Республикӑра
![]() Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев профессире ӑнӑҫу тунӑ хӗрарӑмсене саламланӑ. Михаил Васильевич этемлӗхӗн черчен пайне ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунса наградӑсем панӑ. Наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче культура, экономика, медицина, вӗренӳ тата ытти тытӑмра тӑрӑшакансем пулнӑ. Михаил Игнатьев хӗрарӑмсем ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗрен те пирӗн республика малалла аталаннине палӑртнӑ. Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен йышӗнче Республикӑри клиника пульницин ревматологи уйрӑмӗн заведующийӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Суворов ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн агрономӗ Галина Албутова, Шупашкарти 50-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Валентина Героева, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн аристки Наталия Иванова, Шупашкарти 24-мӗш шкул директорӗ Луиза Иванова наградӑллӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӗ таҫта та ҫитме пулать. Темле транспорт та ҫӳрет: автобус, пуйӑс, самолет… Шупашкарти аэропортран ҫулла Сочие те ҫитме май пулӗ. Ку рейса «Победа» авиакомпани уҫать. Сочине Boeing737-800 самолет вӗҫӗ. Шупашкартан вӑл эрнекунсерен вӗҫӗ. Рейса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫӗҫ. ДП 357 рейс эрнекун ҫурҫӗр иртни 45 минутра вӗҫсе кайӗ, Сочине 3 сехет те 10 минутра ҫитӗ. ДП 358 рейс вара эрнекун ирхи 4 сехетре тапранӗ те палӑртнӑ вырӑна 6 сехет те 50 минутра ҫитӗ. Авиакомпани рейссене авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хупӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Муркаш районӗнче пулнӑ. Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен канашлусем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Муркаш районӗнче пулнӑ май Михаил Игнатьев муниципалитетӑн Ҫамрӑксен парламенчӗн пайташӗсемпе курнӑҫнӑ. Элтепер ҫамрӑксем пуласлӑх ҫул-йӗрне тарӑн витӗм кӳнине палӑртнӑ тесе хыпарлать республика ертӳҫин пресс-служби. Ҫамрӑксен парламенчӗн ертӳҫи Оксана Кирпичникова пӗрлешӳ районти Депутачӗсен пухӑвӗ ҫумӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче йӗркеленсе кайнине, палӑртнӑ тытӑмра 21 ҫын вӑй хунине пӗлтернӗ. Пӗрлешӗвӗн тӗп тӗллевӗ шутӗнче ҫамрӑксене общество пурнӑҫӗпе политика лару-тӑрӑвне хутшӑнтарассине, патриотизм туйӑмне аталантарассине, пуҫаруллӑ ҫамрӑксене аталанма тӗрлӗ майсем тупса парассине, патшалӑх пулӑшӑвӗпе ҫамрӑксене туллин усӑ курма вӗрентесси палӑртаҫҫӗ. Сӑнавҫӑсем вара кун пек пӗрлешӳсене суйлав ҫывхарнипе, суйлавра ҫамрӑксем епле сасӑланинчен самай килнӗрен тӳре-шара вӗсемпе ытларах ҫыхӑну тытма тӑрӑшнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Зоя Плотникова социаллӑ ӗҫчен ватӑсене хаҫатпа паллаштарать Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн Янӑш ялӗнчи вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнче (халӑхра ун пек уйрӑмсене ваттисен ҫурчӗ тенипе лайӑх пӗлеҫҫӗ) пурӑнакан кинеми-мучисем почтальон килессе чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Куҫӗ лайӑх куракансем хаваспах тӗрлӗ пичет кӑларӑмне шӗкӗлчеҫҫӗ. Витӗрех курманнисем куҫлӑх тӑхӑнса вулаҫҫӗ. Теприсене вара ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсен вуласа пама тивет тесе ӗнентереҫҫӗ унта тӑрӑшакансем. Кинеми-мучисем хаҫатсене чӑвашлине те, вырӑслине те тиркемеҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмра вӗсем валли виҫӗ пичет кӑларӑмӗ ҫырӑнса панӑ: районта тухса тӑракан, пӗлекен ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартакан «Тӑван Ене» тата республика шайӗнчи «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаҫатсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Аслӑ Ҫӗнтерӗве ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ. Уявра яланхи пекех ветерансене, тыл ӗҫченӗсене тата ыттисене чыслӗҫ. Анчах кӑҫал уява ирттермешкӗн укҫа сахалрах уйӑрма палӑртнӑ. фронтовиксене, концлагерьте пулнисене, Раҫҫей Геройӗсене, Мухтав орденӗн кавалерӗсене чысламашкӑн 731,2 пин тенкӗ уйӑрмалла. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ку тӗллевпе 1,84 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. 2014 ҫулта та 1 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Урамсене, лапамсене ҫапӑҫусенче палӑрнӑ геройсен ячӗсене парас ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин 1,5 пин сусӑрӗ, 22 пин тыл ӗҫченӗ, салтаксен 5,6 пин тӑлӑх арӑмӗ, концлагерьте пулнӑ 84 узник пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, Михаил Игнатьев Элтепер, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен канашлусем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Елчӗк тата Шупашкар районӗсенче пулнӑ. Муниципалитетсенчи ҫулталӑк пухӑвне республикӑна ертсе пыракансем хӑйне евӗр пайланса кайнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Елчӗк тӑрӑхне унти Лаш Таяпара ҫуралса ӳснӗ Юрий Попов (вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи), Шупашкар районне Михаил Игнатьев Элтепер (вӑл Янӑш тӑрӑхӗнчи Тӑманакассинче, халӗ ку ял Кӗҫӗн Турхан урамӗ шутланать, ҫуралнӑ) кайнӑ. «Район малашне те ӑнӑҫлӑ аталанса пытӑр. Ҫамрӑксем ялтах юлччӑр. Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеччӗр», — тенӗ Михаил Васильевич Шупашкар районӗсем хӑйсен иртнӗ ҫулхине пӗтӗмлетме И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче пуҫтарнӑ пухура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче, ҫав шутра Шупашкар районӗнче те, «Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ» программа пурнӑҫланать. Унта пуҫламӑш тата вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑксене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, программа ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫма пулӑшмалла. Анчах хайхисен ҫулӗ 20-рен иртмелле мар. Программӑна хутшӑнакансене ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем специальноҫпа ӗҫе вырнаҫма, кирлӗ опыта пухма пулӑшма шантараҫҫӗ. Ӗҫ укҫине тӳлемӗҫ-тӗр тесе те шикленмелле мар тесе ӗнентереҫҫӗ. Программӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем уҫӑмлатма пулӑшӗҫ. Маларах асӑннӑ Шупашкар районӗнче, сӑмахран, шӑнкӑравсене 8 (83540) 2-11-77 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Хӑвӑра кӑсӑклантарнине специалистсем патне ҫитсе те тӗплӗнрех ыйтса пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Эрех ӗҫсен руль умне лармалла марри каламасӑрах паллӑ пек те ӗнтӗ, ҫапах та ҫула тухаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑна ӳсӗр водительсене пула республикӑри ҫул-йӗр ҫинче 15 инкек сиксе тухнӑ, ҫав шутран пиллӗккӗшӗ — Шупашкарта. Ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑ 700 водителе тытса чарнӑ йӗрке хуралҫисем. Киккирикне хӗртнӗ хыҫҫӑн руль умне ларакансене палӑртма ҫул-йӗр инспекторӗсем акцисем ирттереҫҫӗ. Черетлине вӗсем пуш уйӑхӗн 4, 5, 6-мӗшӗсенче йӗркелеме йышӑннӑ. «Урӑ мар водитель» анлӑ рейда ҫав кунсенче республикипех ирттерӗҫ. Ӳсӗр водительсем пирки ҫынсем те хыпарлама пултараҫҫӗ. Телефон номерӗ — 24-07-70. Антидилерпа ҫыхӑнас тесен 8-937-952-13-13 номерпе талӑкӗпех ҫыхӑнма май пур. Вӑл номерпе СМС-ҫыру шӑрҫалама юрать.Viber, Telegram тата WhatsApp ҫыруҫӳретмӗшсем (мессенджерсем) урлӑ та СМС ярса систерме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Егоровсен аслашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле салтакӗн ӳт юлашкисене шырав отрячӗ тупнӑ. Егоровсем ӑна тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытарасшӑн. Анчах, ахӑртнех, ку ӗҫе вӗсен хӑйсен тума тивӗ. Егоровсен аслашшӗ 1900 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна фронта 1942 ҫулта илсе кайнӑ. Ҫав ҫулах вӑл ҫухални пирки хыпар килнӗ. Арӑмӗ Матрона тата ҫичӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӑл вӗсене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Ҫӗмӗрле салтакӗн ӳтне Ржев ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӑл кам иккенне капсула ӑшӗнчи хут тӑрӑх пӗлнӗ. Унта ун пирки ҫырни пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, шыравра тупнӑ салтаксен ӳтне пытарас енӗпе вырӑнти администрацин ӗҫлемелле. Апла тӑванӗсен вӗсенчен пулӑшу ыйтмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малашне Шупашкартан Симферополе чӑрмавсӑрах ҫитме май пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫма палӑртнӑ. Ӑна «Ижавиа» авиакомпани пурнӑҫлӗ. Ҫынсене ЯК-42 самолет илсе ҫӳрӗ. Расписание хальлӗхе ҫирӗплетмен, планне кӑна тунӑ. Унпа килӗшӳллӗн, самолет Шупашкартан ирхи 8 сехетре вӗҫсе каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |