Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ мар тесе хыпарланӑччӗ. Ҫавӑн пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче сасӑлав ирттессине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн культура, национальность ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ унта хутшӑнакансене Хаяр Иван палӑкне лартас шухӑша епле йышӑннине хуравлама ыйтнӑччӗ.
Онлайн-сасӑлава хутшӑннисенчен ытларах пайӗ палӑка ларттарасшӑн мар иккен. Майлисен йышӗ — 47 процент, хирӗҫҫисен — 53 процент. Сасӑлава 2386 ҫын хутшӑннӑ.
Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартас тенӗччӗ. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров Фейсбукра ҫырнӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, ҫав шутра архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламаннине палӑртнӑччӗ.