйне хастаррӑн сарать. Нумаях пулмасть республикӑра чӑвашла хаҫат тухса тӑма тытӑннӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявланӑччӗ. Конкурссем те ирттерет хаҫат. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» пики» фотоконкурс та ҫавсен шутӗнчех. Нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль хӗрӗ Людмила Александрова тивӗҫнӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренет. Людмилӑшӑн 2052 ҫын сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫӑл ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Алена Кириллова пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑри Кирилл тата тин ҫуралнӑ йӗкӗреш Кристинӑпа Вероника амӑшӗсӗр тӑрса юлчӗҫ. «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ӗҫтешӗ пирки манмаҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть ачисене кайса курнӑ, Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласа парне панӑ. Канфет, памперс, кӗнекесем, фломастерсем тата кӑштах укҫа илсе килнӗ журналистсем. Ку — пӗчӗк те пулин пулӑшу. Ачасемшӗн вара — уяв. Раштавӑн 1-мӗшӗнче Кирилл 3 ҫул тултарнӑ. Амӑшӗ ӑҫта ҫухалине вӑл ӑнланса юлман. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл таҫта кайнӑ, кӗҫех таврӑнать… Пӗррехинче ача пахчине кайнӑ чухне Кирилл хӗрарӑма курнӑ та «Анне!» тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах вӑл мар… Кирилл Ҫӗнӗ ҫула юратать. Алена ывӑлне яланах парнесемпе савӑнтарнӑ. Пӗчӗк Кирилл йӑмӑкӗсене те пӑхать. Кристинӑпа Вероника — ҫичӗ уйӑхра. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем чирлемеҫҫӗ, лайӑх ӳсеҫҫӗ. Алена пурнӑҫран уйрӑлни ҫичӗ уйӑх ҫитрӗ, вӑл ҫукки халӗ те ҫывӑх ҫыннисен чунне ыраттарать. Ҫапах пуҫ усмаҫҫӗ вӗсем, пӗчӗк ачасене ура ҫине тӑратасшӑн талпӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат корреспонденчӗ Марина Тумаланова Виҫӗмкун Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Журналистсем союзӗн регионти организацине ертсе пыма каллех Валерий Комиссарова суйланӑ. Съезда хутшӑнакансене Чӑваш Енӗн пичет тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов саламланӑ. Хӑшӗсене министерствӑн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ вӑл. Ҫав шутра, сӑмахран, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра чылай ҫул ӗҫлекен Марина Тумаланова корреспондент пур. Хаҫатӑн тепӗр корреспонденчӗ, Татьяна Наумова, ЧР Журналистсен союзӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ те журналистсене хисепленине палӑртнӑ. Республикӑн саккун кӑларакан ҫак органӗн чыславне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн пай редакторӗ Алина Карпова тата Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫат редакторӗ Людмила Шурекова тивӗҫнӗ. |
Республикӑра
Ӗнер Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑннӑ. Пуҫтарӑннисем ЧР Журналистсем пӗрлешӗвӗн 2010–2015 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ май союз ертӳҫине те суйланӑ. Съезда хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӑйсен пӗрлешӗвне унчченхи ертӳҫех ертсе пыма тивӗҫ. Валерий Комиссаров 1956 ҫулта Елчӗк районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносв ячӗллӗ патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра 1979–1988-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, 1988–1992 ҫулсенче ЧР Журналистсен союзӗн ҫыруҫинче тӑрӑшнӑ, 1992 ҫулхи раштавранпа — ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи. 2005 ҫултанпа вӑл Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пырать. |
Республикӑра
2015 ҫул Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май самай кӑсӑклӑ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑшмӑпӑр. Иртсе каякан ҫулти пулӑмсене тепӗр хут аса илес, ҫулталӑкри хӑйне тивӗҫлӗ е тивӗҫсӗр кӑтартнӑ ҫынна палӑртас тӗлӗшпе Чӑваш халӑх сайчӗ «2015 ҫулталӑк ҫынни» ыйтӑм йӗркелет. Сасӑлав 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Сасӑланӑ чухне эсир харӑсах ыйтӑмри темиҫе ҫынна та палӑртма пултаратӑр. Хыпарти йыша алфавит тӑрӑх йӗркеленӗ, ыйтӑмра вара кашни пункта скрипт хӑй пӗлнӗ пек вырнаҫтарать. ► Арланов Михаил Махайлович — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн («Хыпарта» 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн); ► Блинов Александр Васильевич — «Хавал» ҫуллахи лагере ирттернӗшӗн, «Аслӑ тытӑҫу» ӑмӑртӑва йӗркеленӗшӗн; ► Василий атте — Шупашкар хулине ҫамрӑклатма тӑрӑшнӑшӑн; ► Ерагин Евгений Евстафьевич — таврапӗлӳҫӗсене ертсе пырса ҫулталӑк хушшинче сахал мар мероприяти ирттернӗшӗн; ► Игнатьев Михаил Васильевич — кӑҫалхи суйлавра ҫӗнтерме пултарнӑшӑн; ► Николаев Олег Алексеевич — суйлавра иккӗмӗш вырӑна тухса халӑхӑн пӗр пайӗн шанчӑкӗ пулса тӑнӑшӑн; ► Станьял Виталий Петрович — Чӑваш наци конгресӗнче ӑнлану тупман хыҫҫӑн Тӗп ваттисен канашне йӗркелесе ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пынишӗн; ► Сорокин Сергей Лазаревич — Бахмисов Эдуард Константинович ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче этнопарк евӗр вырӑн хатӗрлесе чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ чылай мероприятисем ирттернӗшӗн, ҫак ял тӑрӑхӗн ятне республика шайӗнче хӑпартнӑшӑн; ► Степанов Дмитрий Сергеевич — «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхне хутшӑнса Шупашкарта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе чылай ӗҫ тунӑшӑн (ытти «Ирӗклӗх» пайташӗсене те кунта асӑнмалла) ► Угаслов Николай Фёдорович — «Крым» республикинче кӑҫал чӑвашсен 3 культура автономине йӗркеленӗшӗн; ► Цыпленков Олег Михайлович — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивальне йӗркелеме, «Чунҫӳрев – 2016» ирттерсе Азербайджанра Пӳлесӑвар ятлӑ хулана тупма пултарнӑшӑн; ► Яковлев Константин Геннадьевич — суйлав хыҫҫӑн культура министрӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн (халӗ те «вӑхӑтлӑха» ятран хӑтӑлайман пулсан та). |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |