Республикӑра
![]() Ҫамрӑксем каникул вӑхӑтӗнче укҫа ӗҫлесе илме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрисем уйлӑхсенче вожатӑйра тӑрӑшаҫҫӗ, теприсем пуйӑсри проводнике ӗҫлеме вырнаҫаҫҫӗ. Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗнче «Пассажир вакунӗнчи проводник» вӗренӳ иртнӗ. Унта студентсем 220 сехет ӑс пухнӑ. Вӗсем хӑйсем экономикӑна тата Раҫҫей саккунӗсене хӑш шайра пӗлнине тӗрӗсленӗ. Чукун ҫулӑн пӗтӗмӗшле курсӗ, пассажирсене пулӑшу кӳни тата ытти темӑпа вӗреннӗ вӗсем. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 80 ҫамрӑк квалификаци экзаменне тытнӑ, удостоверени илнӗ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче 47 яш-хӗр «Питӗр – Анапа» рейсра ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Сӑмах май, пӗлтӗр ку енӗпе ҫулла 47 ҫын ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элтепер чыславне тивӗҫнӗ усламҫӑсем Нумаях пулмасть К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫейри усламҫӑсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ. Мероприятие чӑваш парламенчӗн спикерӗн ҫумӗ Николай Малов, Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов, республикӑри суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин, ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ уяв пӗлтӗрхи ҫул ӗҫ кӑтартӑвӗсене тишкерме май панине, малашлӑхри тӗллевсене палӑртма, пултаруллисене чыслама ирӗк панине асӑннӑ. Усламҫӑсем производствӑсем уҫса, хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе тата хыснана налук тӳлесе, халӑха кирлӗ таварсемпе тата пулӑшупа вӑхӑтра тивӗҫтерсе республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвне питех те паха тӳпе хывнине уйрӑммӑн ырласа каланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене шута илме палӑртнӑ. Ҫавсем миҫен пулнине шутласа кӑларма республикӑра пӗрлехи информаци бази йӗркелӗҫ. Ку ӗҫе яваплисен виҫӗ уйӑхра туса пӗтермелле. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене картса пыма, вӗсен хисепне шутласа кӑларма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак эрнере, эрнекун, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, правӑна сыхлас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗнче хушнӑ. Канашлура Элтепер килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене социаллӑ пурнӑҫа хӑнӑхтарас темӑна хускатнӑ май хайхисене асӑрхаса-сӑнаса тӑмасан вӗсем обществӑри тӑнӑҫ лару-тӑрӑва пӑсма, «регионти ӗҫлӗ климата япӑхлатма» пултараҫҫӗ. Пурӑнма вырӑн ҫук ҫынсен пӗрлехи базине пухассишӗн яваплисен шутӗнче информаци ушкӑнӗсен ертӳҫисене, ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене асӑннӑ. Республикӑн Финанс министерстви, Элтеперӗн Администрацийӗн Тӗрӗслев тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ те ку ӗҫре айккинче тӑрса юлаймӗҫ. Вӗсен килсӗр-ҫуртсӑррисене тытса тӑма мӗн хака ларнине шутласа кӑлармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри харӑсах темиҫе массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пуҫлӑхсене шыранине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радио компанийӗн ертӳҫи валли кандидатсенчен заявлени йышӑнма пӑрахнӑ. Конкурса, астӑвасса, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑччӗ. Ку хыпара халӗ республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен сайтӗнче асӑрхамарӑм. Александр Магарина вӑл должноҫрен иртнӗ уйӑхӑн 14-мӗшӗнче хӑтарнӑччӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакторне утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче палӑртмалла. Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн сайтӗнче «Советская Чувашия» хаҫат редакторне палӑртма конкурс валли заявленисене ҫӗртмен 14-мӗшӗччен йышӑнассине пӗлтернӗ. Хӑшӗсем вара ку хыпар пирки унчченхи редакторах ҫӗнӗрен ҫирӗплетмелли процедура тесе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иван тунӑ сӑн Ҫӗркаҫ, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӳп-ҫап свалки ҫунма тытӑннӑ. Вырӑнти администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара паян 11 сехетре ҫеҫ сӳнтернӗ. Ку свалкӑна районти мӗн пур ҫӳп-ҫапа килсе тӑкнӑ. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Ҫӑра тӗтӗм ҫывӑхри ялсене ҫитнӗ. «Тӗтӗм пӗр уйӑх пулӗ ӗнтӗ. Торф пек мӑкӑрланса выртӗ. Ку, ахӑртнех, такамӑн ӗҫӗ. Халӑх ӑна хуптарассишӗн пӗрре мар ыйту ҫӗкленӗ, анчах усӑсӑр», — тенӗ ҫав тӑрӑхри Иван. Пушара сӳнтернӗ. Ҫуннӑ вырӑна тӑпрапа хупланӑ. Пӗтӗмпе 70-80 тӑваткал метр ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Эсӗ манӑн тӗлӗке килетӗн…» куравра Православи тухтарӗсен обществин медсестрисемпе ыркӑмӑллӑх сестрисем Афган вӑрҫинче пулнӑ медсестрасемпе тӗл пулнӑ. Ӑшшӑн калаҫса ларнӑ, экскурси ирттернӗ. 1980 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 10 хӗрарӑма Афганистана аманнисене сиплеме янӑ. Наталия Максимовӑпа Тамара Петрова Афганистанра 1981 ҫулхи юпа уйӑхӗччен пулнӑ. Вӗсем палатӑсенче пурӑннӑ. Госпитальте палаткӑра пулнӑ. Условисем пулман. Медиксем салтаксене леш тӗнчерен кӑларнӑ тесен те йӑнӑш мар. Пирвайхи ҫулсенче медиксене питӗ йывӑр килнӗ. Тухтӑрсем ҫитмен, таса шыв та пулман. Совет Союзӗнче тахҫанах маннӑ инфекцисем ҫеҫ ӗрченӗ. Кун пирки пухӑннисене Наталия Максимова, Тамара Петрова, Светлана Егорова, Елена Алексеева каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлесем ыйтнипе «Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса «лармалли» вакун кӗртнӗ. Кун пирки «Раҫҫей чукун ҫулӗ» АУОн филиалӗ пӗлтерет. Паянтан, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫынсем тата Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ ыйтнипе ҫӳлерех асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса лармалли вырӑнсемлӗ вакун кӗртнӗ. Ку улшӑнӑва «студентсене илсе ҫӳремешкӗн» йышӑннӑ. Хушма вакуна эрнекунсерен яраҫҫӗ. Хусантан вара вӑл вырсарникун кайӗ. Пуйӑс Чӑваш Енре тӑватӑ вырӑнта чарӑнӗ: Ҫӗмӗрлере, Вӑрнарта, Канашра, Вӑрмарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Прокуратурин ӗҫченӗсем Александр Петрович Лбовӑн вилтӑприне йӗркене кӗртнӗ. Ӑна 1922 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн пӗрремӗш прокурорне лартнӑ. Ку должноҫра вӑл 1928 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хӑй ирӗкӗпех кайнӑ вӑл. Кайран халӑх хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Лбова 1937 ҫулта арестленӗ. Вӑл контрреволюционер имӗш пулнӑ. Ӑна тӳрленмелли лагере 10 ҫуллӑха янӑ. Ирӗке тухсан тепӗр икӗ ҫултан каллех арестленӗ. Контрреволюциллӗ пропагандӑпа тата агитаципе ӗҫленӗ тесе айӑпланӑ. Ӑна Красноярск крайне мӗн виличченех ссылкӑна ӑсатнӑ. 1956 ҫулта ӑна реабилитациленӗ те вӑл Чӑваш Ене таврӑннӑ. Александр Лбов 1975 ҫулта вилнӗ. Пӗрремӗш прокурорӑн вилтӑпри — Шупашкар районӗнче. Вӑл унччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви терроризмпа кӗрешессине ахӑртнех хӑй ҫине илӗ. Ятарлӑ службӑсем вырӑнне тимлеме тытӑнмӗ-ха паллах, анчах ҫав енпе хӑш-пӗр тивӗҫ ун ҫине куҫма пултарать. Ӗнер республика правительствин черетлӗ ларӑвӗнче Информаци тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйсен положенине улшӑну кӗртме хатӗрленӗ саккун проектне пӑхса тухнӑ. Ӗҫлӗ ҫак хута яваплисем 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче федераци шайӗнче йышӑннӑ 35-мӗш номерлӗ «О противодействии терроризму» (чӑв. Терроризма хирӗҫ тӑрасси) саккунпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Саккуна йышӑнсан министерствӑна хушма яваплӑх тивӗ, унӑн терроризма хирӗҫле саккунпа ҫыхӑннӑ самантсемпе те тимлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Чутай пикине» палӑртнӑ. Унта кӑҫал пилӗк пике хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне, чӑваш чӗлхине, халӑх йӑлине мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Кашниех хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ. Малтанах «Визит карточки» пулнӑ, хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Кайран чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсемех хатӗрленӗ. Кӑҫал «Чутай пики» ята Татьяна Мурайкина ҫӗнсе илнӗ. Куракансем Анна Сармандейкинӑна кӑмӑлланӑ. «Хӳхӗм пике» номинацире Анастасия Фондеркина ҫӗнтернӗ. «Ҫепӗҫ пике» вара — Татьяна Ефремова. «Ӑс пике» номинацире Карина Селянкина мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫе, Татьяна Мурайкинӑна, Чӑваш наци конгресӗ Крымра канмашкӑн сертификат панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |