Республикӑра
![]() Ҫитес уйӑхран хваттер укҫи хакланӗ. Ҫапла вара газшӑн та, шывшӑн та, ҫутӑшӑн та ытларах тӳлеме тытӑнӑпӑр. Шупашкар хулине илес пулсан, ӑшӑшӑн тӳлесси кӗсьене мӗн чухлӗ ҫӳхетме тивесси ҫурта мӗнле компани ӑшӑпа тивӗҫтернинчен килет. «Т Плюс» хака 6,7% хӑпартӗ, «КТ» текенни — 4,4%. Газ плитиллӗ кил хуҫисен ҫутӑ укҫине ҫитес уйӑхран 6,4% нумайрах тӳлеме тивӗ, электричество плитиллисен — 6,6%. Шывшӑн тата таса мар канализацишӗн хак тепӗр чӗрӗк чухлӗ ӳсмелле. Тӳре-шара ҫынсене сахал тупӑшлисене субсиди парса пулӑшни пирки аса илтерет. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна республикӑн тӗп хулинче коммуналлӑ пулӑшу ҫӑмӑллӑхне кӳме хыснаран 51,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӑмӑллӑхпа 6,7 пин тыла ҫемье усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетесшӗн. Кун пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче РФ Гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен, ҫутҫанталӑк инкекӗсен шырлӑхне сирес ӗҫсен министерствин Тӗп регионти центрӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Баженовпа тата РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионсенчи центрӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Паньшинпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулнӑ чух сӑмах хускатнӑ. Михаил Игнатьев федераци округӗнчи тӗп управленипе республикӑри влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем килӗштерсе, тухӑҫлӑ ӗҫленине, регионта пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе пысӑк тимлӗх уйӑрнине каланӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫӑва Чӑваш Енри ГКЧС ертӳҫи Вениамин Петров, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна ҫынна хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. Ку 2015 ҫулхи ҫуркунне пулнӑ. Ҫак арҫын тата хур курнӑ ҫын Аҫтӑрхан облаҫне укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӗсем эрех ӗҫнӗ. Икӗ арҫын хирӗҫсе кайнӑ. 41 ҫултискер лешне чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ӳкнӗ. Лӑпланман вӑл — ӑна кӑритура сӗтӗрсе тухнӑ та каллех икӗ хутчен ҫапнӑ. Хальхинче — кӑкӑрӗ тӗлӗнчен. Лешӗн пуҫӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Ҫавна май арҫын психика чирӗпе аптӑрама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Филипп Киркоров чӑваш кӗпишӗн хытах савӑннӑ Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри, Раҫҫей халӑх артисчӗ Филипп Киркоров ӗнер чӑваш кӗпиллӗ пулса тӑнӑ. Унта чӑваш наци орнаменчӗпе юрӑҫ тата шоу ячӗсене ҫырса хунӑ. Филипп Киркоров портретне те вырнаҫтарнӑ. Паллӑ юрӑҫа кӗпене республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парнеленӗ. Раҫҫей эстрадинче поп-патша тесе калакан юрӑҫ ӗнер Шупашкарта концерт лартнӑ. Унта Михаил Игнатьев ҫемйипех кайнӑ: мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа, ывӑлӗпе Иванпа, хӗрӗпе Марийӑпа. Артистпа вӗсем концерт пуҫланас умӗн калаҫнӑ. Элтепер эстрада ҫӑлтӑрне ӑшшӑн йышӑннӑ май Филипп Киркоров пултарулӑхне юратакансем республикӑра йышлӑн пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл ӑна чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнтартнӑ. Парни тата шӑп та лӑп пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑхӗн биотехнологипе агрономи факультетӗнче ӑс пухакан студентсем шӑматкунлӑха тухнӑ. Ҫапла майпа вӗсем тавралӑхри хӑтлӑх мӗнле пулни кашни ҫынран килнине кӑтартнӑ. Студентсем ҫурт картишӗсенче пулнӑ, хӑтлӑха тӗрӗсленӗ, сӑн ӳкернӗ. Студентсем ҫӑпла майпа «Ачасем — пирӗн пуласлӑх» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Акци пулӑшнипе вӗсем халӑха тавралӑха хисеплеме, ӑна упрама вӗрентесшӗн. Ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫне яваплӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем хӑтлӑх кӗртмелли объекта тӗплӗн пӑхса ҫаврӑннӑ. Малтанах студентсем Шупашкарти Мускав проспектӗнчи, Кривов тата Пирогов урамӗсенчм ача-пӑча лапамӗсене ҫӳп-ҫапран тасатма палӑртнӑ. Ӗҫ хӑвӑртрах пултӑр тесе вӗсем ушкӑнсем ҫине пайланнӑ. Лапама тирпейлесе пӗтерсен вӗсем наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ. Ҫапла ку лаптӑка Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем пуҫтарни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай район администрацийӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхне тата унӑн пӗлӗшне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа сӑптӑрнӑшӑн айӑпласшӑн. «Тӑвай пики» илемлӗх конкурсне кӗмешкӗн билетсене укҫалла сутнӑ-мӗн вӗсем. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013–2015 ҫулсенче пай пуҫлӑхӗ культура учрежденийӗн директорне билет хатӗрлеме, вӗсене 100 тата 150 тенкӗпе сутма хушу панӑ. Ҫапла ҫулсерен иртекен илемлӗх конкурсне ҫынсем укҫа тӳлесе кӗнӗ. Ҫак тапхӑрта пӗтӗмпе 110 пин тенкӗ услам тунӑ. Укҫине вара пӗтӗмпех хӑйӗн кӗсьине чикнӗ. Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче чиновница хушнипе муниципалитет учрежденине унӑн пӗлӗшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Арҫын ӗҫ вырӑнне килмесӗрех ӗҫ укҫи илнӗ. Хайхискерсем укҫа-тенке хӑйсем хушшинче пайланӑ. Ҫапла вӗсем Тӑвай районӗн хыснине 57 пин тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Сӑмах май, суд чиновницӑн банк картти ҫинчи 20 пин тенке тата пӗлӗшӗн урапине арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Республика кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртӗ. Элӗк районӗ валли уява ирттермешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку ҫитмест ахӑртнех — район администрацийӗн сайтӗнче спонсорсенчен, ырӑ чунлӑ ҫынсенчен пулӑшу кӗтни пирки пӗлтернӗ. «Чӑвашсем каланӑ тӑрӑх, ырӑ ӗҫ туса ывӑнма ҫук. Йӗркелӳ комитечӗн Республика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хатӗрленнӗ ҫӗре хутшӑнма чӗнет». Паллах, пулӑшу ыйтма чаракан саккун ҫук. Ҫавӑнпа элӗксем халӑх пулӑшӑвне кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5,5 пине яхӑн ҫын официаллӑ майпа ӗҫсӗр шутланать. Ваканси вара темиҫе хут нумайрах. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценрсенче паянхи куна 14,5 пин ваканси шутланать. Ведомство ертӳҫи Сергей Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ака-ҫу уйӑхӗсенче републикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ тӑрук чакнӑ. Ҫак тапхӑрта тӳрех 700 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ. Министерство панкрута тухма пултаракан предприятисене сӑнасах тӑрать. Тӗслӗхрен, Шупашкарта пулнӑ «Данон» савутра вӑй хунӑ ҫынсене пурне те ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫавах центр «пушӑ» юлмӗ, кунта кӗҫех «Чӑвашавтодор» ӗҫченӗсем килме тытӑнмалла. Тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлекенсем тӗлӗшпе те питӗ тимлӗ. Халӗ 17 предприятире 7857 ҫын кунашкал мелпе тӑрӑшать. 7400 ҫын эрнере 4 кун тӑрӑшать. «Трактор савучӗсем» концернра тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем нумай. Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ Канашра, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Шупашкар районӗнче ҫивӗч. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче ҫурт ҫунса кайнӑран нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР Правительстви вӗсене пулӑшу кӳме шантарнӑччӗ. Укҫан пулӑшмашкӑн Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен парӗҫ. Кашни ҫемьене 780 пин тенкӗ пама палӑртнӑ. Укҫа-тенкӗпе ҫеҫ мар пулӑшма палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствине ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ ҫемьесенчи ачасене ҫуллахи уйлӑха ярас тӗлӗшпе ӗҫлеме хушу панӑ. Пушарта шар курнисем хальлӗхе тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Икӗ ҫемье интернат шкулӑн ҫуртне куҫнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьене муниципалитетри ҫурт-йӗр фондӗнчен пурӑнмалли кӗтес уйӑрса парӗҫ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Элтеперӗ ячӗпе Абхазирен тав ҫырӑвӗ килнӗ. Унӑн авторӗ — Абхази Республикин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Игорь Ахба. Игорь Ахба Михаил Игнатьева пирӗн тӑрӑхра вӗсен делегацине ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн ырласа ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Эпӗ Абхази Республикин Президентне Чӑваш Енре питӗ сумлӑн кӗтсе илнине, ҫулҫӳрев программи интереслӗ те тухӑҫлӑ пулчӗ тесе пӗлтертӗм. Рауль Джумкович хӑйӗн сӑмахӗнче ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Республикине килме йыхравланине тепӗр хут ҫирӗплетсе каларӗ. Делегаципе хӑвӑра, Михаил Васильевич, йыхравлать. Сире тата сирӗн республика ертӳлӗхне тепӗр хут тав тӑватӑп. Пӗлсех тӑратпӑр, малашне те Чӑваш Республикипе Абхази Республики юлташла тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлессе, ӗҫлӗ ҫыхӑнусем ҫирӗпленсе вӑй илессе», — тесе шӑрҫаланӑ ҫырура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |