Вӗренӳ
Ыхра Ҫырминчи Светлана Максимова вӗренекен Ҫак уйӑхӑн 7–11-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ӑслӑлӑх эрни» иртнӗ. Палӑртнӑ кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине пуҫтарӑннӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, 9–11-мӗш классенче пӗлӳ пухакан шкул ачисем "Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем" секцие пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 13 секци ӗҫленӗ. Унта Чӑваш Енри вӗренекенсемпе пӗрлех Удмурт, Мари, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ студентсем хутшӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатнӑ ҫамрӑк ӑсчахсем. Асӑннӑ конференцире Патӑрьел районӗнчен пӗртен пӗр вӗренекен, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи Светлана Максимова хутшӑннӑ. «Чӗлхе. Истори. Култура» секцие хутшӑнса вӑл пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Светлана 9-мӗш класра пӗлӳ пухать, вӗренӳ отличници. Тӗрлӗ конкурс-фестивале хастар хутшӑнать, яланах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӑна Светлана Кулакова вӗрентекен пулӑшса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет шкулӗ тума палӑртаҫҫӗ. Эскиз проектне хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, проект валли республика хыснинчен 486 пин тенкӗ уйӑрмалла. Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, шкул виҫӗ хутлӑ икӗ корпусран тӑрӗ: вӗренмеллинчен тата ҫывӑрмаллинчен. Вӑл 3,02 гектар ҫинче вырнаҫӗ. Кадет шкулӗ валли воллейбол тата баскетбол вылямалли лаптӑклӑ стадион, хоккей вылямалли вырӑн тата тӑмалли плац пулмалла. Кадет шкулӗнче 400 ача таран ӑс пухасса шанаҫҫӗ. Унта 7–11-мӗш классенче вӗренме илӗҫ. Тума палӑртакан шкула Совет Союзӗн Геройӗн А.В. Кочетовӑн ячӗллӗ кадет шкулне куҫарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Вӑл шкул паян Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче, 1932-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧР Прокуратури республикӑри шкулсенче ачасене мӗнле апатлантарнине тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине сахал мар тупса палӑртнӑ-мӗн. Республикӑри хуласемпе районсенчи шкул апатланӑшӗсенче порцие пӗчӗклетни ҫиеле тухнӑ. Вӑтамран ку кӑтарту 25 процентпа танлашнӑ. Хӑш-пӗр шкулта вара ку 30% (Йӗпреҫ районӗ), 50% (Шупашкарти Мускав районӗ) танлашнӑ. Улатӑр районӗнчи хӑш-пӗр шкулта икӗ хут ҫитерме те пӑрахнӑ. Ачасем унта ирхине апатланмаҫҫӗ. Тата хӑш-пӗр ҫимӗҫе йӳнӗреххисене туянни ҫиеле тухнӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче рационран сӗте, тӑпӑрча, ҫӑмартана, улма-ҫырлана, сӗткене, пулӑпа какай таврашне пачах кӑларнӑ-мӗн. Шкулсем таварпа тивӗҫтерекен организацисемпе килӗшӳ тунӑ ҫӗрте йӗркене пӑсни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ку — Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче. Канаш, Комсомольски, Красноармейски районӗсенче апатлану хакне ашшӗ-амӑшне систермесӗр хӑпартнӑ иккен. Улатӑрта аслисене каламасӑрах картточкӑсемпе тӳлеттерме пуҫланӑ. ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслевре йӗркене пӑснӑ 150 ытла тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫынтан апла ыйтма аван мар та, анчах лайӑх мар тесе кӑсӑкланмасан хӑвна явап тыттарӗҫ. Ку тата мӗнле саккун-ши тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Иртен-ҫӳрен ҫын ҫумне ҫулӑхса: «Каҫарӑр та, эсир судпа айӑпланман-и?» — тесе ыйтма никама та ирӗксӗрлемеҫҫӗ. Сӑмахӗ кунта — ӗҫе илесси пирки-ха. Пуҫлӑхсене пырса тивет. Пур ҫынтан та вӗсене те ун пек ыйттарттармаҫҫӗ. Педагогсене ӗҫе илнӗ чух шкул ертӳҫисен ӗҫе вырнаҫас текен ҫыннӑн ҫав енӗпе кӑсӑкланмах тивет. Патӑрьел район прокуратури хӑйсен районӗнчи шкулсене тӗрӗсленӗ те, пӗринче виҫӗ ҫынна ун пек справкӑсӑрах ӗҫе илнине палӑртнӑ. Ку вӑл ӗҫ саккунне пӑсни шутланать. Прокурорсем тепӗр кӑлтӑк та асӑрханӑ. Ӗҫ килӗшӗвне ҫырнӑ чух тӗрӗсмарлӑхсем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхшӗн шкул ертӳҫине 3,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
ЧР Вӗренӳ министерстви ашшӗ-амӑшӗ валли «хӗрӳ лини» ирттерет. Вӗсем специалистсене ачасене сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхсене ярасси пирки ыйтусене пама пултараҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» шӑматкун пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл татах пулӗ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче те ашшӗ-амӑшӗ 8(8352) 64-21-71 телефонпа шӑнкӑравласа хӑйсене интереслентерекен ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултараҫҫӗ. Уйлӑхсене каймашкӑн заявленисене виҫӗ тапхӑрпа йышӑнаҫҫӗ. Пушӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасенчен йышӑнаҫҫӗ. Документсене вырӑнти ятарлӑ организацисенче йышӑнаҫҫӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри районсенче тата пӗчӗк хуласенче вӗренекенсенчен документсем йышӑнаҫҫӗ. Ку ыйтупа ача вӗренекен шкула пымалла. Акан 4-мӗшӗнче Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче документсем йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян оптимизаци тесе пур кӗтесре те кӑшкӑраҫҫӗ. Университетри факультетсене пӗрлештереҫҫӗ, предприяти-организацисенче те улшӑнусем пулаҫҫӗ. Акӑ Шупашкарта професси пӗлӗве паракан икӗ заведение пӗрлештересси пирки сас-хура тухнӑ. Ӗнер, пушӑн 25-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Шупашкарти электромеханика колледжне реорганизацилесси пирки калаҫнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов каланӑ тӑрӑх, 1944 ҫулта уҫнӑ Электромеханика колледжне Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗпе пӗрлештерӗҫ. Ҫапла майпа «Информатика» специальноҫпе хатӗрлекен пӗр вӗренӳ учрежденийӗ ҫеҫ пулать. Реорганизаци хыҫҫӑн вӗренӳ завденийӗ мӗн ятлӑ пуласси пирки каламан. Аса илтерер: 2008 ҫулта республикӑра виҫӗ заведение пӗрлештернӗ. Вӗсем — Шупашкарти электромеханика колледжӗ, 1-мӗш професси лицейӗ, 19-мӗш професси училищи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Учительсен ачасене тӑван ҫӗре юратма та хӑнӑхтармалла. Паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Улатӑра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе ҫитнӗ. Унта вӑл Совет Союзӗн Паттӑрӗн П.Г. Макаров ячӗллӗ 9-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ. 515 ача вӗренекен шкула 1937 ҫулта туса лартнӑ. 2006 ҫулта 246 вырӑнлӑх хушма ҫурт хӑпартса лартнӑ. Ҫавӑн чухнех спорт залӗ те, акт залӗ те пӑхса хӑварнӑ. Кӑҫал Раҫҫей Президенчӗн Резерв фондӗнчен 5,4 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑна ҫурта юсама ярасшӑн. Шкула пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн педагогика коллективӗпе тӗлпулнӑ. Кайран Элтепер Регионсем хушшинчи «Пуҫламӑшӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлени» II вӗренӳ форумне уҫма хутшӑннӑ. Игнатьев патриотизм туйӑмне ачасенче вӗратассинче хальхи вӑхӑтри шкул пысӑк вырӑн кӳнине палӑртнӑ. Сӑнсем (55) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Дарья Ивановна Сетямина ЧР Вӗренӳ институчӗ физика предметне вӗрентес технологие аталантарас тӗллевпе республика шайӗнче конкурс ирттернӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 26-мӗшӗччен иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 53 вӗрентекен хутшӑннӑ. Конкурс ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Физика предметне вӗрентекенсем уроксенче, урок тулашӗнче усӑ курмалли методикӑсемпе паллаштарнӑ, опычӗсем пирки, аталантаракан программӑсем, электронлӑ материалсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗнче физика предметне ертсе пыракан Дарья Ивановна Сетямина конкурсра палӑрнӑ. Унӑн методика ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче 16 сехетре «Воробьев тӑвӗсене ҫӗн — 2015» олимпиада иртнӗ. Унта хутшӑнакансем ют чӗлхесемпе тата физикӑпа экзамен тытнӑ. Шкулта вӗренекен 12 ача виҫӗ ют чӗлхепе экзамен тытнӑ. Вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ акӑлчан чӗлхине суйланӑ. Иккӗшӗ хрантсус чӗлхипе тытнӑ. Пӗри ҫеҫ нимӗҫ чӗлхине суйланӑ. Физикӑпа вара 16 ҫын экзамен тытнӑ. Заданисене пурнӑҫламашкӑн 3 сехет уйӑрнӑ. Шкул ачисен экзаменра шпаргалкӑсемпе, телефонсемпе пачах усӑ курма юраман. Вӗсене тӳрех асӑрхаттарнӑ: йӗркене пӑснине курсанах олимпиадӑна хутшӑнакана экзаменран кӑларса ярӗҫ. Олимпиада ҫӗнтерӳҫи е призерӗ Мускав патшалӑх университетне е ҫӗршыври ытти аслӑ шкула вӗренме кӗме пултарать. Олимпиадӑна хутшӑнмашкӑн та укҫа тӳлемелле мар. Пӗлтӗр олимпиадӑра Чӑваш Ен ачисем физикӑпа тата историпе I степень диплома виҫҫӗн илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна та виҫҫӗн тухнӑ. Виҫӗмӗш вырӑна улттӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Хура тинӗс хӗрринче, Краснодар енӗнчи Туапсе хулинче 45 километрта вырнаҫнӑ «Орленок» ача-пӑча центрӗнче 11–15 ҫулсенчи ачасем ҫулталӑкӗпе канаҫҫӗ. Унта шкул та пур, спорт комплексӗ те, Культурӑпа спорт керменӗ те, вулавӑш та, инфраструктурӑн ытти объекчӗ те. Иртнӗ ҫул республикӑн Вӗренӳ министерстви шкулсенче вӗренекен ачасем валли конкурс йӗркеленӗ. «Орленока» кайма 14 шкул ачи тивӗҫнӗ. Ҫавсен хушшинче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи вӑтам шкулта вӗренекен икӗ хастар — Татьяна Новикова тата Анастасия Мусьтакова та — пулнӑ. Унта вӗсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен каннӑ. «Орленока» пынисем патне паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, спортсменсем, артистсем тӗлпулӑва пырса ҫӳренӗ. Ҫав кунсенче тӗрлӗ фестиваль иртнӗ. Татьяна Новикова ҫавсенчен пӗринче Чӑваш Республики пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумтирӗпе паллаштарнӑ. Фестивальте «Вӑйӑра» тата «Тӑпӑр-тӑпӑр» юрӑсене шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |