Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ача-пӑчана яланах шиклентерет. Тепӗр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран ытла хӑшӗсен ашшӗ-амӑшӗ шикленсе ӳкет-тӗр.

Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх тытӑмне сӑнаса тӑракан федераци служби хӗрӳ лини ҫулсерен уҫать. Кӑҫал та вӑл ҫаплах тӑвать. +7 (495) 984-89-19 номерпе ҫамрӑксене ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те, вӗрентекенсене те ҫыхӑнма ирӗк параҫҫӗ. Вӗсем экзамен йӗркипе, хушусене епле пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Экзамента йӗркене пӑсни пирки те ҫав номерпе ҫӑхавлама юрать. Шӑнкӑрава ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.

Пирӗн республикӑра та «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 8 (8352) 57-21-60.

Ыйтусене ҫавӑн пекех пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӑн порталӗнче, Рособрнадзорӑн халӑх тетелӗнчи страницисенче хускатма юрать. Ҫырусене ege@obrnadzor.gov.ru электрон адреспа та ҫырма юрать.

 

Вӗренӳ

Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем сивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те мар-ха, хулари 9-мӗш номерлӗ вӗренӳ учрежденийӗнче.

Сивӗ пӳлӗмсенче пӗлӳ тӗнчине шӗкӗлчеме тивни пирки пуҫламӑш класра вӗренекен пӗр хӗрача массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗрине систернӗ. Варвара Пугачева 12 градуслӑ классенче урок иртни пирки ӗнентернӗ. «Ҫиелти тумтирпе ларма тивет», — ҫине тӑрсах ӑнлантарнӑ хӗр пӗрчӗк.

Чӑн та, суйман вӑл. Хӗллехи каникул хыҫҫӑн сивӗ пӳлӗмсене лекнине шкул пуҫлӑхӗ Наталья Бутюнина та ҫирӗплетнӗ. «Ӑшӑ пӑрӑхӗнче сывлӑш пухӑннӑ пулинех. Специалистсем халӗ ку кӑлтӑка пӗтерессипе тимлеҫҫӗ», — тенӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/775
 

Вӗренӳ

Раҫҫейӗн гуманитари ӑслӑлӑх фончӗ пӗлтӗр ирттернӗ конкурссене пӗтӗмлетнӗ. ТОП-25-е пирӗн республикӑри аслӑ шкулсем те лекейнӗ.

Конкурса хутшӑнма панӑ заявкӑсем тӑрӑх пирӗн республика ТОП-10-ех кӗнӗ. Ку енпе вӑл пиллӗкмӗш вырнӑ йышӑннӑ-мӗн. Заявкӑсен шучӗпе Мускав, Питӗр хулисем, Свердловск облаҫӗпе Краснодар енӗ кӑна иртнӗ. Пӗтӗмпе 8 пине яхӑн заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 6,7 пине яхӑнне конкурса хутшӑнма ирӗк панӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ заявкӑсен шучӗпе 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ те конкурса ытахальтен хутшӑнман — вӑл 13-мӗш вырӑнта.

 

Вӗренӳ

Шкул ачисен хӗллехи каникул пулсан та вӗсем хӑйсем валли ӗҫ тупаҫҫӗ. Ав Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнче каникулта та пултарулӑх кружокӗсем, спорт секцийӗсем, хушма занятисем ӗҫлеҫҫӗ.

11-мӗш класра вӗренекенсем 2-мӗш чӗрӗк пуҫланичченех ППЭне мӗнле предметсемпе тытмаллине палӑртнӑ-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем харпӑр расписанипе кун валли хатӗрленеҫҫӗ.

Хутар шкулӗнче чылайӑшӗ обществознанипе физика предмечӗсене суйланӑ-мӗн. Ҫавӑнпа ҫак предметсене вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Каникула та пӑхса тӑмаҫҫӗ — ачасемпе пӗрле хатӗрленеҫҫӗ. Ара, вӗсем яш-хӗр экзамена ӑнӑҫлӑ тытассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ-ҫке-ха.

 

Вӗренӳ

Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин регион шайӗнчи тапхӑрӗ старт илет.

Олимпиада 21 предметпа иртет: вырӑс чӗлхи, ют чӗлхе, вырӑс литератури, математика, физика, астрономи, информатика тата ИКТ, хими, биологи, экологи, географи, истори, обществознани, экономика, право, ӳнер, технологи, вӑй-хал культури, ОБЖ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, регион шайӗнчи олимпиадӑна 9–11-мӗш классенче вӗренекен 2 пин ытла ача хутшӑнать. Пирӗн республикӑри 110 яш-хӗр пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ. Вӗсенчен 22-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ тата призер пулса тӑнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн муниципалитет шайӗнчи тапхӑрӗ 2014 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти гимназисемпе лицейсенче вӗренекенсем кӑна мар, республикӑри шкулсенчи ачасем те кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75067
 

Вӗренӳ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче 35 ҫула ҫитмен 38 педагог ӗҫлет. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫамрӑк педагогсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Ӑна ҫамрӑк педагогсен юхӑмне сарас, вӗсен професси ӑсталӑхне ӳстерме май туса парас, ҫамрӑк вӗрентекенсене районти шкулсенче ҫирӗплетес тӗллевпе йӗркелени пирки ӗнентереҫҫӗ.

Йӗркелӳ пухӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев шкулсенче ҫамрӑк вӗрентекенсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Ҫамрӑк кӑна та мар, пултаруллисем, хастаррисем. Шкулсенчи педагогсем ватӑлса пыраҫҫӗ. Ӗҫлеме тин ҫеҫ ура ярса пуснисене кӑҫалтан район хыснинчен уйӑхсерен 2-шер пин хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Вӑл укҫана 2 ҫул парса тӑрӗҫ.

 

Вӗренӳ Шупашкарти «Пӗчӗк ҫӗршыв» ача пахчине уҫнӑ самант
Шупашкарти «Пӗчӗк ҫӗршыв» ача пахчине уҫнӑ самант

Чӑваш Енре кӑҫал 15 ача пахчи уҫма палӑртни пурнӑҫа кӗчӗ. Пӗр вӑхӑтра вӗсене уҫса ӗлкӗреймессӗнех туйӑнни те пулман маррине пытараймӑпӑр. Анчах шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме май килчӗ. Ҫав шутра Кӳкеҫре темиҫе ҫул каялла уҫма палӑртнӑ ача пахчин те алӑкӗ уҫӑлчӗ, Муркашрин те.

Шӑпӑрлансем валли юлашки тӑватӑ ҫулта 19,6 пин ытла вырӑн уҫнӑ, ҫав шутран чӗрӗк пайӗ — 5,7 пинӗ — кӑҫала тивет. Юлашкинчен асӑннӑ цифрӑран 3 пине яхӑнӗ — ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнин тӳпи.

Ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн килес ҫул пирӗн ҫӗршывра 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхисен ача пахчин ыйтӑвне пуҫӗпех татмалла. Чӑваш ене илсен, хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 1,5 ҫултан аслӑраххисен 80,6 проценчӗ ача пахчине ҫӳрет.

 

Вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗнче шӑпӑрлансем валли ушкӑн уҫнӑ. 25 ачалӑхскере шкул ҫулне ҫитменнисем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Савӑнӑҫлӑ самант ячӗпе йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Борис Романов тата Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров хутшӑннӑ.

Пӗчӗккисем валли ушкӑн йӗркелеме федераци хыснинчен 2,5 миллион тенкӗ, районтан 700 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Иртнӗ вӑхӑтра ача-пӑча пахчи шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ-ха, анчах кайран ӑна хупнӑ. Шкул директорӗ Алексей Игнатьев шӑпӑрлансем валли ушкӑн уҫни Мӑнал ачисене ача-пӑча пахчипе тивӗҫтерме май парать. Унччен вӗсене ашшӗ-амӑшӗ Кӑшавӑша, Ҫӗньял Покровскине тата Шупашкара илсе ҫӳренӗ-мӗн. Ҫӗнӗ ушкӑна 3 ҫултан пуҫласа 7-чченхисем вырӑн тупӗҫ. Вӗсем унта килес ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнчен ҫӳреме тытӑнӗҫ.

Шупашкар районне илсен, ыран Кӳкеҫре «Крепыш» ача-пӑча пахчи уҫӑлӗ, ытларикун — Ҫӗнӗ Тренкассинчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче 50 вырӑнлӑх икӗ ушкӑн.

Сӑнсем (6)

 

Вӗренӳ

Паян Етӗрне хулинпе тата районӗшӗн паллӑ пулӑм иртнӗ. Унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. «Сывлӑм пӗрчи» ят панӑскер хулан илемлӗ вырӑнӗнче вырнаҫнӑ — виҫӗ хутлӑ ҫурта Етӗрне варринче ҫӗклесе лартнӑ. Вӑл аякранах курӑнса ларнине пӗлтереҫҫӗ.

Хӗрлӗ хӑю каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑ ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ. Уява Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин уҫнӑ. Район администрацийӗ ячӗпе ача пахчине вӑл юр тасатмалли машина парнеленӗ.

Сӑнсем (105)

 

Вӗренӳ

Ҫӗрпӳ хулинчи «Кӑнтӑр» микрорайонта 1000 ача вӗренмелӗх шкул тума проект ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Строймининӗн экспертизӑпа хаксене палӑртакан центрӗ нумаях пулмасть ӑна патшалӑх экспертизи хатӗрлесе ҫитернӗ.

Проектпа пӑхнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ шкул виҫӗ хутлӑ пулӗ. Ӑна кирпӗчрен хӑпартмалла. Виҫӗ пайран тӑракан шкул аслӑ классем, кӗҫӗн классем тата пурин те усӑ курмалли вырӑнсенчен тӑрӗ. Акт залне 350 вырӑнлӑх палӑртнӑ, спорт залӗ 350 тӑваткал метр йышӑнӗ. Физкультурӑпа спорт зонинче 60*90 метр калӑпӑшлӑ футбол уйӗ, 30*60 метр калӑпӑшлӑ хоккей лаптӑкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене хӑнӑхтарма автохула та туса хӑвармалла. Ун пекки республикӑри пӗр шкулта та хальлӗхе ҫуккине пӗлтереҫҫӗ. Шкул тума 542 миллион тенкӗ кирлӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, [112], 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, ...133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ