Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ Анастасовӑри шкул
Анастасовӑри шкул

Пӑрачкав районӗнчи шкулсене суд хушӑвӗпе килӗшӳллӗн видеосӑнавпа тивӗҫтерӗҫ. Кун пек тавӑҫпа асӑннӑ район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Лере прокуратура ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Ҫапла вара Анастасово, Кудеиха, Напольнӑй шкулӗсенче видеокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Семеновскинчи шкул суд йышӑну кӑларасса кӗтсе ларман – прокурор ыйтнине пурнӑҫланӑ.

Суда ҫитиччен прокуратура районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Видеосӑнав пурри терроризмран сыхлама пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Суд йышӑнӑвне вӗренӳ учрежденийӗсен кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=112408
 

Вӗренӳ

Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсене укҫа парса хавхалантарасси «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Укҫа ҫӗнсе илессишӗн тупӑшса вӗрентекенсем хӑйсен тӗп тӗллевне – ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессине тата воспитани парассине – манаҫҫӗ текен шухӑш та пур-ха халӑхра. Ҫапах та хавхалантарни тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме хистессе шанас килет.

Кӑҫал 21 муниципалитетри 65 вӗрентекен укҫана илессишӗн конкурса хутшӑнвӗсенчен вуннӑшне укҫан премипе хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫисем ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш гимназире вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Горашова, Шупашкарти 10-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Григорьева, Елчӗкри вӑтам шкулти физикҫӑ Алексей Данилов, Куславккари 3-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Валентина Ефимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри биолог Надежда Захарова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Марина Картозия, Шупашкарти 4-мӗш лицейри химик Евгения Лаптева, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти географи тата экономика учителӗ Елена Павлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри биолог Лариса Тихонова, Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри историпе экономика учителӗ Тамара Тренюшева.

Малалла...

 

Вӗренӳ "Эткер" уйлӑх ачисем
"Эткер" уйлӑх ачисем

Ачасен «Вӑрман юмахӗ» санаторийӗнче тулай чӑваш ачисен "Эткер" уйлӑхӗ уҫӑлнине эпир пӗлтернӗччӗ.

"Унта Пушкӑртстан, Тутарстан республикисенчен, Ӑренпур, Чӗмпӗр, Самара, Саратов, Пенза, Тюмень облаҫӗсенчен, Мускав хулинчен, Белорусь ҫӗршывӗнчен килсе ҫитнӗ маттур шкул ачисем тата Чӑваш Республикин тӗрлӗ конкурс, фестиваль ҫӗнтерӳҫисем санаторинче тулли кӑмӑлпа канаҫҫӗ", - тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви.

Нуаях пулмасть ачасем Шупашкарта хӑнара пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулин урамӗсемпе утса киленнӗ, Наци музейӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулнӑ. Шупашкар Арбатӗнче вырнаҫнӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлакан чул ҫине алӑ хурса, куҫ хупса малашлӑх пирки ӗмӗтленнӗ. Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑнни те ачасен асӗнче чылайлӑха юлӗ.

Ачасем валли ытти кӑсӑк программа хатӗрленӗ. Уйлӑхрием поэтсемпе тата писательсемпе, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсемпе, халӑхӑмӑрӑн ал ӑстисемпе, паллӑ спортсменсемпе тата республикӑмӑрӑн ытти паллӑ ҫыннипе тӗл пулнӑ, экскурсисене ҫӳренӗ.Сӑнсем (12)

 

Вӗренӳ

Ҫак кунсенче Чулхулари Мулино хулинче «Гвардеец-1» ҫарпа спорт сывлӑх лагерӗнче иккӗмӗш смена ӗҫлет. Унта Чӑваш Енри 20 ача тухса кайнӑ. Ҫавсен шутӗнче Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнче вӗренекенсем тата Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав тата Шупашкар районӗнчи ачасем пур.

Ҫамрӑксем лагерьте ҫар хатӗрленӗвӗн теори пӗлӗвне илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ачасем алӑпа пемелли гранатӑсене ывӑтаҫҫӗ, автоматран переҫҫӗ тата ытти ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Парашюта епле пухмаллине те унта вӗрентеҫҫӗ.

Лагере Атӑлҫи федераци округӗнчи тата Крым Республикинчи 160 ача пухӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=111963
 

Вӗренӳ Ирина Яровая
Ирина Яровая

Вырӑс чӗлхипе, литературипе тата Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе пӗрлехи в8рен5 к8некисем пулмалли ҫинчен кӑҫал пирӗн ҫӗршывра саккун йышӑнма пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин Хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Ирина Яровая каланӑ.

Капла саккуна вӑрах тӑхтамасӑр йышӑнас шухӑша асӑннӑ предметсемпе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗнче ачасем пӗчӗк балл пухнипе те сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Вырӑс чӗлхи кӗнекине халӗ 180 вариант таран кӑлараҫҫӗ иккен. Ҫапла хӑтланни чӗлхене тарӑннӑн ӑша илме кансӗрлет кӑна имӗш.

Коррекци пӗлӗвӗ илекен ачасене ҫӗнӗлӗх пырса тивмелле мар. Вӗсем валли ытти чухне те раснарах вӗренӳ кӗнеки кӑларнӑ.

 

Вӗренӳ

Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх 100 вӗренсе тухакана чысланӑ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл тӑваттӑмӗш хут иртнӗ.

Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансене «Чи лайӑх выпускник» свидетельствӑна памашкӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Степанович Иванов, университет ректорӗ Андрей Юрьевич Александров хутшӑннӑ.

Александр Иванов яш-хӗре диплом илнӗ ятпа саламланӑ. Андрей Александров кӑҫал университетран 3 пине яхӑн ҫын вӗренсе тухнине палӑртнӑ.

«Чи лайӑх выпускник» ята кама параҫҫӗ-ха? Вӗренӳ, тӗпчев ӗҫӗсене, спорт, культура, общество мероприятийӗсене хастар хутшӑнакансене. Палӑртмалла: кӑҫал И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 100000-мӗш студент вӗренсе тухнӑ. Ҫак ята Илья Чернышов тивӗҫнӗ. Вӑл — электротехника факультечӗн магистрӗ, РФ Правительствин стипендиачӗ.

 

Вӗренӳ Ачасемпе студентсен тӗлпулӑвӗ
Ачасемпе студентсен тӗлпулӑвӗ

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисен тата коррекци педагогикипе психологийӗн факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекенсем йывӑррӑн аталанакан 12–16-ри яшсемпе тата хӗрачасемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ.

Факультет хӑнисене студентсем сывлӑха перекетлекен текен ҫӗнӗ йышши технологисемпе, психотерапи техникисемпе, ӳкермелли урӑхла меслетсемпе паллаштарнӑ. Ӳкерессине илсен, студентсем, тӗслӗхрен, монотипи текен меслете ӑша хывтарнӑ. Ачасем тӑварлӑ чустаран тем пысӑкӑш хуртсем ӑсталанӑ. Мозарт-терапи техника та хӑйне евӗр кӑсӑклӑ. Ку меслете геометри кӳлеписенчен ӳкерчӗксем ӑсталани тесе ӑнлантарсан та пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Тӗрлӗ тӗслӗ супӑнь хӑмписенчен ӳкерчӗксем тӑвас ӑсталӑх та хӑйне евӗр.

 

Вӗренӳ Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗ
Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗ

«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Вӗренӳ министерстви 60 аслӑ шкула ҫыру янӑ. Унта абитуриентсене пухма чармашкӑн сӗннӗ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна шута илмен — абитуриентсенчен документсем йышӑнать-мӗн.

Реорганизаци тума е пӗтерме йышӑннӑ аслӑ шкулсен йышне ытларах техника университечӗсен регионти уйрӑмӗсем кӗнӗ (50%). Ҫырусене РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов алӑ пуснӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тухӑҫлӑ мар ӗҫлекен аслӑ шкулсене пӑхса тухнӑ. Хӑшӗ-пӗрне, тен, 2016 ҫулта хупӗҫ те. Ҫавӑнпа ҫак списока лекнисене студентсене пухма чарасшӑн-мӗн.

Чӑваш Енре икӗ аслӑ шкул ҫак списока лекнӗ. Вӗсем — Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн тата Санкт-Петербургри патшалӑх политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗсем. Вӗсене 2016 ҫулта хупма пултарӗҫ.

 

Вӗренӳ Ҫак шӑпӑрлансем валли уҫӑлнӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ пахча
Ҫак шӑпӑрлансем валли уҫӑлнӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ пахча

Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинче 240 вырӑнлӑх ача-пӑча пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ евӗр ҫӗнӗ майсене тӗпе хурса туса лартнӑ. «Хӗвеллӗ хула» ят панӑскер ҫиччӗмӗш номерлӗ шутланать. Ку ача-пӑча пахчи — юлашки икӗ ҫулта уҫнӑ ҫавӑн йышши иккӗмӗш учреждени.

Шкул ҫулне ҫитменнисен черетлӗ учрежденине уҫнӑ май ҫӗрпӳсем 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхи ачасен ача-пӑча пахчине ҫӳремелли черетне татнине пӗлтернӗ. Шӑпӑрлансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов сывлӑхлӑ, ҫирӗп тата ӑслӑ ӳсме суннӑ.

Шкул ҫулне ҫитменнисене учрежденине уҫма яланхиллех тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата министрсем пулнӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ.

Савӑнӑҫлӑ пулӑм ячӗпе ҫӗрпӳсем 150-шер метр тӑршшӗ ялавсем — Раҫҫейӗнне тата Чӑваш Енӗннне — тутарттарнӑ. Ялавсене ачасем ача-пӑча пахчи патне пыракан ҫулӑн ик енӗпе тӑрса тытса тухнӑ.

Cӑнсем (89)

 

Вӗренӳ

Нумаях пулмасть биологипе, историпе, информатикӑпа иртнӗ ППЭ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Мухтанмаллиех ҫукки палӑрнӑ. Истрипе экзамен тытнисен 19,5% ҫӗршывӑн иртнӗ саманчӗсене пӗлменни палӑрнӑ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, историпе кӑҫал 1 018 яш-хӗр экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 19,45% чи пӗчӗк балл та пухайман. Пӗлтӗр ку кӑтарту 3,3% танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5,3% ҫеҫ 80–100 балл пухма пултарнӑ. Пӗлтӗр — 21,41%.

Биологипе информатикӑна илес тӗк кӑтарту лайӑхрах. Биологипе экзамен тытнӑ 1 297 ҫынран 5,47% «2» илнӗ. Пысӑк балл пухакансен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 3 хут сахалланнӑ. Информатика экзаменӗнче 6,58% 24 балл та пухайман. Пӗтӗмпе 8,33% ҫеҫ 80–100 балл пухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, [123], 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, ...135
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 05

1921
104
Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем