11-мӗш класра вӗренекенсем Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытаҫҫӗ. Истори предмечӗпе те экзамен пулнӑ. Анчах унта пӗр ачана япӑх пулни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, паян, пулнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ каччӑ экзамен вӑхӑтӗнче аудиторире пӑчӑ пулни пирки ӳпкелешнӗ.
Асламӑшӗ Тамара Андреева каланӑ тӑрӑх, мӑнукӗ экзаменра шыв ыйтнӑ. Аудиторире шыв пулман та. Ӑна япӑх пулса кайнӑ. Каччӑна шкулти медицина пунктӗнче кӑштах вырттарнӑ. Унтан ӑна тата япӑх пулса кайнӑ. Ӑна кун хыҫҫӑн хула пульницине илсе ҫитернӗ. Ун патне ашшӗ-амӑшне кӗртмен-ха. Асламӑшӗ питӗ пӑшӑрханать: мӑнукӗ тепӗр хут экзамен тытайӗ-и?
Ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен республика центрӗн специалисчӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑран справка илсен вӑл экзамена резерв кунӗнче тытма пултарӗ.