ЧР халӑх ӑстисен маҫтӑрӗн, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, чӑваш халӑх тӗрри ҫинчен нумай ҫырнӑ ӗҫсен авторӗ Евгения Жачевӑн 75 ҫул тултарнине халалласа иртнӗ эрнере «Ерешсен тӗрлӗ тӗслӗ тӗнчи» курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Чӑваш наци музейӗнче уҫӑлнӑ.
Курава музей ертӳҫи Ирина Меньшикова уҫнӑ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Евгения Николаевнӑна хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн, чӑваш тӗррине никамран вӑйлӑрах юратнӑшӑн ӑшшӑн тав тунӑ тесе пӗлтерет Елена Атаманова журналист.
Паллӑ тӗрӗҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ. Ал ӗҫне амӑшӗнчен вӗреннӗ. Музыка ӑсти пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн ятарласа педагогика институтне ҫул тытнӑ, вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн музыка учителӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Анчах та сывлӑхӗ хавшасах пынине кура пиччӗшӗ патне Туркменистана, ӑшӑрах ҫӗре, тухса кайма тӗв тӑвать. Унта та ахаль лармасть, музыка урокӗсем ертсе пырать вӑл. Хӑйне йӗркеллӗрех туйма тытӑнсан тӑван тӑрӑха таврӑнать. Ача садне ӗҫе вырнаҫать, шӑпӑрлансене юрра-ташша вӗрентме тытӑнать. 1982 ҫулта хӑйӗн юратнӑ ӗҫне пуҫӑнать. Йӗппе ҫипе алӑран ямасӑр каҫсерен шурӑ пусмана эрешсемпе илемлетет. Унӑн чи пӗрремӗш ӗҫӗ — «Йӑх-несӗл» панно. Шӑпах ҫавна хатӗрленӗ чухне чӑваш тӗррипе кӑсӑкланма, манӑҫнӑ ҫӗвӗсене тӗпчеме пуҫлать те вӑл.