Чӑвашлӑх
![]() nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци вулавӑшӗн «Ӑ – 150» пӗтӗм чӑваш акцийӗ» проект Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фондӑн проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурсра суйласа илнӗ проектсене ҫӗршыври халӑхсен тӑван чӗлхине упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ирттерме пулӑшӗҫ. Чӑваш Енрен тӑратнӑ проектӑн тӗп интерактивлӑ лапамӗ хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен кӗнекесемпе ӳкерчӗксен «150 лет новой чувашской письменности» (чӑв. Чӑваш ҫырулӑхне 150 ҫул) калӑпӑшлӑ экспозицийӗ пулса тӑрӗ. Шкул ачисемпе студентсем валли чӗрӗ уроксемпе видеоуроксем йӗркелӗҫ, документлӑ фильм кӑтартӗҫ, «Чувашский леттеринг» лекци ирттерӗҫ, экспозиципе паллаштарма курав-викторина пулӗ. «Фолк-тӗпел» хӑна кӗтесӗ те кӑсӑклӑ пулассине шантараҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ятарлӑ шоура журналистсемпе, блогерсемпе, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе, чӑваш хастарӗсемпе онлайн-трансляци вӑхӑтӗнче сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн бизнес-инкубаторӗ тата Чӑваш Енре туризмпа хӑнасене кӗтсе илес индустрие аталантарассипе ӗҫлекен агентство «Чӑваш Енӗн турист сувенирӗ — 2021» конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫсейри халӑх промыслисен «Ладья. Зимняя сказка 2021» XXX курав-ярмӑрккӑна хутшӑнайӗҫ. Конкурс йӗркелӳҫисем ҫул укҫине, хӑна ҫуртӗнче пурӑннине, экспозицие курава тӑратнишӗн тӳлемелли тӑкака хӑйсем ҫине илӗҫ. Конкурса хутшӑнас тесен ӗҫсене юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Пӗтӗмпе 12 ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн тӗрленӗ карттине малалла пуҫтараҫҫӗ. Аса илтерер: «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» акцие кӑҫал Республика кунӗнче пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, районсенчи ӑстасем хӑйсен тӑрӑхӗнчи карттине тӗрлеҫҫӗ. Кайран пурне те пӗр ҫӗре пухса картта хатӗрлеҫҫӗ. Районсен тӗрленӗ картти Чӑваш тӗррин музейне ҫурла уйӑхӗнче килме тытӑннӑ. Музей юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, карттӑна пуҫтарас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, Чӑваш Енӗн тӗрленӗ картти вырӑн тупӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен) «Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗлӗкхи Турӑ чӑваша халаланӑ сӑмахсене чӑваш халӑхӗ упраса пурӑнать паянхи кун та, — тет Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Галина Алексеевна Ермакова «Шкул тата чӑваш чӗлхи чӗрӗлӗвӗ» ҫавра сӗтел/конференцире (Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗ. 28.02.2016.). — Эсир ӑна упрама пулӑшатӑр. Ҫавӑнпа эп сире вилсе кайса юрататӑп. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенне курсассӑн ман пӗтӗм чун пӑлханса, хӗрсе каять (тарӑн шухӑша каять), мӗншӗн тесен сире питӗ йывӑр. Эсир чаплӑран та чаплӑ Турӑ ӗҫне туса пыратӑр. Мӗн-ха вӑл Турӑ ӗҫӗ? – Чӑвашлӑха сыхласа хӑвармалли ӗҫ. Тӗшши мӗнре? – Ҫураҫтараулӑхра. «Ҫураҫтарулӑхра чӑваш чӑвашлӑха сыхласа хӑварнӑ», –тесе калать В.Г. Родионов. Килӗшсе пурӑнмалла, юратса пурӑнмалла, пӗр-пӗрне пулӑшмалла. Хӗвеле курмалла… Чӑваш Турри сире ан пӑрахтӑр. Эсир те Чӑваш Туррине ан манӑр…». Александр Марсович Степанов йӗркеленӗ «Ҫавра сӗтеле» эп хал ҫитерсе (чӑвашпа ҫыхӑннӑ официаллӑ шайри япаласем, петӗмӗшле илсен, питӗ кичем: креативлӑх ҫукки пирки вӗсем астармаҫҫӗ, илӗртмеҫҫӗ) ик-виҫ хут пӑхрӑм. |
Чӑвашлӑх
![]() www.usue.ru сайтри сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Екатеринбургри чӑвашсем «Наследие народов Урала — Эткер» (чӑв. Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен эткерӗ) форум ирттернӗ. Мероприятие хутшӑнакансене Чукун ҫул тӑвакансен Культура керменне йыхравланӑ. Форума йӗркелеме Свердловск облаҫӗнчи чӑвашсен культура центрӗ, Уралти патшалӑх экономика университечӗн туризм усламӗн тата хӑнасене кӗтсе илме вӗрентекен факультечӗ, Уралти туриндустри союзӗ ҫине тӑнӑ. Мероприятие хутшӑннисен Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци тата культура бренчӗпе паллаштаракан 60 ытла экспозиципе паллашма май килнӗ. Ал ӑстисен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ӑсталӑх сехечӗсем ӗҫленӗ, конкурссем ирттернӗ. Форумӑн онлайн-трансляцине Раҫҫейӗн 16 регионӗнчи тата 6 ют ҫӗршыври хастарсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ленинград тӑрӑхӗнчи Всеволожск районӗнчи Энколово ялӗнче йӑлана кӗнӗ тӗрлӗ халӑхсен хушшинче ирттерекен «Энколово туссене пуҫтарать» ятпа 6-мӗш хут фестиваль иртнӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Ленинград тӑрӑхӗнчи Чӑваш культура пӗрлешӗвӗ фестиваль программипе килӗшӳллӗн «Чӳклеме» уява ирттернӗ. «Ленинград тӑрӑхӗнчи Туслӑх ҫурчӗ тӑванла халӑхсене пӗтӗҫтерсе тӑни, тӗрлӗ халӑх туслӑ, килӗштерсе пурӑнни паянхи уявӑн техӗмӗ пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗ», – тесе ҫырнӑ хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() darsitravel.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре чи лайӑх драматургсене палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнӑ. Ку чӑвашла ҫыракансене пырса тивет. Конкурса чӑвашла кирек мӗнле жанрпа ҫырнӑ пьесӑсене йышӑнаҫҫӗ. Анчах вӗсен унччен патшалӑх театрӗсенче лартман хайлав пулмалла. Ҫапла пӗлтерет ЧР Культура министерстви. Ҫӗнтерӳҫӗсене икӗ номинаципе палӑртӗҫ: «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» тата «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса». Мала тухнӑ авторсене 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Конкурса ҫулталӑкра виҫӗ хутчен ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енри шкулсенче «Виҫӗ хӗвел» (вырӑсла — Три солнца) ятлӑ кӗске метрлӑ фильма кӑтартаҫҫӗ. Ӑна шкул ачисем хут пухса тунӑ укҫапа ӳкернӗ. «Вести.Чувашия» телекурав пӗлтернӗ тӑрӑх, макулатура пуҫтарма 286 шкул хутшӑннӑ. Фильма Шупашкарта, Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра тата Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче ӳкернӗ. Кӗске метрлӑ кинолента чӑваш халапӗсемпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарать, ҫынсене юратма вӗрентет теҫҫӗ ӑна ӳкернисем. Фильм сценарисчӗ тата режиссёрӗ – Елена Дубровская. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кинолентӑна «Киноуроки» (чӑв. Киноуроксем) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ӳкернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн 37 кинолента ӳкернӗ, пӗтӗмпе 99 фильм ӳкерме тӗллев лартнӑ. «Виҫӗ хӗвел» фильма Раҫҫейри мӗнпур шкулта класс сехечӗсен вӑхӑтӗнче кӑтартӗҫ. Сӑмах май каласан, виҫӗ хӗвел пирки юмах-халап ытти хӑш-пӗр халӑхӑн фольклорӗнче те тӗл пулать. |
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен) «Чӑвашӑн малалла ӑслӑлӑх вӗренес пулать. Тӗнче пысӑк, тӗнчере темӗн те пур. Тӗнчене пӗлме тӑрӑшмасӑр, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрашмасӑр пурӑнма май ҫук», – ҫырнӑ Ҫеҫпӗл 1921 ҫулта. «Май пур!..» – теҫҫӗ пирӗн вӗреннӗ чӑвашсем. Хаҫат-журналсене, литература е ӑслӑлӑх ятпа тухакан кӗнекесене уҫкаласа пӑхӑр, радио-телевидени кӑларӑмӗсемпе паллашӑр, театрта пулӑр, чӑваш фильмӗсене курӑр. пуху-конференцисене интернетра шыраса тупӑр, паянхи чӑваш юрри-музыкине итлӗр, «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» комментарисене/акапасарсене вулӑр… Пур-и унта ӑслӑлӑха вӗренес тени, тӗнчене, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрӑшни?.. Ҫук… Ҫеҫпӗл палӑртнӑ инҫет/горизонт патне туртӑннине те ҫукрах… Телее, пирӗн Атнер Петрович Хусанкай пур, ӳнерҫӗсем пур… Вӗсем «семиосфера ахах-мерченӗсемпе» (Ю.М. Лотман ӑнлавӗ) шалти хутшӑнӑва кӗреҫҫӗ. Вӗсен пултарӑвне ҫӗн пӗлтерӗш-тупсӑмсен (смыслы) тарӑнӑшӗ патне ҫитерекен Пысӑк вӑхӑт (М.М. Бахтин ӑнлавӗ) пиелет… Паянхи гуманитари тӗпчевӗсен тӗпри принципӗсенчен пӗри интертекст тата интертекстлӑх пулмалла пек. |
Чӑвашлӑх
![]() Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Пӗлтӗрхи пек ҫавра ҫул мар-ха ӗнтӗ, ҫавах та «Чӑваш халӑх сайчӗ» кун ҫути курнӑранпа 16 ҫул ҫитрӗ. Черетлӗ ҫул пысӑк улшӑнусемпе палӑрмарӗ. Нимӗнле ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ҫӗнӗлӗх мар, ҫухатусем пур темелле. Калӑпӑр, пӗлтӗр вырӑсла хыпарсене ҫырма эпир ятарлӑ ҫынна тытса тӑраттӑмӑр пулсан, кӑҫал, укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран, вырӑсла версине хыпарсемпе тултаракан ятарлӑ ҫын ҫук. Ҫак сӑлтавсем эпир паянхи кун хамӑр вӑя ытларах енӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторине янипе ҫыхӑннӑ. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 1 миллиона ҫитерме тӗллев лартнӑччӗ те кӑҫал вӑл плана пурнӑҫласа ҫитересшӗн. Нумаях та юлмарӗ ӗнтӗ — тата 50 пин тӑвасси ҫеҫ юлчӗ. Юрать-ха, ҫак ӗҫе туса пынӑ май кӑҫал «Литература кӗтесӗ» кӑшт пуянланчӗ — хайлавсем нумаях мар пулин те, ҫавах хушӑнчӗҫ. Апла-и, капла-и — 16 ҫул ӗҫлени сахал вӑхӑт мар. Сайт хӑй еккипе ҫеҫ пынин сӑлтавӗ те ҫавӑнтах. Сайт аталанмасть тесен те йӑнӑш пулӗ — кӗрекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫуллахи вӑхӑтра та вулакансен йышӗ кӑҫал талӑкра 300 ҫынран чакмарӗ. Кӗр кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн вӗсем пирӗн нумайланаҫҫӗ — 400–500 таран ҫитеҫҫӗ (хӑш-пӗр кун ку кӑтарту 700 урлӑ та иртет). |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |