Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Ҫӗнӗ ятсем уҫаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 04.06.2015 17:35 | 1863 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Конкурс тӳрисем
Конкурс тӳрисем

Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ тата чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗ Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» сӑмахлӑхпа ӳкepӳ ӑсталӑхӗн конкурсне ирттернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 165 ӗҫ килнӗ. Конкурса республикӑри шкул ачисемпе пӗрлех тулай чӑваш ачисем те: Кристина Антонова (Пушкӑрт Республики, Пелепей районӗ, Кивӗ Семенкке шкулӗ), Александра Ярмушова, Таисия Фомина (Тутар Республики, Ҫӗпрел районӗ, Аслӑ Аксу шкулӗ), Светлана Журавлева (Тутар Республики, Пӑва районӗ, Альших шкулӗ), Анна Петрова, Егор Васияров (Тутар Республики, Пӑва районӗ, Раккасси шкулӗ), Кристина Кашина. Елена Прокопьева, Анастасия Данилова, Диана Анисимова (Тутар Республики, Ҫарӑмсан районӗ, Ульяновск шкулӗ), Татьяна Круглова, Виктория Титова (Самар облаҫӗ, Шунтал районӗ, Палантай шкулӗ) хастар хутшӑннӑ.

Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри пайташӗсем: Николай Ишентей поэт, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров учительсем, Николай Балтаевпа Петр Пупин художниксем - «Чи лайӑх сӑвӑ», «Чи лайӑх эссе», «Чи илемлӗ ӳкерчӗк» номинацисене килнӗ ӗҫсене nӑxca тухса хакланӑ.

"Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр" пултарулӑх конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе номинацисенче палӑрнисене вӗсене тата хатӗрленӗ вӗрентекенсене ҫӗртмен 16-мӗшӗнч кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи К.В. Иванов палӑкӗ патне чыслава пыма чӗнеҫҫӗ.

#Пушкӑрт Республики, #Пелепей районӗ, #Кивӗ Семенкке, #Тутар Республики, #Ҫӗпрел районӗ, #Аслӑ Аксу, #Пӑва районӗ, #Альших, #Раккасси, #Ҫарӑмсан районӗ, #Ульяновск ялӗ, #Самар облаҫӗ, #Шунтал районӗ, #Палантай, #конкурс, #ачасем, #вӗренӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/391.html
 

Комментари:

Agabazar // 2179.69.1309
2015.06.04 19:19
Agabazar
<<(Тутар Республики, Ҫарӑмсан районӗ, Ульяновск шкулӗ),>>

Ульяновка шкулӗ темелле пуль

Илле // 3035.94.7765
2015.06.06 01:33
Камсен сентерусесем пулнине ма асанман Ку чи кирли ске

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем