Мартӑн 19-мӗшӗнче 72 ҫула кайса пиртен Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ журналист, поэт, прозаик Анатолий Григорьевич Дмитриев (Анатоли Ырьят) шалкӑм ҫапнине пула ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.
Вӑл Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче 1949 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Элшел шкулӗнчен вӑтам пӗлӳ илсе тухнӑ. Вунӑ ҫул шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1996 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. 1990 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулччен Чӗмпӗрти «Канаш» ятлӑ чӑваш хаҫатӗнче вӑй хунӑ, тӗрлӗ должность йышӑннӑ, редактор ҫумӗ те пулнӑ. РФ Журналистсен союзӗн членӗ. Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн членӗ. Алексей Талвир тата Валентин Урташ ячӗллӗ литература премисен лауреачӗ. Сакӑр кӗнеке авторӗ, ҫав шутра роман та пур.
Анатолий Григорьевичӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫне РФ культура министерствин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикин пичет тата информаци политикин министерствин, Ульяновск область администрацийӗн Хисеп хучӗсене парса чысланӑ.
Ӗҫтешӗмӗре тӑван ялӗн масарне пытарнӑ.
Пултаруллӑ, ырӑ та сӑпайлӑ ӗҫтешӗмӗрӗн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗресенче упранӗ.
«С легким паромри!» Женя Лукашина, «Служебный романри» Анатолий Новосельцева вылякан Раҫҫей халӑх артисчӗ Андрей Мягков актер тымарӗсем — Тутарстанри Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчен. Ҫакӑн пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ. Анатолий Новосельцов вылянӑ артиста пирӗн халӑх йӑли-йӗрки килӗшнӗ иккен.
«Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче пурӑнакан Е. Долгова аса илнӗ тӑрӑх, Пӳркелӗнчи Хӑята ҫамрӑксем тавра ялтан пуҫтарӑннӑ. Ҫав вӑйӑсене халӗ пурте пӗлекен, хӗрӗх ытла илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ Андрей Мягков артист та хутшӑннӑ. Вӑл Хусанта тата Ешӗлварта ӳснӗскер, хӑйӗн Раккассинчи иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсем патне кайкаланӑ, кунти чӑваш вӑййипе йӑли-йӗрки ун кӑмӑлне кайнӑ», — ҫырнӑ хаҫатра Анатолий Тимофеев.
Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнине Тутарстанри Тӑхӑрьялта анлӑн паллӑ туни пирки ҫав республикӑри «Сувар» хаҫатра Константин Малышев пӗлтернӗ.
Чӑн та, вӑл тӑрӑхран паллӑ литераторсем сахал мар тухнӑ. Вӗсене халалласа асӑну хӑмисене те ентешӗсем уҫман мар.
Кунпах та ҫырлахмаҫҫӗ хастарсем. Константин Малышев пӗлтӗр Пӑва районӗнче литературӑра ҫитӗнӳсем тӑвакансене Валентин Урташ ячӗллӗ преми парса хавхалантарма йышӑннине аса илтерет. Ырӑ пуҫарушӑн ҫав районти Чӑваш наципе культура центрне, Тӑхӑрьялти музея тата Элшел ял тӑрӑхне ырӑпа палӑртмалла.
Нумаях пулмасть Раккассинче, Валентин Урташ килӗ тӗлӗнче, лартнӑ асӑну хӑми патӗнче Литература уявӗ иртнӗ. Тӑван чӗлхепе сӑвӑ вулакансем нумайӑнах пулман пулин те «вӗсен хушшинче шкул ачисем пурри питӗ савӑнтарнине» палӑртать «Сувар» хаҫат.
Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ тата чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗ Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» сӑмахлӑхпа ӳкepӳ ӑсталӑхӗн конкурсне ирттернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 165 ӗҫ килнӗ. Конкурса республикӑри шкул ачисемпе пӗрлех тулай чӑваш ачисем те: Кристина Антонова (Пушкӑрт Республики, Пелепей районӗ, Кивӗ Семенкке шкулӗ), Александра Ярмушова, Таисия Фомина (Тутар Республики, Ҫӗпрел районӗ, Аслӑ Аксу шкулӗ), Светлана Журавлева (Тутар Республики, Пӑва районӗ, Альших шкулӗ), Анна Петрова, Егор Васияров (Тутар Республики, Пӑва районӗ, Раккасси шкулӗ), Кристина Кашина. Елена Прокопьева, Анастасия Данилова, Диана Анисимова (Тутар Республики, Ҫарӑмсан районӗ, Ульяновск шкулӗ), Татьяна Круглова, Виктория Титова (Самар облаҫӗ, Шунтал районӗ, Палантай шкулӗ) хастар хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри пайташӗсем: Николай Ишентей поэт, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров учительсем, Николай Балтаевпа Петр Пупин художниксем - «Чи лайӑх сӑвӑ», «Чи лайӑх эссе», «Чи илемлӗ ӳкерчӗк» номинацисене килнӗ ӗҫсене nӑxca тухса хакланӑ.
Елчӗкри тӗп вулавӑшра кӗнеке фончӗн ҫӳлӗкӗсем парнеленӗ кӗнекесемпе ҫулран-ҫул пуянлансах пыни пирки вулавӑш ӗҫченӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакторӗ Николай Ларионов Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх» кӗнекине Елчӗк районӗнчи кашни вулавӑша парнеленӗ.
А.Г. Дмитриев-Ырьят — «Канаш» хаҫат лаҫҫинче вӑй илсе аталаннӑ чи малтанхи авторсенчен пӗри. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Раккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1966 ҫулта кӳршӗри Элшелӗнче вӑтам шкул пӗтернӗ. 1968–1970 ҫулсенче Сахалинта хӗсметре тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн пилӗк ҫул хушши Хирти Кушкӑ ялӗнче учительте ӗҫленӗ. 1975–1977 ҫулсенче Шупашкарта партшкул пӗтерсе тухать. 1977–1982 ҫулсенче хӑй ҫуралса ӳснӗ Раккассинче ачасене вӗрентет. 1984 ҫулта Чӗмпӗр хулине куҫса каять, унта тӗрлӗ организацире ӗҫлет. 1990 ҫултан унти «Канаш» хаҫатра вӑй хурать.
Вулавӑш ӗҫченӗсем Николай Ларионова чунтан тав тунӑ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм...» литература уявӗ иртнӗ. Ӑна паллӑ чӑваш поэчӗ Валентин Урташ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие хутшӑннӑ Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкул ачисем Урташ сӑввисене вуланӑ. Поэтӑн пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫӗпе музей ертӳҫи В.Е. Цыфаркин паллаштарнӑ.
Выӑрнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче Урташ Вӑрмар районӗнче пӗрре кӑна мар пулнӑ, шкул ачисемпе курнӑҫнӑ, пултарулӑх каҫӗсем йӗркеленӗ. Вӑрмарта пурӑннӑ тата ӗҫленӗ Александр Сергеев композитор Урташ сӑввисене юрра хывнӑ. «Парне» фольклор ушкӑнӗ вӗсене шӑрантарнӑ та.
Пултарулӑх каҫне йыхравланисене «Валентин Урташ» документлӑ фильм та кӑтартнӑ. Поэтӑн тӑван кӗтесӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккасси, сахал мар ҫыравҫӑпа поэта ҫуратса ӳстернӗ, кунтах Мӗтри Юман та, Краснов Асли те, Краснов Кӗҫӗнни те, Николай Симунов та, Константин Петров та, Владимир Чебоксаров та... Литература уявне ҫыравҫӑн ентешӗсем те пырса ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |