Вӑйӑпа астарнӑРеспубликӑра
![]() Шупашкарта суд сакки ҫине 41 ҫулти арҫын ларнӑ. Ӑна астармӑш вӑйӑсен бизнесне саккунсӑр майпа йӗркеленӗшӗн айӑпланӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулта вӑл Шупашкарти автовокзалран инҫех мар хуҫасӑр киоск тупнӑ та унта вӑйӑ салонне йӗркеленӗ. «Бизнес» валли 8 компьютер туяннӑ, 8 ҫынна ӗҫе йышӑннӑ. Анчах услам нумая пыман — 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче казинона полицейскисем ҫитнӗ. Вӗсем унти хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ. Ҫапах арҫын лӑпланман. Вӑл каллех компьютерсем туяннӑ, ҫав ҫынсенех ӗҫе чӗнсе илнӗ. Хайхискер ҫав вырӑнтах астармӑш вӑййисен салонне йӗркеленӗ. Хальхинче те казино нумай ӗҫлеймен — ҫав ҫулах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хупнӑ. Суд арҫынна ҫирӗп режимлӑ тӗрмене 8 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Ӑна унччен те айӑпланӑ. 2006 ҫулта суд ӑна йӗплӗ пралук леш енне 6 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Руль умне правсӑр ларакансемшӗн Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ҫул-йӗрӗ хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗн подразделенийӗсен тата Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн управленийӗн ӗҫченӗсене явап тыттарнӑ. Ведомство шайӗнче ирттернӗ канашлура министр водитель удостовернийӗ ҫук ҫынсем руль умне ларасран профилактика енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменшӗн ӳпкеленӗ. Ӳпкеленӗ кӑна та мар, ҫирӗп асӑрхаттарнӑ. Пӑтӑрмахсем ӳлӗмрен тата сиксе тухсан яваплисене ӗҫ вырӑнӗнчен хӑтарасси пирки те систернӗ министр ирттернӗ канашлура. Аса илтеретпӗр, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Шупашкар хулин сити менеджерӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулти ывӑлӗ правасӑрах руль умне ларнӑ, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса умри урапаран иртме хӑтланса тепӗр машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарта 5 ҫулти ача аслисемсӗр юлсан Винкс пулас тенӗ. Асламӑшӗ ун чухне лавккана кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрача мультик пӑхнӑ. Шӑпах Винкс пирки кӑтартнӑ. Хӗрача мультикри сӑнар пулас тесе хӑйне чӗртсе янӑ. Ҫапла вӑл кӗлеткин 50 процентне суранлатнӑ. Халӗ унӑн тата темиҫе операци ирттерме тивӗ. Хӗрача пирки Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ. Ку пӑтӑрмах ҫур ҫул каяллах пулнӑ. Соня пӑтӑ ҫиес темен, ҫавӑнпа асламӑшӗ лавккана пельмен патне чупнӑ. Вӑл килте 40 минут пулман. Соня мультик пӑхса Винкс фея пек пулма хӑтланнӑ та газ плитине ҫутнӑ, патак илсе сулкалашма тытӑннӑ. Ҫулӑм тумне ярса илнӗ. Малтан вӑл алшӑллипе ҫулӑма сӳнтернӗ. Унтан ваннӑна кӗрсе шыв сапнӑ. Кайран аялалла чупса кайнӑ. Кӳрши курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тӑватӑ кунран ачана Чулхулари пульницӑна ӑсатнӑ. Темиҫе уйӑхра 7 операци тунӑ ӑна. Халӗ ӑна сусӑр пулнине ӗнентерекен хут панӑ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӳлӗмре Винкспа ҫыхӑннӑ плакатсене, теттесене илсе пӑрахнӑ. Ача халӗ урама тухма хӑрать. Вӑл шӑнаран, вӑрӑм тунаран шикленет. Унпа психолог ӗҫлет. Соня пирки Елена Малышевӑн «Жить здорово» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан, шкула ҫӳрекен пике ҫулла укҫа ӗҫлесе илме шухӑшланӑ. Анчах хӑйне евӗр «ӗҫ» тупнӑ вӑл. Хӗр спайса пӗр вырӑнтан теприне куҫарнӑ. Унтан ӑна туянакана илнӗ. Вӑрттӑн вырӑнсен паллисене пике тӗнче тетелӗнчен пӗлнӗ. Кун пирки ӑна «ӗҫпе тивӗҫтерекен» хыпарланӑ. Хӗр наркотике вырӑнтан вырӑна куҫарнӑшӑн 100 тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ. Анчах ҫур ҫултан ӑна оперативниксем тытса чарнӑ. Наркополицейскисем 52 грамм наркотик туртса илнӗ. Суд шкул ачи тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна ирӗкрен 2 ҫул та 10 уйӑхлӑха хӑтарнӑ. Ку вӑхӑта вӑл юсанмалли колонире ирттерӗ. Анчах ӑна «ӗҫпе тивӗҫтерекен» ҫын ирӗкре-ха. Халӗ ӑна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче 13 хваттерлӗ ҫуртра пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ. Телее, пушарта никам та вилмен. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе, инкек тӳснӗ ҫынсене ЧР Министрсен Кабинечӗн резервӗнчи укҫа-тенкӗпе пулӑшӗҫ. Ҫуртра нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье пурӑннӑ. Кашнинче — виҫшер ача. Хальлӗхе вӗсем тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Пушар ҫурт тӑррине йӑлтах сиенлетнӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Паян Йӗпреҫ район администрацийӗнче пуҫлӑх пӳлӗмӗнче штаб ларӑвӗ пулнӑ. Унта шар курнӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Ларура ҫемьесене укҫан пулӑшасси, вӗсене вӑхӑтлӑха ӑҫта вырнаҫтарасси пирки калаҫнӑ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Михаил Игнатьев кун пирки Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Горбуновпа калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийӗсене ҫитсе килнӗ, вӗсен ӗҫӗпе паллашнӑ, таварсен хакӗпе кӑсӑкланнӑ. Чи малтан ир-ирех Михаил Игнатьев «Николаевский» пасара ҫитнӗ. Элтепер тӗрлӗ тавар пахалӑхне пӑхнӑ тата хӑш ҫӗршывран илсе килнипе кӑсӑкланнӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби. Сутуҫӑсем таварсен хакӗ пирки чарӑнса тӑнӑ, ҫӗрулмине пӗр килограмне 8–10 тенкӗпе сутнине пӗлтернӗ, хӑяр — 40 тенкӗпе. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ предпринимательсемпе калаҫнӑ, вӗсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче обществӑлла транспорт пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Николаевский» суту-илӳ комплексӗ патне маршрут уҫма пулмасть-ши тесе ыйтнӑ халӑх. Ыйтӑва татса пама вырӑнти ертӳлӗхе кирлӗ пек мерӑсем шырама каланӑ. «Ҫынсене пасара ҫӳреме яланах меллӗ пултӑр тесен, транспортӑн, паллах ҫӳремелле», — тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май. Усламҫӑсене налук ыйтӑвӗсем те кӑсӑклантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Вӑрман касакансен конкурсне хутшаннисем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Шупашкар-арена» пӑр керменӗн территорийӗнче «Лучший вальщик леса – 2016» (чӑв. Чи лайӑх вӑрман касаканӗ) республика шайӗнчи IХ конкурс иртнӗ. Професси ӑсталӑхне палӑртмалли конкурса республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн министерствипе Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви йӗркеленӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва Чӑваш Енри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи вӑрман касакан 14 ҫын хутшӑннӑ. Тупӑшас шухӑшлисен икӗ ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ пулнӑ. Вӑрман касма ирӗк паракан свидетельство пуррипе ҫуккине те пӑхнӑ. Пӗрремӗш вырӑна «Стройавтохозяйство» пуҫлӑхӗ Артем Шашков йышӑннӑ. Иккӗмӗшенче — «Лесной двор» обществӑра ӗҫлекен Андрей Епифанов, виҫҫӗмӗшне маларах асӑннӑ «Стройавтохозяйствӑри» Андрей Веселицкий тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Юсанмалли 6-мӗш колонире ларакан Андрей Соколов голодовка тӑвасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл унта ҫынна вӗлернӗшӗн ултӑ ҫул ларать. Арҫын пулӑшу ыйтать. Айӑпланнисене прависене пӑснӑ тесе вӑл темиҫе кун каялла выҫӑ тытасси пирки заявлени ҫырнӑ. Вӑл УФСИНа, прокуратурӑна пӗрре мар заявлени янӑ. Вал каланӑ тӑрӑх, юсанмалли колонисенче айӑпланнисен прависене пӑсаҫҫӗ. Андрей патне ҫырӑнмасӑр пурӑнакан арӑмне те кӗртмеҫҫӗ-мӗн. Выҫӑ тытни пирки заявление вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫырнӑ. Анчах ӑна пӑхса тухман. Каярахпа колони администрацийӗ заявление йышӑннӑ. Айӑпланнӑ ҫынна уйрӑм пӳлӗме вырнаҫтарнӑ-и? Тухтӑр сӑнаса тӑрать-и? Паллӑ мар. Сӑмах май, юсанмалли 6-мӗш колонире, правӑсене хӳтӗлекен Андрей Глухов каланӑ тӑрӑх, айӑпланнисем ҫӑхав ҫырнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ачасем ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ тӗслӗхсем пирки сӑмах хускатнӑ. Ку ыйту ӑна самай хумхантарать, мӗншӗн тесен кунашкал тӗслӗх сайра тӗл пулмасть. Ҫулла ҫынсем чӳречесене уҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере республикӑра ҫул ҫитмен икӗ ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Пӗр тӗслӗх Муркаш районӗнче пулнӑ. Икӗ ҫул ҫурӑри ача халӗ реанимацире выртать. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ. Тепӗр тӗслӗх Канашра пулнӑ. Унта, шел те, ача вилнӗ. Вӑл нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен ӳкнӗ. 10 уйӑхри пепке сывлама чарӑннӑ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта кунашкал тӗслӗх нумай пулнӑ. Ун чухне 5 ача ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 2015 ҫулта пилӗк ҫемье шар курнӑ. Ку инкек москитлӑ сеткӑсене пула сиксе тухать. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Алена Павлова (хӗр чухнехи хушамачӗ Кириллова) пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ. Ӗҫтешӗсем ачисене, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 1 тултарнӑ Кристинӑпа Вероникӑна тата 3-ри Кирила, кайса курнӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ. Ачасем валли парнесем туянмашкӑн ПТРК ӗҫченӗсем укҫа пухнӑ. Хӗрачасем валли велосипед, асли валли самокат, «Лего» туяннӑ. Ытти теттесем те, пылак ҫимӗҫ те илсе килнӗ вӗсем. Ачисем ашшӗпе ӳсеҫҫӗ, кукамӑшӗпе кукашшӗ пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ачасемшӗн амӑшӗ — кукамӑшӗ. Хӗрачасем амӑшне аса илтереҫҫӗ. Кристина Аленӑ пекех. Халӗ ачасем утма хӑтланаҫҫӗ. Йывӑр самантра ҫемьене ҫынсем пулӑшнӑ. Аленӑпа университетра ӑс пухнӑ ҫамрӑксем укҫан пулӑшнӑ. Аленӑн амӑшӗ Валя Езюковӑна, Кирилӑн хреснамӑшне, уйрӑмах тав тунӑ. Вӑл пуҫарнипе ҫамрӑксем укҫа пухнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |