Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пленэрсем

Культура

Патӑрьел округӗнчи Турхан ялӗнче йӑлана кӗнӗ Кокель пленэрӗ иртет. Вӑл кӑҫалхипе 19-мӗш хут йӗркеленет.

Паллӑ ӳнерҫӗ Алексей Кокель ячӗпе ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери пленэр-симпозиума Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан тата Беларуҫрен килнӗ. Пленэр ӗҫӗпе паллашнӑ сумлӑ хӑнасен йышӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пулнӑ.

Пленэра хутшӑнакансем Алексей Кокелӗн ҫурт-музейне кӗрсе курнӑ. Халӗ ӳнерҫӗсем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи илемлӗ тавралӑхпа киленсе хитре вырӑнсенче картинӑсем ӳкереҫҫӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтрах опытпа пайланаҫҫӗ, ҫамрӑк ӳнерҫӗсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.

 

Ӳнер

Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ача сӑнне Сербире тухса тӑракан «Туркчем» (чӑв. Манӑн тӗрӗк чӗлхи) журнал хуплашкине кӑларнӑ. Ку чыс Патӑрьел районӗнчи Турханта пурӑнакан хӗрачана тивӗҫнӗ. 4-мӗш класра вӗренекенскере Катя Маштакова тесе чӗнеҫҫӗ.

Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци тумне тӑхӑннӑ ҫак ачана X Пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ вӑхӑтӗнче темиҫе художник та ӳкернӗ. Ӗҫсенчен пӗрне Самар художникӗ Владимир Башкиров пурнӑҫланӑ. Пленэр хыҫҫӑн темиҫе эрнерен ҫавна Сербинче ачасем валли турккӑлла тухса тӑракан журналта хуплашка туса пичетленӗ.

Владимир Башкиров ӗҫӗ пирки «Туркчем» журнал тӗп редакторне Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург пӗлтернӗ. Ача-пӑча валли ҫырнӑ сӑвӑ ярӑмӗшӗн Марина унччен журнал лауреачӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=167830
 

Ӳнер Тимӗр Акташ сӑн ӳкерчӗкӗнче - Анна Брагина
Тимӗр Акташ сӑн ӳкерчӗкӗнче - Анна Брагина

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче, раштавӑн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Литература музейӗнче Чӑваш художникӗсен пӗрлешӗвӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫулла Муркаш районӗнчи Ильинкӑра иртнӗ пленэр тӑрӑх хатӗрленӗ.

Куравра пулса курнӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, Литература музейӗнчи курава тӑватӑ художник — Анна Брагина, Владимир Галошев, Анатолий Головинский тата Николай Федотов — ӗҫӗсене тӑратнӑ. Пленэра хутшӑннӑ тепӗр художник, Арина Перцева (Перцаль), командировкӑран Шупашкара таврӑнсан хӑйӗн ӗҫӗсене курава тӑратма шантарнӑ-мӗн.

Курава Муркаш районӗнче те кӗтеҫҫӗ. Унти Вирьял чӑвашсен музейӗн ертӳҫи Татьяна Ермолаева авторсене йыхравланӑ та. Музее картина парнеленӗшӗн вӑл Анна Брагинӑна Тав хучӗпе те хавхалантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.chuvash.org/news/1500.html
 

Ӳнер Овчинников ячӗллӗ пленэра хутшӑнакансем — Сӗнтӗрвӑрринче
Овчинников ячӗллӗ пленэра хутшӑнакансем — Сӗнтӗрвӑрринче

Ҫак кунсенче Шупашкарта Н.В. Овчинников ячӗллӗ пӗтӗм Раҫҫейри I пленэр ӗҫлет. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 85 ҫул тултарнине тата аслӑ шкулӑн художествӑпа графика факультечӗ 55 ҫул тултарнине халалланӑ.

Пленэр ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл 25-мӗшчен пырӗ. Унта Ӗрӗнпурти, Волгоградри, Тольяттинчи, Орскри, Питӗрти, Хусанти, Шупашкарти художниксем килсе ҫитнӗ.

Ӗнертен тытӑнса уйӑхӑн 21-мӗшӗччен художниксем Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫинче пулӗҫ. РСФСР халӑх художникӗ Н.В. Овчинников профессор асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ-ҫке.

Хӑнасене Культура лапамӗнче сӗнтӗрвӑррисем чӑваш юррин хорӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Кайран ӳнер ӑстисем «Мария Александровна императрицӑпа» тӗл пулнӑ. Чӑн марри паллӑ ӗнтӗ, вӑл — ҫав тӑрӑхрисем шухӑшласа кӑларнӑ сӑнар. Унтан хӑнасене Ю.А. Зайцев ячӗллӗ ӳнер галерейине, хулари ытти паллӑ вырӑна кӑтартса ҫӳренӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та