Вӗренӳ
Ҫак кунсенче РФ Президенчӗн премине кам илесси паллӑ пулнӑ. Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве кура «Вӗренӳ» наци проектӗнче РФ Президенчӗн премине кӑҫал пирӗн республикӑри 65 ҫамрӑк илӗ. 2013 ҫулта ку премие 46 ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫал вара Шупашкартан — 38, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 6, Тӑвай районӗнчен — 4, Шупашкар районӗнчен — 3, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — 2, Ҫӗрпӳ районӗнчен — 2 ҫын преми илӗҫ. Лауреатсен йышне ҫавӑн пекех Канашри, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславкка районӗнчи ҫамрӑксем кӗнӗ. Лауреатсенчен 6-шӗ Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче вӗренеҫҫӗ. 16 ҫамрӑк 60-шар пин тенкӗ илӗ. 49-шӗ 30-шар пин тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧР Вӗренӳ министерстви шкул автобусӗсене туянмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтерет. Ведомство кун ҫинчен кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хыпарланӑ. Пӗтӗмпе 18 шкул автобусӗ туянма палӑртнӑ. Кашнинче лармалли 22 вырӑн пулмалла. Контрактӑн малтанхи хакӗ 26,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссене 2006 ҫулта кӑларнӑ транспортсене ылмаштармашкӑн туянӗҫ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем республикӑри 299 шкул автобусӗнчен 247-шӗ ГОСТпа килӗшӳллӗн пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка училищинче «Музыка фольклорӗ» уйрӑма Чӑваш Енре пуҫласа уҫнӑ. Професси умӗнхи хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче халиччен ун пекки пулман-мӗн. Ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Людмила Петухова ертсе пырать. Хӑй вӑл Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче фольклор уйрӑмне ертсе пырать. Музыка шкулӗнчи «Музыка фольклорӗ» программӑна вырӑс тата чӑваш фольклорне, йӑла тата вӑйӑ юррисене, халӑх кӗввисене, фольклорӑн ытти енне ӑша хывтарас тесе йӗркеленӗ иккен. Историлле юрӑсене те, балладӑсемпе эпосла халапсене те кунта шӗкӗлчеме хавас. Фольклор кӗвви-ҫеммине купӑспа, блокфлейтӑпа каланӑ май ачасем вӑл инструментсене чунтан ӑша хываҫҫӗ иккен. Блокфлейтӑпа калама пӗрремӗш класранах хӑнӑхтараҫҫӗ. «Лада» фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ — ачасем Шупашкарти музыка училищинче иртнӗ фольклор ансамблӗсен «Янра, юрӑ» хула фестивалӗне хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗрпӳ районӗнче нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ачисем — 2014» мероприяти иртнӗ. Ӑна вырӑнти депутатсем ырланипе тата пулӑшнипе темиҫе ҫул ирттереҫҫӗ иккен. Райадминистрацин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков «ылтӑн» ачасене малашлӑха шанӑҫпа пӑхма, ӑнӑҫу, мӗнпур ырӑ шухӑш-ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме суннӑ. «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн стипендиачӗсем» номинаципе шкулта вӗренекен 47 ачана чысланӑ. Ку укҫана район администрацийӗн пуҫлӑхӗн стипендийӗ шутланать. Ачасене ытти номинаципе те палӑртнӑ: «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ӑслӑ арҫын ачипе хӗрачи», «Ылтӑн спортсмен», «Шкулти ылтӑн сасӑ», «Шкулти ылтӑн чӗре», «Тепрсихорӑн ылтӑн ури», «Ылтӑн ертсе пыракансем». Ылтӑн шутне спортра, вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра талпӑнуллисене, район чысне тивӗҫлипе хӳтӗлекен арҫын ачасемпе хӗрачасем кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ. Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӗркунне Шупашкарта 5,7 пин ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Шӑматкун, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, ачасене 1-мӗш класа ҫырӑнтарма тытӑнаҫҫӗ. Ҫак кунран пуҫласа ашшӗ-амӑшӗ ача ҫӳреме тытӑнмалли шкула пырса ыйту ҫырма пултарать. Хӑйсен ҫумӗнче паспорт, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство, ача ҫав территорире пурӑннине ӗнентерекен документ пулмалла. Ыйтусене утӑн 30-мӗшӗччен кашни кун йышӑнаҫҫӗ. Паллах, вырсарникунпа уяв кунӗсене шута илмесӗр. Ачана пурӑннӑ тӑрӑхран урӑх ҫӗрте вырнаҫнӑ шкула ярас текенсене утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 5-мӗшӗччен пушӑ вырӑнсене ҫырӑнтараҫҫӗ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче вара пулас шкул ачисене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Ку вӗсене шкулпа лайӑхрах паллашма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Спорт — сиенлӗ йӑласен альтернативи» Пӗтӗм Раҫҫейри XI акцин республикӑри тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш Енри 486 вӗренӳ организацийӗ хутшӑннӑ. Ҫав шутран республикӑри тапхӑрта — 389. Акцие миҫе ачана явӑҫтарнине илсен, вӗсен хисепӗ 93 пине яхӑпа танлашнӑ иккен. Ку вӑл вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсенчен 89,9 проценчӗ тенине пӗлтерет. Акцин республикӑри тапхӑрне Ҫӗмӗрле районӗнчи шкул ачисем те хастар хутшӑнни пирки асӑннӑ район администрацийӗ хыпарлать. 4-мӗш класра вӗренекен Иван Машанов тата 6-мӗшӗнчи Ксения Григорьева «Тӗпчев ӗҫӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Аслӑрах класрисен хушшинче Снежана Ухлейкина «Литература номинацийӗ» 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫулсерен иртекен «Студентсен десанчӗ» акци пуҫланнӑ. Унта республикӑри пилӗк аслӑ шкулти (И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ял хуҫалӑх академийӗ, Мускаври автоҫул институчӗн Атӑлҫи филиалӗ тата Раҫҫейӗн патшалӑх социаллӑ университечӗ) студентсен хутшӑнаҫҫӗ. Студентсене кӗтсе илнӗ пӗрремӗш подразделени Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин экспертпа криминалистика уйрӑмӗ пулса тӑнӑ. Уйрӗм епле ӗҫленипе центрӑн ертӳҫи, полици полковникӗ Александр Шешнев каласа кӑтартнӑ. Вӑл экспертсем мӗн туни пирки те пытарман, туса ирттерекен тӗпчевсем пирки те ӑнлантарса панӑ. Кайран ачасене пӳлӗмсенче лабораторисене кӗртсе кӑтартнӑ. Алӑ пӳрнин йӗрри тӑрӑх ҫынна палӑртакан тытӑм пирки уҫӑмлатнӑ. Ҫыннӑн пуҫ шӑмми тӑрӑх ҫынна палӑртни, вилли тӑрӑх вӑл арҫын е хӗрарӑм пулнине, миҫерине уйӑрнинчен уйрӑмах тӗлӗннӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Артем Гаврилов РФ Вӗренӳ министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршыври аслӑ шкулсенчи 10 студента публицист, ҫыравҫӑ Александр Солженицын ячӗллӗ стипендие параҫҫӗ. Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар каччи те пур. Артем Гаврилов И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика енӗпе 3-мӗш курсра ӑс пухать. Унӑн журналистикӑри пултарулӑхне, тӗпчев ӗҫне пысӑк хак панӑ. Артем МИХсен фестивалӗсене час-часах хутшӑнать. Вӑл 2013 ҫулта тата кӑҫал ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ. Артем 2012 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче «Студенческий городок» (чӑв. Студентсен хули) кӑларӑма ертсе пырать. Артем Гаврилова пӗлтӗр РФ Профессионал журналистсен пӗрлӗхне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Николай Ытарая халалланӑ краеведени сехетне пухӑннӑ иккӗмӗш классем Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине шута илсе Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче Николай Ытарай ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа «Ачасен ҫывӑх тусӗ» таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта иккӗмӗш «б» класра вӗренекенсене илсе пынӑ. Николай Ытарай — паллӑ чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, прозаикӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Унӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ. Ачаранпах вӑл сӑвӑ ҫырма кӑмӑлланӑ, алӑпа ҫырса «Хӗлхем» журнал кӑларнӑ. 16-ра унӑн «Ҫӑмламас упа» сӑвви «Сунтал» журналта кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 1958 ҫулта пичетленнӗ. Пӗтӗмпе вӑл — 30 ытла кӗнеке авторӗ. Вӗсем пурте — ачасем валли ҫырнӑскерсем. Ытарай чӑваш фольклорне, уйрӑмах ваттисен сӑмахӗсене, пухнипе те паллӑ. Ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Г.Н. Миронова ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вулавӑшра упранакан Ытарай кӗнекисене кӑтартнӑ. Ачасем ҫыравҫӑн сӑввисене хаваспах итленине пӗлереҫҫӗ. Вӗсем валли вулавӑш ӗҫченӗсем мультимеди хӑтлавӗ те хатӗрленӗ. Унта Ытарайӑн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |