Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче виҫӗмкунтанпа тата тепӗр канаш йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев юпан 3-мӗшӗнче хушу кӑларнӑ, канашӑн тӗллевӗпе паллаштаракан хыпара влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пичетленӗ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен канаш тӗллевне ятӗнченех ӑнланма пулать. Канашӑн тӑван республикӑмӑра аталантармалли сӗнӳсем хатӗрлемелле, тӗп задачӑсене палӑртмалла, вӗсене хӑш тапхӑрта тата епле пурнӑҫламалине кӑтартмалла. Ҫак тӗллевпе влаҫ органӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тыттарасси те ҫӗнӗ канаш яваплӑхӗ пулса тӑрать.
Стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленине кура Наци проекчӗсем енӗпе ӗҫлекен канаша пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнче те стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе тимлекен канаш пур.