Республикӑра
![]() Ярмушкари Калошевсен палӑкӗ Палӑка хальлӗхе ачисем хайсемех тӳленӗ-ха. Анчах ашшӗ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнӑ май тӑкаксене саккунпа килӗшӳллӗн хыснаран саплаштарӗҫ. Сӑмахӗ кунта Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пурӑннӑ Михаил Калошев ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ пирки пырать. Вӑл иртнӗ ҫул пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, мӑшӑрӗ вилнӗ хыҫҫӑн уйӑхран, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те 90 ҫул урлӑ каҫнӑ. Михаил Михайловичпа Мария Филимоновна Калошевсене хисеп туса ачисем вӗсен вил тӑприсем ҫине пысӑк палӑк лартни пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтереҫҫӗ. Михаил Михайлович Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 1924-мӗш ҫулхи чӲк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Уйкас Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ҫитӗнсен выльӑх тухтӑрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи ҫамрӑк каччӑн ӗмӗтне татать. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнӑ. Вунсакӑр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, ӑна вӑрҫа ӑсатнӑ. Вӑрҫӑран вӑл 1947-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче таврӑннӑ. Ҫав ҫулах раштав уйӑхӗнче кӳршӗ ял хӗрӗпе Мария Филимоновнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Шупашкарти шкул ачисемпе ҫамрӑкӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Астӑвӑм вахти» акцие хутшӑнса Севастопольте тата Тверь облаҫӗнче пулнӑ. Ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем салтак ӳчӗсене юлашкине тупнӑ. Кунта стрелоксен 35-мӗш дивизийӗнче пирӗн ентешсем пуҫ хунӑ. Ҫамрӑксем хӑйсем тупнӑ япаласем пирки Шупашкар хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова каласа кӑтартнӑ. Вӗсем, тӗслӗхрен, «Сталинец-2» тягачӑн урапине тупнӑ. Вӑл халӑх хуҫалӑхӗ валли пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна Хӗрлӗ ҫара илсе кайнӑ. Ачасем ытларах флягӑсем, гильзӑсем, патронсем тупнӑ. Вӗсене кӗҫех шкул музейне парӗҫ. Севастопольте ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи патронсӑр пуҫне Крым вӑрҫинчи пульӑсене те тупнӑ. Шупашкарта шырав юхӑмӗ аталансах пырать. Шкулсене ашшӗ-амӑшӗ укҫан пулӑшать. Темиҫе ҫул каялла шырав ӗҫне пӗр шкул кӑна хутшӑннӑ тӑк халӗ ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене хулари тӑватӑ шкул ачисем каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗрлӗ хӑна пулса курать. Унта таҫтан та килеҫҫӗ, чӑвашсен илемлӗ тӗррипе паллашаҫҫӗ. Паян, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, музейра Киров облаҫӗн культура министрӗ Андрей Скальный пулса курнӑ. Унта вӑл ЧР культура министрӗн ҫумӗпе Вячеслав Ориновпа пӗрле ҫитнӗ. Андрей Борисович здани архитектурипе, унӑн историйӗпе паллашнӑ, музей экспозицине, «Наци тӗррин асамлӑхӗ» курава пӑхса ҫаврӑннӑ. Уйрӑмах XVIII ӗмӗрти тӗрӗпе кӑсӑкланнӑ вӑл. Киров облаҫӗн культура министрне «Серебряная кладовая» пултарулӑх проектне пурнӑҫа кӗртни те интереслентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ, 1996 ҫул… Шӑп та лӑп 20 ҫул каялла Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ станцинче техногенлӑ катастрофа пулнӑ. Ун чухне пуйӑс тӳнсе кайсан ҫӗр ҫине наркӑмӑшлӑ фенол юхса тухнӑ. Ҫав вырӑнта пушар алхаснӑ. Пушара сӳнтернӗ 105 ҫын наркӑмӑшланнӑ. Пушарнӑйсем оперативлӑ майпа ӗҫлени пушара хӑвӑрт сӳнтерме май панӑ. Ҫавна пула ку пӑтӑрмах Чӑваш Еншӗн экологи катастрофине ҫаврӑнман. 20 ҫул хыҫа юлнӑ май Шупашкарта катастрофӑна пӗтерес ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсен тӗлпулӑвӗ иртӗ. Ликвидаторсем Ҫар мухтавӗн музейне ҫитӗҫ. Мероприятие РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн генерал-майорӗ Станислав Антонов та хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 9–12-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче 4 ача сӑвӑс ларнинчен шар курнӑ. Ҫак тапхӑрта ачасене сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗх тӑрук ӳснӗ. Шар курнӑ шӑпӑрлансенчен чи кӗҫӗнни 2 ҫултан та кӗҫӗнрех. Палӑртмалла: тӗслӗхсем пӗр ялта пулман. Кӳкеҫре, Хачӑкра, Мӑн Пӳкассинче, Ярӑскассинче пурӑнакан ачасем ҫине сӑвӑс ларнӑ. Шӑпӑрлансем 4, 6 тата 10 ҫултисем пулнӑ. Чи кӗҫӗнни — 1 ҫул та 9 уйӑхра. Вӗсен ӳтӗнчен кӑларнӑ сӑвӑссене кӑларса анализ тумашкӑн янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти гигиена тата эпидемиологи центрӗн эпидемиологӗ Елена Петрова каланӑ тӑрӑх, ку тӗслӗхсем тӗрлӗ ҫӗрте пулнӑ, вӑрман ҫывӑхӗнче мар. Сӑвӑссем тумпа хупламан ӳте тӑрӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри тӳре-шаран компьютерне вирус тапӑнать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Федерацин техника тата экспорт тӗрӗслевӗн служби информацие хӳтелесси пирки асӑрхаттарнине пурнӑҫлассипе ӗҫлени ҫинчен хыпарланӑ май REGNUM информаци агентстви пӗлтерет. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Степанов ведомствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе правительство ларӑвӗнче паллаштарнӑ. Тӳре-шаран компьютерне пӗлтӗр 900 ытла вирус кӗртме хӑтланнӑ. Ҫавсенчен хӑшӗ-пӗри ӗҫе чӑрмав кӳнине пула «служба информацине» блокада тунӑ. Ку пӑтӑрмах патшалӑхӑн 8 учрежденине пырса тивнӗ, ҫав шутра — влаҫ органӗсенне те. Республикӑра пурӑнакансем ИТ технологисемпе пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче анлӑ усӑ курнине те министр палӑртса хӑварнӑ. Чӑн та, ҫынсем ҫутӑ, газ счетчикӗсен кӑтартӑвне уйӑхсерен пӗлтерсе тӑнинчен пуҫласа «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) онлайн-сервис урлӑ кӑлтӑксем таранах систереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче туризмпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Кӑҫал ҫулла республикӑра ҫул ҫинче ҫӗнӗ кӑтартмӑшсем вырнаҫтарасшӑн. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен виҫӗ космонавтпа мухтанма пултарнине палӑртнӑ. Кун пирки кашни утӑмрах каламаллине пӗлтернӗ вӑл: информаци стенчӗсем ҫинче, туризм кӑтартмӑшӗсенче… Хӑш-пӗр ҫӗрте вӗсене йӗркене кӗртмелле, тепӗр ҫӗртре ҫӗнетмелле. Кӑна Республика кунӗччен туса пӗтерме сӗннӗ вӑл. ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Улатӑр хули ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине каланӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесӗнчен паломниксем килеҫҫӗ. Хӑнасене Хӗрарӑмсен мӑнастирне ҫитме йывӑр мар — кӑтартмӑшсем пур. Ҫӗрле информаци стенчӗсем ҫуталса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республика кунне хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Кӑҫал та, ытти ҫулти пекех, фейерверк фестивалӗ иртет. Вӑл икӗ куна тӑсӑлӗ. Пӗтӗм тӗнчери IX фейерверк фестивальне ҫӗртме уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче ирттереҫҫӗ. Салютсене кӳлмекре каҫхи 11 сехетре ярӗҫ. Кӑҫал унта 5 команда хутшӑнма заявка панӑ: Мускаври, Шупашкарти, Сергиев Посадри, Минскри (Беларуҫ), Казахстанри предприятисем. Пӗрремӗш кунхине командӑсем «Ҫӑлтӑр ҫулӗ» шоу кӑтартӗҫ. Жюри пайташӗсем вӗсене темиҫе номинаципе хаклӗҫ. Фестивальте 350 метр ҫӳллӗш таран фейерверк яма палӑртнӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра «Вилӗмсӗр полка» 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Штендер йӑтса тухакансен йышӗ ҫулсерен йышланнине палӑртмалла. Кӑҫал акци вӑхӑтӗнче хӑйне евӗр «пӑтӑрмах» пулнӑ. Мероприятире 5 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем нумаях пулмасть айӑпланнӑ Раҫҫей Геройӗн Евгений Борисовӑн портретне йӑтса утнӑ. Аса илтерер: Евгений Борисова астармӑш вӑйӑсен бизнесне йӗркеленӗшӗн айӑпланӑ, Раҫҫей Геройӗн ятне туртса илнӗ. Борисова суд 6 ҫул ҫурӑллӑха тӗрмене ӑсатма йышӑннӑ. Акцире Евгений Борисовӑн портретне унӑн тӑванӗсемпе тусӗсем йӑтса утнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ҫамрӑксем. Тӗрӗсрех каласан — йӑтса утасшӑн пулнӑ. Вӗсене килнӗ чухнех полицейскисем асӑрханӑ. Асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн вӗсене ирӗке янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ветеран аллинче — сертификат Патӑрьелти «Добрый» (чӑв. Ырӑ) лавкка вӑрҫӑ ветеранӗсене ырӑ тунӑ. Юрий Трофимов уйрӑм усламҫӑн лавкки ӗнер Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе районти мӗнпур ветерана 500-шер тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Патӑрьелте пурӑнакан виҫе ветерана лавкка 1000-шер тенкӗлӗхех сертификат тыттарнӑ. «Паттӑрлӑхӑршӑн эпир сирӗн умӑрта пуҫа таятпӑр. Раҫҫей ҫарӗ паян та ҫар йӑли-йӗркине тытать, ҫӗршыва шанчӑклӑн хӳтӗлет», — тесе хитре сӑмахсем каланӑ май лавкка хуҫисем шур сухалсене ырӑ суннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене — вӗсем паян Патӑрьел районӗнче 38-ӑн юлнӑ — «Рэмис» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх (пуҫлӑхӗ — Минхайдер Юсупов) савӑнтарнӑ, вӑл кашни валлиех парне хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |