Вӗренӳ
![]() Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗн студенчӗсем Евгений Платоновпа Артем Константинов кулинари ӳнерӗн «Прикамская кухня» регионсем хушшинчи этнофестивалӗнче чи лайӑххисем пулса тӑнӑ. Уйрӑм зачетра вӗсем ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Апат пӗҫерекенсен этнофестивалӗ Плеханов ячӗллӗ Раҫҫейӗн экономика университечӗн Пермьри институтӗнче нарӑсӑн 3–4-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна кӑҫал 16-мӗш хут йӗркеленӗ. Фестиваль темине «Вӗрекен, хӑватлӑ, никам ҫӗнтерейми» тесе панӑ. Фестивале Пермьри кулинарсен ассоциацийӗ пуҫарнӑ. Вырӑнти профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсем, Раҫҫейри кулинарсен ассоциацийӗ тата регионти влаҫ органӗсем ырласа йышӑннипе этнофестиваль ырӑ йӑлана кӗрсе кайнӑ. Кӑҫалхи фестивале 116 профессионал хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче — поварсем, кондитерсем, пӗҫерекенсем, официантсем, карвинг енӗпе ӗҫлекен специалистсем. Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗн студенчӗсем фестивале официант евӗр хутшӑннӑ. Ӑсталӑха вӗсем Чӑваш Енри Кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Уездной ертсе пынипе туптанӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацине хутшӑнас текенсенчен заявление пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнассине пӗлтерет. Ҫапла ҫырӑва Рособрнадзор виҫӗ кун каялла, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ярса панӑ иккен. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне кӑҫал утӑ уйӑхӗнче тыттармассине те аса илтереҫҫӗ. Иртнӗ ҫул шкул пӗтернӗ, тӗрлӗ сӑлтава пула ППЭ тытайманнисене ӑна е малтанах (пуш–ака уйӑхӗсенче) е тӗп тапхӑрта (ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче) тытма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекенсем ҫӗнӗ ҫулта та лӑпкӑн пурӑнма шухӑшламаҫҫӗ. Нумай пулмасть кӑна вӗсем Хусанта Фортепиано енӗпе иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Н.Г. Жиганов ячӗллӗ Хусанти патшалӑх консерваторийӗ кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Шупашкарти музучилищере теори уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра ӑс пухакан Николай Кадыков иккӗмӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ, «Тутар композиторӗн хайлавне пуринчен лайӑх каланӑшӑн» диплома тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш курсра вӗренекен Алеся Садеева баянистка, вӑл та фортепианӑна ӑша илет, виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятпа таврӑннӑ. Кӑҫал 4-мӗш курс вӗренсе пӗтерекен, флейтӑпа калакан Анастасия Тарковская — конкурс дипломанчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Федерацин наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен службин Ҫӗпӗрти юридици институчӗ ҫамрӑксене унта вӗренме кӗме май пурри пирки пӗлтерет. Унта абитуриентсене икӗ тӗрлӗ направленипе хатӗрлеҫҫӗ иккен, «Наци хӑрушсӑрлӑхне право тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» тата «Право сыхлавӗн ӗҫ-хӗлӗ». Кирек хӑш енпе кайсан та «юрист» квалификацие алла параҫҫӗ. Унта та, кунта та пилӗкшер ҫул вӗренмелле. Вӗренме ямалли кандидатсене ашшӗ-амӑшӗ правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшнине кура суйларах панине пӗлтереҫҫӗ. Призывпа ҫар хӗсметӗнче тӑнисене, 2014–2015 ҫулсенче саппаса янисене те ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫӗпӗре вӗренме каяс текенсен Наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн кадрсемпе тата воспитани ыйтӑвӗпе ӗҫлекен пайӗпе ҫыхӑнса ыйтусене уҫӑмлатма май пур. Телефон номерӗ — 8(8352) 23-01-17. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Евгения тата Николай Гурьевсем Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине 1000 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра пурӑнакан Алинӑпа Анатолий Гурьевсен ҫемйинче стипендие тӳрех иккӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем — Евгения тата Николай. Асли Женя Канашри педагогика колледжӗнче вӑй-хал культурин уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Коля ялти шкулта 10-мӗш класра ӑс пухать. Вӗсем иккӗшӗ те спортпа туслӑ. Вӗсем кашни ӑмӑртӑвах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ. Женя спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Коля юлашки 3 ҫулта ӑмартусенче 14 вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче РФ Президенчӗн премине кам илесси паллӑ пулнӑ. Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве кура «Вӗренӳ» наци проектӗнче РФ Президенчӗн премине кӑҫал пирӗн республикӑри 65 ҫамрӑк илӗ. 2013 ҫулта ку премие 46 ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫал вара Шупашкартан — 38, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 6, Тӑвай районӗнчен — 4, Шупашкар районӗнчен — 3, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — 2, Ҫӗрпӳ районӗнчен — 2 ҫын преми илӗҫ. Лауреатсен йышне ҫавӑн пекех Канашри, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславкка районӗнчи ҫамрӑксем кӗнӗ. Лауреатсенчен 6-шӗ Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче вӗренеҫҫӗ. 16 ҫамрӑк 60-шар пин тенкӗ илӗ. 49-шӗ 30-шар пин тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Вӗренӳ министерстви шкул автобусӗсене туянмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтерет. Ведомство кун ҫинчен кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хыпарланӑ. Пӗтӗмпе 18 шкул автобусӗ туянма палӑртнӑ. Кашнинче лармалли 22 вырӑн пулмалла. Контрактӑн малтанхи хакӗ 26,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссене 2006 ҫулта кӑларнӑ транспортсене ылмаштармашкӑн туянӗҫ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем республикӑри 299 шкул автобусӗнчен 247-шӗ ГОСТпа килӗшӳллӗн пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка училищинче «Музыка фольклорӗ» уйрӑма Чӑваш Енре пуҫласа уҫнӑ. Професси умӗнхи хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче халиччен ун пекки пулман-мӗн. Ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Людмила Петухова ертсе пырать. Хӑй вӑл Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче фольклор уйрӑмне ертсе пырать. Музыка шкулӗнчи «Музыка фольклорӗ» программӑна вырӑс тата чӑваш фольклорне, йӑла тата вӑйӑ юррисене, халӑх кӗввисене, фольклорӑн ытти енне ӑша хывтарас тесе йӗркеленӗ иккен. Историлле юрӑсене те, балладӑсемпе эпосла халапсене те кунта шӗкӗлчеме хавас. Фольклор кӗвви-ҫеммине купӑспа, блокфлейтӑпа каланӑ май ачасем вӑл инструментсене чунтан ӑша хываҫҫӗ иккен. Блокфлейтӑпа калама пӗрремӗш класранах хӑнӑхтараҫҫӗ. «Лада» фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ — ачасем Шупашкарти музыка училищинче иртнӗ фольклор ансамблӗсен «Янра, юрӑ» хула фестивалӗне хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ачисем — 2014» мероприяти иртнӗ. Ӑна вырӑнти депутатсем ырланипе тата пулӑшнипе темиҫе ҫул ирттереҫҫӗ иккен. Райадминистрацин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков «ылтӑн» ачасене малашлӑха шанӑҫпа пӑхма, ӑнӑҫу, мӗнпур ырӑ шухӑш-ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме суннӑ. «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн стипендиачӗсем» номинаципе шкулта вӗренекен 47 ачана чысланӑ. Ку укҫана район администрацийӗн пуҫлӑхӗн стипендийӗ шутланать. Ачасене ытти номинаципе те палӑртнӑ: «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ӑслӑ арҫын ачипе хӗрачи», «Ылтӑн спортсмен», «Шкулти ылтӑн сасӑ», «Шкулти ылтӑн чӗре», «Тепрсихорӑн ылтӑн ури», «Ылтӑн ертсе пыракансем». Ылтӑн шутне спортра, вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра талпӑнуллисене, район чысне тивӗҫлипе хӳтӗлекен арҫын ачасемпе хӗрачасем кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ. Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |