Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ район прокуратури тасатмалли сооруженисен тӗлӗшпе саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Туҫи ял тӑрӑхӗнче сооруженисем ӗҫлемен, шыв вара Ҫавала тасалмасӑрах лекнӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, объекта пӑхса тӑман, сооруженисем япӑх ӗҫленӗ. Ҫапла майпа таса мар шыв Ҫавала лекнӗ. Кунсӑр пуҫне тасатмалли сооруженисем авариллӗ лару-тӑрура пулнине, вӗсене юсамаллине тупса палӑртнӑ. Юханшыва лекекен шыв тӗлӗшпе лаборатори тӗрӗслевӗ пулман. Кунашкал йӗркене пӑснине Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче те тупса палӑртнӑ. Район прокуратури ял тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗсене ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канаш чиккине улӑштарассине ҫирӗплетсе саккуна алӑ пуснӑ. Хальхи территори хулана аталанмашкӑн ҫитмест, ӑна пысӑклатмалла. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен пресс-служби хыпарлать. Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ саккунпа килӗшӳллӗн, Канаш хула округне Хучел ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем те кӗрӗҫ. Монохула унта промышленноҫ тата социаллӑ объектсем хута ярӗ. Территори инвестицисем илӗртмешкӗн май парӗ. Ку таранччен Канашра инвесторсене илӗртмелли пушӑ ҫӗрсем пулман. Халӗ вара индустри паркӗ валли те вырӑн пур. Унта 800 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, 1,5 миллиард тенкӗлӗх инвестици илӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӗсем газомоторлӑ топливӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Хӑтлав Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче пулнӑ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов палӑртнӑ тӑрӑх, республика ҫутҫанталӑк газӗпе ӗҫлекен техникӑна туянас енӗпе федераци программине хастар хутшӑнать. Ку – автотранспорта аталантармалли лайӑх мел. Кӑҫал кунашкал автобуссене туянмашкӑн республика хыснинчен 21 миллион ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку транспорт укҫа-тенке перекетлеме май парать. Ҫулталӑкне кашни автобус 500 пин тенкӗ сахалрах тӑкаклать. Сӑмах май, программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа 41 автобус туяннӑ. 2013 ҫулта – 18, 2014-2015 ҫулта – 23 автобус илнӗ. Кунашкал автобуссем пассажирсене илсе ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура ӗҫченӗсем Пӑрачкаври тӗп пульницӑна тӗрӗсленӗ. Тӗрӗссипе, вӗсене васкавлӑ медпулӑшу уйрӑмӗн ӗҫченӗсем чӗнсе илнӗ. Хысна учрежденийӗсен подразделенийӗсене, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ертсе пыраканскерсене, реструктуризациленӗ. Ҫавна май васкавлӑ медпулӑшура тӑрӑшакан 21 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ, вӗсене Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцине куҫарнӑ. Ун чухне 19 ӗҫчене шалу вӑхӑтра парса татман. Ҫавӑн пекех отпускра пулманшӑн компенсаци тӳлемен. Пӗтӗмпе – 500 тенке яхӑн. Прокуратура медицина учрежденийӗн ертӳҫине административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 4 пин тенкӗ штра тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Космонавтика кунӗнче, Чӑваш Енре «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу ирттерӗҫ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Хастарсемпе спортсменсем велосипед ҫине ларса Андриян Николаев космонавтӑн тӑван тӑрӑхне, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла, ҫитӗҫ. Ку акцие 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр вӑл Мӑнкунра иртнӗ. Ҫавна май унта 120-130 ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал 100 ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Чупура 20 ҫухрӑм парӑнтарма тивӗ. Акци «Эпир космоссӑр тата велосипедсӑр пурӑнаймастпӑр» ятпа иртӗ. Финиша ҫитсен «Эпир космоссӑр пурӑнаймастпӑр» фильма кӑтартӗҫ. Вӑл «Оскар» премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Космонавтика музейне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Шупашкарти нумай ачаллӑ амӑшӗ «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Нумаях пулмасть ун патне банкран шӑнкӑравланӑ та пенисене тӳлемеллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм вара кредит нихӑҫан та илмен. Картта ачан пулнӑ – шкулта апатланмалли. Унта кредит лимичӗ 10 пин тенкӗпе танлашнӑ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, укҫа пӗтмесӗр унтан татах илнине пӗлмен вӑл. Хӗрарӑм чи малтанах вӑрӑ-хурахсем пирки шухӑшланӑ, тӳрех полици уйрӑмне кайма шухӑшланӑ. Амӑшӗн шухӑшне пӗлсен ачасенчен пӗри айӑпне йышӑнса акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл 2015 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑл амӑшӗн картти ҫинчен тӗнче тетелӗнче танкла вылямашкӑн тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл шкулта апатланас вырӑнне танкла вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре деклараци кампанийӗ малалла пырать. Ӑна тишкерсен ҫакӑ паллӑ: республикӑра укҫа-тенкӗ енчен катӑк пурӑнман ҫын самай. Налук служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри 15 ҫын декларацире 10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнине палӑртнӑ. 987 ҫыннӑн вара тупӑшӗ 1-10 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 109 пин деклараци тӑратнӑ. Кампани ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ака уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче налук службин инспекцийӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ку ҫынсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене уҫӑмлатма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ирхи 8 сехет тӗлне дежурнӑй диспетчер службине шӑнкӑрав килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче Атӑлта виҫӗ пулӑҫ пӑр ҫине кӗнӗ, анчах вӑл катӑлса юхма тытӑннӑ. Ку Шупашкарти ГЭС тӗлӗнче пулнӑ. Арҫынсене иртен-ҫӳрен курнӑ. Ҫӑлавҫӑсен патруль служби вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Пулӑҫсене пӑр катӑкӗ ҫыранран 300 метр аякка илсе кайнӑ. Пӗрне, шӑнса кайнӑскере, ҫыран хӗррине эвакуациленӗ. Иккӗшӗ пулӑшу кирлӗ маррине пӗлтернӗ. Вӗсен хӑйсен резина кимӗ пулнӑ-мӗн. Анчах хӑйсен ҫӑлав жилечӗ пулман. Телее, лару-тӑру лайӑххипе вӗҫленнӗ. Экстремалсем ҫыран хӗррине 8 сехет те 50 минутра тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра 100 пине яхӑн ача уйлӑхра канӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗнче ачасене ҫулла канма яма путевкӑсем валли заявленисем йышӑнма тытӑннӑ. Путевкӑн хакне тӗрлӗрен тӳлемелле. Камӑн мӗн чухлӗ кӑларса хурасси ҫемьери тупӑшран килет. Асӑннӑ центр урлӑ илекенсемшӗн вӑл йӳнӗ ларӗ: вӗсен хакӑн 5 процентне кӑна саплаштармалла. Кун пек путевка пирки ӗмӗтленекенсен социаллӑ хӳтлӗх пайӗнчен сахал тупӑшлине ӗнентерекен справка илсе пымалла. Пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьерисене, сусӑрсене, тӑлӑхсене пачах та тӳлеттермеҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, аса илтеретпӗр, ачасен ҫуллахи канӑвне пырса тивекен ыйтӑва ЧР Правительствинче сӳтсе явнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн ятне Чӑвашнацителерадиокомпани эфирӗнче тата Чӑваш радиора асӑнма хушман. Кун пирки пире Валерий Владимирович хӑй шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ. Нумай пулмасть халӑх поэчӗн «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххи тутарла тухнӑччӗ. Ҫакӑн пирки республикӑри радио эфирӗсенче Валерий Туркайпа интервьюсем тухмалла пулнӑ. Пӗри — «Атӑлпа Урал хушшинче» ярӑмра (ӑна Николай Мулянов илнӗ), тепри — Иван Перовпа хатӗрлени. Валерий Владимирович каласа панӑ тӑрӑх унӑн ятне эфирта асӑнассине Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Иванов Александр Степанович чарнӑ. Ҫапла май ҫак интервьюсем эфира тухман. «Хура списока» поэт Михаил Игнатьева критикленӗшӗн лекнӗ тесе сӑлтавлаҫҫӗ. Валерий Туркай 1961 ҫулта Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Валери Туркай Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни шутланать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |